Шырав
Шырав ĕçĕ:
Скифополь (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
30. Анчах, унта пурӑнакан иудейсем каланӑ тӑрӑх, Скифополь ҫыннисем вӗсемпе яланах, хӑйсене йывӑр килнӗ вӑхӑтра та, ӑшӑ кӑмӑллӑ пулнӑ; 31. Скифополь ҫыннисене тав туса, ӳлӗмрен те хӑйсен йӑхӗпе ырӑ кӑмӑллӑ пулма ыйтса, Иуда ҫыннисем Иерусалима тухса кайнӑ, мӗншӗн тесессӗн эрне уявӗ ҫывӑхарса килнӗ.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Унтан тапранса тухсассӑн, вӗсем Иерусалимран ултҫӗр стадире ларакан Скифополь хули ҫинелле талпӑннӑ.29. Поднявшись оттуда, они устремились на город Скифов, отстоящий от Иерусалима на шестьсот стадий.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Кайран вӑл, Иудея ҫӗрӗнчи аслӑ ту хушӑкне хирӗҫ выртакан Дотея ҫывӑхӗнчи Ездрилон патне ҫитсе, 10. Гавай хулипе Скифополь хули хушшинче тапӑрпа чарӑнса тӑнӑ, хӑй ҫарӗн пӗтӗм лавӗ ҫакӑнта пуҫтарӑнасса кӗтсе унта пӗр уйӑх хушши пурӑннӑ.
Иудифь 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Манассия та Бефсан хулипе [ӑна Скифополь те теҫҫӗ] ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласенче, Фаанах хулипе ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласенче, Дор хулипе ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласенче, Ивлеам хулипе ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласенче, Мегиддон хулипе ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласенче пурӑнакансене хӑваласа яман; ханаансем ҫав ҫӗртех пурӑнма юлнӑ.
Тӳре 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1