Шырав
Шырав ĕçĕ:
Самее (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
7. Ҫӳлхуҫа вӗсем йӑвашланнине курнӑ, вара Самее Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: вӗсем йӑвашланчӗҫ; пӗтерсе тӑкмӑп, вӗсене кӗҫех ҫӑлӑнӑҫ та парӑп, Иерусалим ҫине Сусаким алли урлӑ ҫиллӗм ӳкмӗ; 8. ҫапах та вӗсем унӑн тарҫисем пулӗҫ: Мана пӑхӑнса тӑрассипе ҫӗр ҫинчи патшасене пӑхӑнса тӑрасси мӗнлереххине пӗлччӗр, тенӗ.
2 Ҫулс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫавӑн чухне Самее, Турӑ ҫыннине, Ҫӳлхуҫаран ҫакӑн пек сӑмах пулнӑ: 3. Ровоама — Соломон ывӑлне, Иудея патшине — тата Иудӑпа Вениамин йӑхӗнчи пӗтӗм Израиле кала, 4. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: ан кайӑр, хӑвӑр тӑванӑрсемпе вӑрҫӑ ан пуҫлӑр; пурте киле таврӑнӑр, мӗншӗн тесессӗн ку Манӑн ирӗкӗмпе пулнӑ, тенӗ.
2 Ҫулс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫавӑн чухне Самее, Турӑ ҫыннине, Турӑран ҫакӑн пек сӑмах пулнӑ: 23. Ровоама — Соломон ывӑлне, Иудея патшине — кала, Иудӑпа Вениаминӑн пӗтӗм йӑхне те, ытти халӑха та кала: 24. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: ан кайӑр, хӑвӑр тӑванӑрсемпе, Израиль ывӑлӗсемпе, вӑрҫӑ ан пуҫлӑр; пурте киле таврӑнӑр, мӗншӗн тесессӗн ку Манӑн ирӗкӗмпе пулнӑ, тет.
3 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1