Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Сергей сăмах пирĕн базăра пур.
Сергей (тĕпĕ: Сергей) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сергей Архипов, А.Ф. Федоров ячӗллӗ Вӑрмарти спорт шкулӗн директорӗ:

Куҫарса пулӑш

Физкультура тата спорт – сывӑ пурнӑҫ никӗсӗ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11860-fizkul ... rn-c-nik-s

Нумаях пулмасть Сергей ҫапӑҫу хирӗнче йывӑр аманнӑ, Хусанти госпитальте сипленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ паттӑрӗсӗм – ӗмӗр хисепре // Ольга ТЕРЕНТЬЕВА. https://kanashen.ru/2024/05/08/%d0%b2a%d ... %80%d0%b5/

Сергей Петров ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ салтак.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ паттӑрӗсӗм – ӗмӗр хисепре // Ольга ТЕРЕНТЬЕВА. https://kanashen.ru/2024/05/08/%d0%b2a%d ... %80%d0%b5/

Клубра Иккӗмӗш Хурамал паттӑрӗсем пулчӗҫ: Валерий Зиновьевич Прокопьев, Евгений Николаевич Леонтьев, Андрей Сергеевич Андреев, Сергей Александрович Петров.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ паттӑрӗсӗм – ӗмӗр хисепре // Ольга ТЕРЕНТЬЕВА. https://kanashen.ru/2024/05/08/%d0%b2a%d ... %80%d0%b5/

Хутшӑнакансем умӗнче ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ Александр Семенов, район Совечӗн депутачӗсем Александр Тихонов тата Сергей Михайлов, ял старостисем Галина Скоробогатова, Алексей Васильев тухса каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Пишпӳлек ял тӑрӑхӗн ялӗсенче Ҫӗнтерӳ кунне халалланӑ митингсем иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... tn-3760894

Округри ҫурхи уй-хир ӗҫӗсем пирки округ администрацийӗн ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн начальникӗ Сергей Волков каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Тивӗҫлисене — чыс-хисеп // Е.ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/04/2 ... %b5%d0%bf/

Пысӑк пӗлтерӗшлӗ мероприятие паттӑрӑн тӑванӗсемпе тата тус-юлташӗсемпе, ял-йышпа пӗрле Елчӗк муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин пайӗн начальникӗ Владимир Николаев, Комсомольски тата Елчӗк округӗсен ҫар комиссарӗ Сергей Данилов, Лаш Таяпа территори пайӗн пуҫлӑхӗ Светлана Ермакова, «Яманчурино» ООО директорӗ Владимир Рахмуллин, паттӑр вӗреннӗ Лаш Таяпари В.В.Андреев ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулти вӗрентекенсемпе вӗренекенсем хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр ячӗпе // Е.ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/0 ... f%d0%b5-2/

Унта хутшӑннӑ ҫӗр ӗҫченӗсене кашнине ятран аса илме те манмарӗ вӑл: — Ака комплексне ӗҫлеттернӗ Сергей Шепинов шанӑҫа тивӗҫлипе тӳрре кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уява — ӳсӗмсемпе // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/0 ... %bf%d0%b5/

Сергей ҫар тивӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫласа паттӑрсен вилӗмӗпе вилнине, вӑл Тӑван ҫӗршыва чунтан юратса, ӑна хӳтӗлеме яланах хатӗр пулса ӳснине палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну хӑми уҫнӑ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/04/26/%d0%b0%d1%8 ... %bd%d3%91/

Ҫак ятпа иртнӗ мероприятие муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, Комсомольски тата Елчӗк округӗсен ҫар комиссарӗ Сергей Данилов, Хырхӗрри территори уйрӑмӗн начальникӗ Валерий Нямуков хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну хӑми уҫнӑ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/04/26/%d0%b0%d1%8 ... %bd%d3%91/

Апрелӗн 25-мӗшӗнче Хырхӗрри ялӗнче, ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫ хунӑ Сергей Новиков пурӑннӑ ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну хӑми уҫнӑ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/04/26/%d0%b0%d1%8 ... %bd%d3%91/

РФ Оборона министерствин архивӗнчи документсем тӑрӑх Сергей Егорович Чернов шталаг xx с (312), Торн (халь Торунь, Польша) тыткӑна лекнисен лагерӗнче пулни паллӑ.

Куҫарса пулӑш

Парӑнманскер // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... er-3757134

Тыткӑна лекнӗ салтакӑн картти ҫине ҫырнӑ тӑрӑх, рядовой Сергей Чернов 87-мӗш стрелковӑй дивизире службӑра тӑнӑ, ӑна 1941 ҫулхи июнӗн 30-мӗшӗнче Волковыски хули патӗнче вӑрҫӑн тӑххӑрмӗш кунне тыткӑна илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Парӑнманскер // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... er-3757134

Тӑванӗсем пурте Сергей Егорович Чернова кӗтнӗ, вӑл таврӑнасса ӗненнӗ.

Куҫарса пулӑш

Парӑнманскер // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... er-3757134

Юлашки ҫырӑвӗнче Сергей ҫапла ҫырать: «Юлашки кунсенче пурте улшӑнчӗ, пире хӗвеланӑҫнелле куҫарчӗҫ, ҫавӑнпа ҫырма пултараймарӑм тата ирӗк те памарӗҫ. Тухса кайиччен виҫӗ каҫ тӑтӑмӑр. Ирпе виҫӗ сехетре вагона кӗрсе ларсан, поезд тапранса кайнине те сисмерӗмӗр, мӗншӗн тесен питӗ ывӑннӑччӗ. Ӑсатнӑ чух пире хамӑр ӑҫта кайнине каламарӗҫ, нимӗн пӗлмесӗрех кайрӑмӑр. Ҫула май Новосибирскра мунчара шыва кӗтӗмӗр. Тухса кайсан, эпӗ хамӑр ҫулпа кайӑпӑр тесе шутланӑччӗ, анчах тепӗр ҫулпа Омск, Свердловск, Хусан, Мускав урлӑ кайрӑмӑр. Мускавра каллех мунчара ҫӑвӑнтарчӗҫ, пире кӑлармарӗҫ. Эпир финсен ҫулӗпе каятпӑр тесе шутланӑччӗ, анчах Минск урлӑ Старая Польшӑна кайни палӑрчӗ. Мичук — пирӗн ял ҫынни, финсен вӑрҫине хутшӑннӑскер, вилнӗ вырӑнсенче пурӑнатпӑр. Варшава патне ҫитиччен поезд ҫинчен анса 50 километр кайрӑмӑр, питӗ ывӑнтӑмӑр. Килнӗ хыҫҫӑн виҫӗ кун хушши ҫӳреме пултараймарӑмӑр. Ҫитнӗ ҫӗре пирӗн нимӗн те ҫукчӗ, пире граждансен килӗсене вырнаҫтарчӗҫ. Ялта апат ҫимесӗрех ҫывӑрма вырттарчӗҫ. Поляксем вырӑсла пӗлмеҫҫӗ. Сивӗ пулин те, эпир хӳшӗре пурӑнтӑмӑр, анчах ку нимех те мар, нумаях юлмарӗ, сивӗпе вилместпӗр. Чи хӑрушши - кӳршӗри патшалӑх питӗ ҫывӑхра, Германипе юнашар - эпир Милюшпа (Милюш Байгореевич Аливанов, пӗр ялтан пӗрле чӗнсе илсе, пӗрле служит тунӑ). Манӑн 200 тенкӗ пурччӗ, анчах ҫул ҫинче ҫиме тӑкакларӑм. Унтан пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче тухса, кунта ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче килсе ҫитрӗмӗр. Ку ҫырӑва 1941 ҫулхи апрелӗн 13-мӗшӗнче ҫыратӑп, паян поляксен Мӑнкун. Манран стариксемпе ҫамрӑксене салам калӑр. Ҫыру илсен ял хыпарӗсем ҫинчен пӗлтерӗр. Тата Николай адресне ярса парӑр, вӑл ман пата ҫыру ҫыртӑр, мӗншӗн тесен эпӗ унӑн адресне ҫухатрӑм. Халӗ вӑхӑт ҫук, ҫавӑнпа сахал ҫыратӑп. Вӑхӑт ҫитсен татах ҫырӑп. Вера, хӗрсем качча тухман-и-ха?

Куҫарса пулӑш

Парӑнманскер // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... er-3757134

Сергей служит тунӑ ҫар чаҫне хӗвеланӑҫ чиккине ҫирӗплетес тӗллевпе ҫӗршывӑн хӗвелтухӑҫӗнчен хӗвеланӑҫ фронта куҫарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Парӑнманскер // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... er-3757134

Ҫапла 1940 ҫул тӑршшӗпе, Совет ҫарӗнче пулнӑ май, Сергей пирӗн районти хаҫата илнӗ, районти пур хыпарсене те пӗлсе танӑ.

Куҫарса пулӑш

Парӑнманскер // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... er-3757134

Колхоз правленийӗ пӗррехинче пӗрлехи пухура Сергей Чернов тӳрӗ кӑмӑлтан ӗҫленине палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Парӑнманскер // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... er-3757134

Колхоз бригадинче те Сергей ҫитмен.

Куҫарса пулӑш

Парӑнманскер // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... er-3757134

Сергей кайсан, ялти ҫамрӑксем тунсӑхлама пуҫланӑ, вӑл колхоз ӗҫӗсенче ӑста пулнӑ вӗт, ҫавӑн пекех гитарӑпа тата балалайкӑпа вылянӑ.

Куҫарса пулӑш

Парӑнманскер // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... er-3757134

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех