Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Сӗнтӗрвӑрринчи (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫамрӑк специалиста направленипе Сӗнтӗрвӑрринчи ГОРПОна ӗҫлеме яраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑк пулнӑ, ывӑннине туйман // Р. МАРТЬЯНОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/20/am ... ine-tujman

«Сӗнтӗрвӑрринчи тип ҫу завочӗ» тата «Вител» тулли мар яваплӑ общество ертӳҫисем хӑнасене хӗвелҫаврӑнӑш ҫӑвӗ, артезиан шывӗ производствипе, крафт сӑра туса илессипе, ҫавӑн пекех тӗрлӗ уксус ассортименчӗпе паллаштарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫлӗ ҫӳревре район аталанӑвӗпе паллашрӗ // А. МАКСИМОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/13/l- ... e-pallashr

Эпӗ унпа Сӗнтӗрвӑрринчи техникумра пӗрле вӗреннӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Сӗнтӗрвӑрринчи спирт завочӗ вара пилешрен йӑваш та йӳнӗ эрех тӑватчӗ…

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ҫакӑн пек туризм продукчӗ пурри тивӗҫлӗ инфратытӑма, ҫав шутра Сӗнтӗрвӑрринчи тата Куславккари ҫыранпа причал инфратытӑмне хута ярассин пӗлтерӗшне ӳстерет.

Факт наличия такого турпродукта повышает приоритетность реализации соответствующей инфраструктуры, в том числе береговой причальной в Мариинском Посаде и Козловке.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Сӗнтӗрвӑрринчи ҫӗнӗ шкул тӗлӗшпе те, министр ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, вырӑнти влаҫсем ирӗк паракан тивӗҫлӗ документсене ниепле те хатӗрлесе ҫитереймеҫҫӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Шкулсенчи ӗҫсем графикран юларах пыраҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/shkulsenchi-ecse ... ah-pyracce

Шел те, хурав пулмарӗ тесен те юрать: «и.о.» Сӗнтӗрвӑрринчи шкул паян ӗҫленине кӑна ҫирӗплетрӗ, Сад микрорайонӗнчи шкулти ӗҫ-пуҫа вара вӑл пӗлмест-мӗн.

Куҫарса пулӑш

Награда паттӑрсене тупӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/nagrada-pattarsene-tupe

Сӗнтӗрвӑрринчи вӑрман техникумӗ хыҫҫӑн.

Куҫарса пулӑш

23 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Атте тытрӗ те Шупашкар вырӑнне Сӗнтӗрвӑрринчи вӑрман техникумне ячӗ мана.

Куҫарса пулӑш

17 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тӗслӗхрен, Сӗнтӗрвӑрринчи Н. Комаров тухтӑр М. Тимофеев чӑваша, Шупашкар уесӗнчи Котовщиков тухтӑр А. Павлова хул касма вӗрентнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

1896 ҫулта Шупашкар хулине Е. В. Адамюк профессорӑн помощникӗ Г. А. Агабабов доктор килнӗ, вӑл Шупашкарти тата Сӗнтӗрвӑрринчи больницӑсенчи чирлӗ ҫынсене пӑхса тухнӑ, тухтӑрсем куҫ чирӗпе аптӑракансем ҫинчен ҫырнӑ отчетсемпе паллашнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Ку пӗлӳ ҫуртӗнче, Сӗнтӗрвӑрринчи пекех, агрокласс уҫма палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Сӗнтӗрвӑрринчи Коновалово микрорайонти шкула пӗлтӗр ҫуркунне тума пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

— Экзамен тума Сӗнтӗрвӑрринчи благочиннӑй пачӑшки килет.

Куҫарса пулӑш

Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ывӑлӗ, авӑ, Сӗнтӗрвӑрринчи вӑрман техникумне вӗренме кӗнӗ тенӗччӗ иртнӗ тӗлпулура, ун пирки те ыйтса пӗлсен пӑсмӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӗнтӗрвӑрринчи вӑрман, ҫӗр техникумӗсенче вӗренекенсем Кӗчкей ялӗ ҫывӑхӗнче окоп чавнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑм тивичченех окоп чавнӑ // Елена ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Ун хыҫҫӑн Сӗнтӗрвӑрринчи вӑрман техникумне вӗренме кӗтӗм.

После поступил учиться в Мариинско-Посадский лесотехнический техникум.

«Апатланма ларсан сӗтел ҫинче 13 кашӑкчӗ» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Диплом умӗнхи практикӑна Сӗнтӗрвӑрринчи 2-мӗш шкула суйласа илнӗ, пулас мӑшӑрӗпе паллашнӑ.

Для преддипломной практики выбрала Марпосадскую 2-ую школу, познакомилась с будущим супругом.

“Хĕрлĕ парăс” халĕ те тыткăнлать // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех