Шырав
Шырав ĕçĕ:
Разис (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
43. Васканипе вӑл вилмеллех чикӗнеймен, эшкер ӗнтӗ алӑка ҫӗмӗрме пуҫланӑ, Разис вара харсӑррӑн хӳме ҫине чупса хӑпарнӑ та ҫавӑнтан хӑюллӑн халӑх хушшине сикнӗ.
2 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Ҫар ҫыннисен эшкерӗ пашнене йышӑнасшӑн картиш хапхи патнелле талпӑннӑ вӑхӑтра, хапхана чӗртсе ямашкӑн вут-ҫулӑм илсе пыма хушсассӑн, Разис вара, хӑйне пур енчен те ҫавӑрса илнине курса, хӑйне хӑй хӗҫпе чикнӗ, 42. вӑл йӗркесӗр ҫынсен аллине лексе хӑйӗн ырӑ ятне тивӗҫсӗр чыссӑрлатиччен чаплӑн вилес тенӗ.
2 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Никанора Иерусалимри пӗр аслӑ ҫын ҫинчен, Разис теекенскер ҫинчен, евитлесе панӑ: вӑл — халӑх тусӗ, ырӑ ятлӑ, хӑйӗн ырӑ кӑмӑлӗшӗн ӑна иудейсен ашшӗ теҫҫӗ; 38. иртнӗ пӑлхавӑрлӑ вӑхӑтра вӑл иудейсен тӗнӗ ытти халӑхсен тӗнӗпе хутшӑнса каясран сыхӑ тӑнӑ, иудейсене ҫапла сыхласа хӑварасшӑн вӑл ӳтне те, чунне те хӗрхенмен тесе каласа панӑ.
2 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1