Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Следстви сăмах пирĕн базăра пур.
Следстви (тĕпĕ: следстви) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Следстви органӗсен аслӑ ӑрӑвӗсем хывса хӑварнӑ чи лайӑх йӑла-йӗрке хальхи ӗҫченсемшӗн те хӑйсен ӗҫ-хӗлне ӑнӑҫлӑ пурнӑҫласа пыма пулӑшакан паха май пулса юлать.

Лучшие традиции, заложенные старшими поколениями органов следствия, продолжают оставаться ориентиром для успешной деятельности нынешних сотрудников.

Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Следстви комитетне йӗркеленӗ кун ячӗпе саламла­ни (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/01/15/ole ... vaniya-sle

Следстви органӗсем патшалӑхӑн шанчӑклӑ тӗрекӗ, Раҫҫей Федерацийӗн право сыхлакан тытӑмӗн чи пӗлтерӗшлӗ сыпӑкӗ пулса тӑраҫҫӗ.

Органы следствия являются надежной опорой государства, важнейшим звеном правоохранительной системы Российской Федерации.

Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Следстви комитетне йӗркеленӗ кун ячӗпе саламла­ни (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/01/15/ole ... vaniya-sle

Сире Раҫҫей Федерацийӗн Следстви комитетне йӗркеленӗ кун ячӗпе саламлатӑп!

Поздравляю вас с Днем образования Следственного комитета Российской Федерации!

Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Следстви комитетне йӗркеленӗ кун ячӗпе саламла­ни (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/01/15/ole ... vaniya-sle

Следстви органӗсен хисеплӗ ӗҫченӗсем тата служба ветеранӗсем!

Уважаемые работники органов следствия и ветераны службы!

Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Следстви комитетне йӗркеленӗ кун ячӗпе саламла­ни (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/01/15/ole ... vaniya-sle

— Ҫук, Иванов, следстви тӗрӗсленӗ тӑрӑх, Алексеев вӑл кун бригадиртан лаша илмен.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Унтан судья кӗскен ӗҫ мӗнле пулнине вуласа пачӗ, следстви докуменчӗсемпе паллаштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Следстви вӑрахчен пынӑ хыҫҫӑн 1927 ҫулта суд йышӑннӑ приговор тӑрӑх, Шаккура вӑрӑ-хурахла тискер ӗҫӗсемшӗн Хусанта персе пӑрахнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эпӗ те следстви органӗсен ветеранӗсене, сотрудниксене, вӗсен ҫемйисене уявпа саламлатӑп.

Куҫарса пулӑш

Следстви комитечӗ 11 ҫул тултарать // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d1%81%d0% ... %82%d1%8c/

Аса илтеретӗп, РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче «Ача хӑрушлӑхра» тӳрӗ лини ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Следстви комитечӗ 11 ҫул тултарать // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d1%81%d0% ... %82%d1%8c/

Следстви комитечӗн чи пӗлтерӗшлӗ енӗсенчен пӗри — ҫул ҫитмен ҫамрӑксен тӗлӗшпе тунӑ преступленисене тупса палӑртасси.

Куҫарса пулӑш

Следстви комитечӗ 11 ҫул тултарать // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d1%81%d0% ... %82%d1%8c/

Следстви пайӗ йӗркеленнӗренпех ҫак темӑна питӗ пысӑк тимлӗх уйӑратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Следстви комитечӗ 11 ҫул тултарать // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d1%81%d0% ... %82%d1%8c/

Иртнӗ ҫул следстви пайӗ ҫын вӗлернӗ фактсемпе 9 уголовлӑ ӗҫ, ҫын сывлӑхне пысӑк сиен кӳнипе вӗлерсе пӑрахнӑ тӗслӗхпе 5 ӗҫ пуҫарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Следстви комитечӗ 11 ҫул тултарать // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d1%81%d0% ... %82%d1%8c/

Статистика кӑтартӑвӗсем следстви пайӗ шута илнӗ преступленисен тата пуҫарнӑ уголовлӑ ӗҫсен шучӗ кӑштах чакнине кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

Следстви комитечӗ 11 ҫул тултарать // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d1%81%d0% ... %82%d1%8c/

— 2021 ҫулта Канашри районсем хушшинчи следстви пайне преступленисем ҫинчен 405 хутчен пӗлтернӗ (2020 ҫулта — 440).

Куҫарса пулӑш

Следстви комитечӗ 11 ҫул тултарать // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d1%81%d0% ... %82%d1%8c/

2021 ҫулта Канашри районсем хушшинчи следстви пайӗ Канаш хулинчи, Канаш, Тӑвай, Йӗпреҫ районӗсемпе ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Следстви комитечӗ 11 ҫул тултарать // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d1%81%d0% ... %82%d1%8c/

— 11 ҫул каялла — 2011 ҫулхи январӗн 15-мӗшӗнче Следстви комитетне туса хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Следстви комитечӗ 11 ҫул тултарать // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d1%81%d0% ... %82%d1%8c/

Раҫҫей Федерацийӗн Следстви комитетне туса хунӑранпа январӗн 15-мӗшӗнче 11 ҫул ҫитет.

Куҫарса пулӑш

Следстви комитечӗ 11 ҫул тултарать // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d1%81%d0% ... %82%d1%8c/

Следстви версийӗ тӑрӑх, арҫынна авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче каҫхине вӗлернӗ.

По версии следствия, мужчина был убит вечером 3 сентября.

40-ри арҫынна кӑранташпа чиксе вӗлернӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32861.html

Ӑна вӗлерни паллӑ пулнӑран кун тӗлӗшпе Следстви комитечӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

По причине того, что смерть наступила насильственным путем, по данному факту Следственный комитет возбудил уголовное дело.

40-ри арҫынна кӑранташпа чиксе вӗлернӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32861.html

Лапсар тӑкӑрлӑкӗнче, сӑмах май, ҫӗнӗ следстви изоляторӗ хута каять.

Кстати, на Лапсарском проезде сейчас готовится новый следственный изолятор.

Следстви изоляторӗнчен музей тӑвасшӑн // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32416.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех