Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Салтакран (тĕпĕ: салтак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Салтакран таврӑнсан та хӑшӗ-пӗри чӑвашла калаҫма маннӑ пек пулаҫҫӗ — урлӑ-пирлӗ: ни чӑвашла, ни вырӑсла перкелешеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хӑйӗн ывӑлне салтакран хӑтарса хӑварчӗ.

Сына-то своего откупил от службы.

I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

— Сан аҫу салтакран тарнӑ, ун ҫинче пурӗ-пӗрех айӑп юлнӑ.

— Твой отец был дезертиром, и на нем все равно осталось пятно.

I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ҫав каҫ Хӗлимун тикӗт сӗрнӗ аттине, чылайранпа тытманран тусанпа витӗннӗскере, мунчалапа шӑлса тасатрӗ те тӑхӑнса ячӗ, пӗртен-пӗр кӗпи салтакран илсе килнӗскер кӑначчӗ те, ӑна силлекелесе пиҫиххипе хытӑрах туртса ҫыхрӗ, унтан алӑкне уҫҫисӗр ҫӑрапа питӗрен пек туса ҫаклатса хӑварчӗ те хуллен аслӑ урамалла уттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл вӑхӑтра хайхи, чӑнах та, Телегин тантӑшӗсем салтакран таврӑнма тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ялйыш, — терӗ вӗсене Матви, — Ванькка салтакран курма килнӗ те, ав, ӑслӑ шухӑш сӗнет.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӑҫан таврӑнӑн-ши салтакран?

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Авлансанах вӑл салтакран таврӑннӑ хыҫҫӑн ӗҫлесе пухнӑ тата хуньӑшӗ панӑ укҫапа пӳрт лартрӗ, ашшӗнчен уйрӑлса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Аслисем авланнӑ, кӗҫӗннин кӑҫал салтакран килме срок ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Салтакран таврӑнсан хама пулӑшакан пулать пулӗ тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Саша пек кӗрӗве ӗмӗтленнӗ те Павловсем: сӑпайлӑ, салтакран килнӗренпех ялта трактористра ӗҫлет, ялти хӑш-пӗр яшсем пек ӗҫсе-ҫапкаланса ҫӳремест.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Салтакран таврӑнсан мӗнле чипер ачаччӗ.

Каким был отличным парнем, когда вернулся со службы.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Гриша салтакран таврӑнсан кӗртмест-ха сана.

Как только Гриша вернется из армии, он не пустит тебя на порог.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Халь салтакран кашни эрнере ҫыру ярса тӑрать.

Теперь со службы еженедельно пишет письма.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Смоленска ҫитнӗ ҫӗре, Наполеонӑн (Мускавран тухнӑ чухне пулнӑ 100000 салтакран) мӗн пурӗ те 40000 ҫын кӑна юлнӑ.

К Смоленску у Наполеона из 100 000 солдат, вышедших из Москвы, осталось всего 40 000.

VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

— Пекарня ӗҫлет тетӗн апла? — шӳт туса ыйтрӗҫ уссиллӗ салтакран.

— А пекарня, говоришь, действует? — шутливо спросили усатого солдата.

XVI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Салтакран сывӑ килчӗҫ, Тавах Турра», — тет Валентина Васильевна тӑванӗсемпе савӑннине пӗлтерсе.

Со службы вернулись здороввые, Спасибо Богу», — говорит Валентина Васильевна, выражая радость родными.

«Ҫын шучӗ пултӑр тесе илсе кайрӗҫ» // А.АЛЕКСАНДРОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2021.09.10, http://gazeta1931.ru/gazeta/8102-ch-ms-r-chik-sem-35

Вӑл хӑйӗн пӗвӗпе ҫамрӑк боеца, ӑна хирӗҫ чупса пыракан пысӑк пуҫлӑ лутака салтакран хӳтӗлерӗ тейӗн.

Он как бы заслонил своей грудью молодого бойца от бежавшего навстречу ему коренастого, большеголового солдата.

Николаевска илни // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Ҫулталӑкран, 1927 ҫулхи чӳкӗн 22-мӗшӗнче, 20 ҫуллӑха хӳтӗлев союзӗ ҫинчен Договор алӑ пуснӑ (Тиранӑри 2-мӗш пакт ята тивӗҫнӗскер), ун хыҫҫӑн Италирен хӗҫ-пӑшал килнӗ, вӑл вӑхӑтра 8 пин салтакран тӑракан албани ҫарне модернизацилеме инструкторсем килсе ҫитнӗ.

Спустя год, 22 ноября 1927 года, был подписан Договор об оборонительном союзе (т. н. 2-й Тиранский пакт) сроком на 20 лет, после чего из Италии поступило вооружение и прибыли инструкторы для модернизации албанской армии, насчитывавшей в то время 8 тыс. человек.

Ахмет Зогу // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%90%D1% ... 0%B3%D1%83

Эпӗ рядовой салтакран тухнине эсир хӑвӑр та пӗлетӗр.

Ведь я, как вам известно, из рядовых.

V сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех