Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Республикине (тĕпĕ: республика) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑваш Республикине.

Чувашская Республика.

Токороро тата Токколоро // Владислав Николаев. Килти архив

2017 ҫулта Раҫҫей Федерацийӗн Правительстви 16 регион шутӗнче Чӑваш Республикине «Ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстересси тата ӗҫпе тивӗҫтерме пулӑшасси» приоритетлӑ программӑна пурнӑҫлама пилотлӑ регион вырӑнне суйласа илчӗ.

В 2017 году Правительство Российской Федерации в числе 16 регионов выбрало Чувашскую Республику в качестве пилотного региона в реализации приоритетной программы «Повышение производительности труда и поддержка занятости».

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Чӑваш Республикине килекен хушма укҫа виҫи _ 68476 пин тенкӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ене хушма укҫа килет // Шӑмӑршӑ хыпарӗ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2016.07.29

Мари республикине каялла каясран аран хӑтӑлса юлтӑм ҫапла.

Вот так вот кое-как избежал участи ехать в Республику Мари Эл.

«Улмуҫҫие кӗреплепе туратпӑр» // Елена АТАМАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Институтран вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн ӑна направленипе виҫӗ ҫуллӑха Мари республикине ӗҫлеме янӑ.

После окончания института его по направлению направили работать в Республику Мари Эл.

«Улмуҫҫие кӗреплепе туратпӑр» // Елена АТАМАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Тӑван Чӑваш Республикине ҫӗр пин юрӑ, ҫӗр пин тӗрӗ ҫӗршывӗ теҫҫӗ.

Родную Чувашию называют страной ста тысяч песен, ста тысяч вышивок.

Сӗткен паракан, шанчӑк ҫуратакан ҫӑлкуҫсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Тӑван Чӑваш Республикине ҫӗр пин юрӑ, ҫӗр пин тӗрӗ ҫӗршывӗ теҫҫӗ.

Родную Чувашскую Республику называют страной сто тысяч песен, сто тысяч вышивок.

Сӗткен паракан, шанчӑк ҫуратакан ҫӑлкуҫсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Аса илтеретпӗр, «Этническая Чувашия» проекта (Шупашкарти «Амазония» тата районти «Ясна» комплекссене) пурнӑҫа кӗртмешкӗн Чӑваш Республикине 900 млн тенкӗ бюджет кредичӗ уйӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Ясна» хута кайма хатӗрленет // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ профессорӗ, культурологи докторӗ Владимир Васильев тата ЧНК пресс-службин ертӳҫи Зоя Яковлева телережиссер Чӑваш автономине туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ «Чӑвашсем» ярӑмри иккӗмӗш фильма ӳкерме Беларуҫ Республикине кайса килчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен тата Беларуҫ: туслӑх ҫирӗпленет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Ларура пӑхса тухнӑ иккӗмӗш ыйту — Чӑваш Республикине Раҫҫейри «Япони бизнес клубӗ» коммерциллӗ мар ятарлӑ корпорацин представительствинче презентациленин кӑтартӑвӗсем ҫинчен.

Куҫарса пулӑш

Тӗп вырӑнта - экзамен, хутшӑну, хӑрушсӑрлӑх // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Паян пирӗн Чӑваш Республикине малалла тухӑҫлӑн аталантарма тата ӑна илемлӗрех те пуянрах тума пулӑшакан мӗнпур ӗҫе пурнӑҫа кӗртмелле!

И сегодня нам предстоит воплотить в жизнь все намеченное для развития и процветания родной Чувашской Республики!

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Чӑваш Ен компанийӗсене Крым Республикине хывакан энерги кӗперне хута янӑ ҫӗре хутшӑнма шаннине уйрӑммӑн палӑртса хӑваратӑп.

Особо отмечу, что компаниям из Чувашии было доверено принять участие в запуске энергомоста в Республику Крым.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Раҫҫей МЧСӗн ертӳлӗхӗ Чӑваш Республикине кӑҫалхи ака уйӑхӗнче ҫӗршывӗпех иртнӗ команда-штаб вӗренӗвне вӑйсемпе хатӗрсене явӑҫтарас тӗлӗшпе Раҫҫейри чи лайӑх субъекчӗсен йышне (Мордовипе, Коми Республикипе тата Тверь облаҫӗпе пӗрле) кӗртнине аса илтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар хуралӗнче — чи хӑюллисем, хастаррисем // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Унсӑр пуҫне наци тӗсӗсӗр административлӑ субъект йӗркелесе Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи хӑш-пӗр наци республикисене пӗрлештерме пулать, сӑмахран Чӑваш Ене, Мӑкшӑ Республикине, Мари Эле е ыттисене. Ку питӗ пӗлтерӗшлӗ. Ун хыҫҫӑн ҫак регион экономика тӗлӗшӗнчен вӑйлӑ аталанса кайма пултарӗ».

Кроме того, возможно объединение ряда национальных республик Поволжья, в частности, Чувашии, Мордовии, Марий-Эл и др. в не имеющий национальной окраски административный субъект, что крайне важно. Это мог бы стать мощный, экономически развитый регион».

«Ирӗклӗх» республика ертӳҫисене Мускав чиновникӗн сӑмахӗсене хак пама ыйтать // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/12235.html

«Асӑннӑ кӑтарту 6 процент шайне кармашать. Уйрӑм региона — Чӑваш Республикине, Пенза, Тамбов, Киров, Магадан облаҫӗсене, Ненец автономи округне — ырӑпа асӑнмалла. Вӗсен кӑтартӑвӗсем Европӑрипе, АПШрипе тата Японирипе танлашнӑ», — ҫирӗплетнӗ федераци министрӗ.

Куҫарса пулӑш

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ун чухне утӑ-улӑм, тырӑ ӗҫлесе илме Тутар Республикине, Ульяновск, Саратов облаҫӗсене ӗҫлеме ҫӳренӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр пусӑм ҫӗр те акӑнмасӑр ан юлтӑр // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Инҫе ҫула кӗскетсе чи малтан Николай Чӑваш Республикине персе ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ку ҫуртра ӗмӗт пурнӑҫланать // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Эпир хамӑрӑн Чӑваш Республикине чун-чӗререн юрататпӑр, унӑн ырлӑхӗшӗн патриотла туйӑмсемпе, пӗтӗм чӗре ӑшшине парса, яваплӑха туйса, ырми-канми ӗҫлетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех