Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Риммон (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак хуласенче вӗсем Давид патшана ларичченех пурӑннӑ, 32. ҫав хуласем таврашӗнче тата Етам, Аин, Риммон, Фокен тата Ашан, — пилӗк хула, — пулнӑ.

Вот города их до царствования Давидова, 32. с селами их: Етам, Аин, Риммон, Фокен и Ашан, - пять городов.

1 Ҫулс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Нееман каланӑ вара: апла пулсассӑн хӑвӑн чуруна икӗ ашакла лашапа илсе каймалӑх ҫӗр парса яччӑрччӗ, мӗншӗн тесессӗн санӑн чуру малашне Ҫӳлхуҫасӑр пуҫне никама та пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳмӗ; 18. Ҫӳлхуҫа мана, санӑн чуруна, акӑ мӗншӗн каҫартӑрччӗ: патша хуҫамӑм Риммон ҫуртне пуҫҫапма кайсассӑн, вӑл мана аллӑмран тытса тӗревленсессӗн, Риммон ҫуртӗнче эпӗ те пуҫҫапӑп; ҫавӑншӑн, Риммон ҫуртӗнче пуҫҫапнӑшӑн, Ҫӳлхуҫа санӑн чуруна каҫартӑрччӗ, тенӗ.

17. И сказал Нееман: если уже не так, то пусть рабу твоему дадут земли, сколько снесут два лошака, потому что не будет впредь раб твой приносить всесожжения и жертвы другим богам, кроме Господа; 18. только вот в чем да простит Господь раба твоего: когда пойдет господин мой в дом Риммона для поклонения там и опрется на руку мою, и поклонюсь я в доме Риммона, то, за мое поклонение в доме Риммона, да простит Господь раба твоего в случае сем.

4 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Халӑх вара Риммон ту хысакӗ хушшине пытаннӑ Вениамин ывӑлӗсем патне вӗсемпе калаҫса пӑхма ҫынсем янӑ, вӗсемпе килӗшӳллӗ пурӑнма пулни ҫинчен пӗлтернӗ.

13. И послало все общество переговорить с сынами Вениамина, бывшими в скале Риммоне, и объявило им мир.

Тӳре 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

47. [Чӗрӗ юлнисем,] ултҫӗр ҫын, пушхире, Риммон ту хысакӗ патне, тарса кайнӑ, ҫавӑнта, Риммон чул ту хушӑкӗнче, тӑватӑ уйӑх пытанса пурӑннӑ.

47. И обратились [оставшиеся] и убежали в пустыню, к скале Риммону, шестьсот человек, и оставались там в каменной горе Риммоне четыре месяца.

Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

45. [Чӗрӗ юлнисем] каялла ҫаврӑннӑ та пушхирелле, Риммон ту хысакӗ патнелле, чупнӑ, [израильсем] вӗсене ҫул тӑрӑх хӑваласа тата пилӗк пин ҫынна пӗтернӗ; вӗсене Гидома ҫити хӑваланӑ, вӗсенчен тата икӗ пин ҫынна вӗлернӗ.

45. [Оставшиеся] оборотились и побежали к пустыне, к скале Риммону, и побили еще [Израильтяне] на дорогах пять тысяч человек; и гнались за ними до Гидома и еще убили из них две тысячи человек.

Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Виҫҫӗмӗш шӑпи Завулон ывӑлӗсен ӑрӑвӗсене тухнӑ, вӗсен ҫӗрӗн чикки Сарид патне ҫитичченех тӑсӑлса пынӑ; 11. вӗсен чикки тинӗс енне, Марала патнелле, хӑпарать те Дабешеф патне ҫитсе Иокнеам умӗнчи юхӑм шыв патнех ҫитет; 12. Сарид патӗнчен каялла, тухӑҫ еннелле, хӗвелтухӑҫ еннелле, Кислоф-Фавор чиккине ҫити каять; кунтан Давраф патӗнчен иртсе Иафия патнелле улӑхать; 13. кунтан тухӑҫалла каять, Геф-Хефер, Итту-Кацин патӗнчен иртсе Риммон, Мифоар, Нея еннелле каять; 14. вара чикӗ Ханнафон патӗнчен ҫурҫӗр енчен пӑрӑнса каять те Ифтах-Ел айлӑмне ҫитсе тухать; 15. вӗсене тата Каттаф, Нагалал, Шимрон, Идеала, Вифлеем хулисем тивнӗ: пурӗ — вуникӗ хула тата вӗсен ялӗсем.

10. Третий жребий выпал сынам Завулоновым по племенам их, и простирался предел удела их до Сарида; 11. предел их восходит к морю и Марале и примыкает к Дабешефу и примыкает к потоку, который пред Иокнеамом; 12. от Сарида идет назад к восточной стороне, к востоку солнца, до предела Кислоф-Фавора; отсюда идет к Даврафу и восходит к Иафие; 13. отсюда проходит к востоку в Геф-Хефер, в Итту-Кацин, и идет к Риммону, Мифоару и Нее; 14. и поворачивает предел от севера к Ханнафону и оканчивается долиною Ифтах-Ел; 15. далее: Каттаф, Нагалал, Шимрон, Идеала и Вифлеем: двенадцать городов с их селами.

Нав 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Аин, Риммон, Ефер тата Ашан: тӑватӑ хулапа вӗсенӗн ялӗсем, 8. тата ҫав хуласем таврашӗнчи мӗнпур ял — Ваалаф-Беер, е кӑнтӑр Рама, таранах.

7. Аин, Риммон, Ефер и Ашан: четыре города с селами их, 8. и все села, которые находились вокруг городов сих даже до Ваалаф-Беера, или южной Рамы.

Нав 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Иуда ывӑлӗсен йӑхне ӑрусерен уйӑрса панӑ еткер ҫӗр ҫакӑ пулнӑ: 21. Идумея ҫӗрӗпе юнашар, кӑнтӑр енче, Иуда ывӑлӗсен ӑрӑвӗсене ҫак хуласем тивнӗ: Кавцеил, Едер тата Иагур, 22. Кина, Димона, Адада, 23. Кедес, Асор тата Ифнан, 24. Зиф, Телем тата Валоф, 25. Гацор-Хадафа, Кириаф, Хецрон, тепӗр тӗрлӗ каласассӑн Гацор, 26. Амам, Шема тата Молада, 27. Хацар-Гадда, Хешмон тата Веф-Палет, 28. Хацар-Шуал, Вирсавия тата Визиофея, [вӗсенӗн ялӗсемпе хула таврашӗнчи ҫӗрӗсем,] 29. Ваала, Иим тата Ацем, 30. Елфолад, Кесил тата Хорма, 31. Циклаг, Мадмана тата Сансана, 32. Леваоф, Шелихим, Аин тата Риммон: пурӗ ҫирӗм тӑхӑр хула тата вӗсен ялӗсем.

20. Вот удел колена сынов Иудиных, по племенам их: 21. города с края колена сынов Иудиных в смежности с Идумеею на юге были: Кавцеил, Едер и Иагур, 22. Кина, Димона, Адада, 23. Кедес, Асор и Ифнан, 24. Зиф, Телем и Валоф, 25. Гацор-Хадафа, Кириаф, Хецрон, иначе Гацор, 26. Амам, Шема и Молада, 27. Хацар-Гадда, Хешмон и Веф-Палет, 28. Хацар-Шуал, Вирсавия и Визиофея [и села их и предместья их,] 29. Ваала, Иим и Ацем, 30. Елфолад, Кесил и Хорма, 31. Циклаг, Мадмана и Сансана, 32. Леваоф, Шелихим, Аин и Риммон: всех двадцать девять городов с их селами.

Нав 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех