Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пӗрлехи сăмах пирĕн базăра пур.
Пӗрлехи (тĕпĕ: пӗрлехи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Малалла мӗн пулса иртни ҫинчен кӗскен кӑна каламалла: ачасен «туйӗ» вӗсен ашшӗ-амӑшӗсен, педагогсен, сыхлӑх органӗсен пӗрлехи кӗрет сучӗпе вӗҫленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Ҫавӑн чухне ҫеҫ эсӗ хӑвӑн ӗҫӳпе юлташусен ӗҫне туйса, ӑнланса илӗн, пӗрлехи тытӑмра хӑвӑн вырӑнна тупӑн.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Куратӑп: ҫак иксӗмӗрӗн пӗрлехи инкекӗн кахӑр чулӗ сан чӗрӳне пӗр вӗҫӗм пусса, ыраттарса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ку чӑрмава сирес тӗллевпех ыйтӑва Пӗрлехи информаци кунӗн тӗп теми шутне кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксем яла юлччӑр тесен… // Елена Петрова. http://елчекен.рф/2023/03/17/c%d0%b0%d0% ... %b5%d0%bd/

Мартӑн 15-мӗшӗнче округра Пӗрлехи информаци кунӗ иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксем яла юлччӑр тесен… // Елена Петрова. http://елчекен.рф/2023/03/17/c%d0%b0%d0% ... %b5%d0%bd/

Малашлӑхра вӗсен пӗрлехи ӳсӗмсем нумайрах та нумайрах пулччӑр, - хавхаланса палӑртрӗ Вӑрнарти краеведени музейӗн директорӗ Елена Шарипова та, курава уҫнӑ май.

Куҫарса пулӑш

Ӳкерчӗкӗсенче - чун-чӗре пуянлӑхӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12359-ke ... uyanl-kh-2

Андрей Тихонов пухӑннисене Вӑрнар тӑрӑхӗн шӑпишӗн ют пулманнишӗн, депутатсене, предприяти-организаци ертӳҫисене пӗрлехи ӗҫшӗн, республика правительствине пулӑшушӑн тав турӗ, малашне те пӗрлешсе ӗҫлеме чӗнсе каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Малалла - кӑтартусене лайӑхлатса // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

Вӑрнар районӗн пӗрлехи бюджечӗн тупӑш пайӗ 1006,7 млн тенкӗпе танлашнӑ, ӳсӗм - 181,6 млн тенкӗ.

Куҫарса пулӑш

Малалла - кӑтартусене лайӑхлатса // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

Кӗҫех ун кӗввине юмахри пур ырӑ, илемлӗ сӗлешен кайӑксен пӗрлехи мухтав юрри те ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Калӑпӑр, ӑс-тӑн, туйӑм енчен пурне те пӗр шайлӑн, пӗр виҫеллӗн тусан, пурте пӗр ӗҫе ҫеҫ пӗлнӗ, пӗр ӗҫе ҫеҫ юратнӑ, пӗр ӗҫе ҫеҫ тунӑ пулӗччӗҫ, ҫавна пула ҫынсем хӑйсен пӗрлехи пурнӑҫне йӗркелесе, аталантарса яраймӗччӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Паллах, ку иртнинчи юрату сукмакӗ ҫинчи «тумхах» хӗрпе каччӑ кӑмӑлне «ҫурхи вӑйӑри чуччу ярӑнтараймарӗ», анчах ӑна, кӑмӑла, шартах хуҫса та пӑрахаймарӗ, вӑш-вӑш вӑшлаттарса вӗрекен ҫилӗ те вӗсене сивӗтеймерӗ, анӑҫра анакан хӗрлӗ шан пек ӑшӑ хӗвел те халӗ ылтӑннӑн-кӗмӗллӗн йӑлтӑртатакан, вӗсен пӗрлехи пуласлӑх ҫулне яр ҫуттӑн ҫутатакан ырӑ паллӑ пек курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Апла пулсан, вӗсен, ҫула ҫитсе пыракан ҫамрӑксен, шалти чӑлтӑр-чӑлтӑр юрату хӗлхемне сӳнме памасӑр, пӗрлехи уявӗ «ҫураки» вӑхӑчӗпе «тӑван урама ҫаврӑнса ҫитессе» кӗтсе пурӑнмалли ҫеҫ юлать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫапла шӑтса «сӑмсаланчӗ» (паллах, кукӑль касӑкӗ «пулӑшнипе» те!) арҫын ачапа хӗрачан пӗрлехи ытла та вӑрттӑн, турӑ шывӗ пек таса юратӑвӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Владимир Путин Раҫҫей экономикипе управлени системисем Анӑҫра шутланинчен чылай ҫирӗпрех пулнине, пӗрлехи ӗҫе пула экономика лару-тӑрӑвӗн ҫирӗплӗхне тивӗҫтерни пирки каларӗ.

Куҫарса пулӑш

В.Путин «Утӑм хыҫҫӑн утӑм туса тӗллевсене пурнӑҫлӑпӑр» // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d0%b2-%d0% ... %b5%d0%b2/

Шӑпах ҫак тӗл пулусенче пуҫлӑхсен тунӑ ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетнипе пӗрлех халӑх шухӑш-сӗнӗвне шута илмеллине, территорисене аталантарас тата хӑтлӑх кӗртес енӗпе пурнӑҫламалли пӗрлехи ӗҫ-хӗле сӳтсе явмаллине каларӗ Л.Левый.

Куҫарса пулӑш

Халӑх сӗнӗвӗсене шута илмелле // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/07/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b5/

Эсӗ пирӗн пӗрлехи ӗҫе чунтан парӑнни пирки никам та иккӗленмест, анчах санӑн ӗҫӳнте чи кирли — хӑюлӑхпа революцилле хастарлӑх ҫитмест.

Никто не ставит под сомнение твою преданность нашему общему делу, но тебе не хватает главного: боевитости, революционной активности.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Эсир ирӗкре пулни пирӗн пӗрлехи ӗҫшӗн ҫав тери хаклӑ.

— Свобода является столь дорогой нашему общему делу.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ӗҫтешсемпе, партнерсемпе тунӑ пӗрлехи ӗҫ лайӑх тупӑш илсе килӗ.

Хорошую прибыль принесут совместные операции с партнерами или коллегами.

6-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Иртнӗ ҫул халӑх влаҫӗн пӗрлехи тытӑмне Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗн нормисемпе килӗшӳллӗн йӗркелес ӗҫе вӗҫленӗ.

В прошлом году был завершен процесс формирования единой системы публичной власти согласно нормам Конституции Российской Федерации.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Администрацийӗ умне республикӑри ведомствӑсене пӑхӑнса тӑракан учрежденисенче кадрсемпе тивӗҫтерессин лайӑх ӗҫ опытне тата коррупципе кӗрешмелли пӗрлехи стандарта сарма тӗллев лартатӑп.

Перед Администрацией Главы Чувашии ставлю задачу распространить положительную практику кадрового обеспечения и единый антикоррупционный стандарт на республиканские подведомственные учреждения.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех