Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пӗрлехи сăмах пирĕн базăра пур.
Пӗрлехи (тĕпĕ: пӗрлехи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакна тӗп хулари ентешсем округри ялсенче пӗрлехи уявсем йӗркелени те уҫҫӑнах ҫирӗплетет.

Куҫарса пулӑш

Ентешлӗхӗн черетлӗ уявӗнче // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d0%b5%d0%b ... %87%d0%b5/

Ҫак ӗҫсене пурнӑҫласан тин пӗрлехи финанс хатӗрӗсемпе усӑ курса ҫынсене паха, таса шывпа тивӗҫтерме пулать терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Шыв ыйтӑвне татса парасшӑн // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60450

Культурӑра, спортра е тата ытти сферӑра пӗрлехи проектсене пурнӑҫлӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

«Марий Элпе калаҫса килӗшнисене пурнӑҫа кӗртетпӗр», – тенӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/04/mari ... rtetpr-ten

Пӗрлехи инвестициллӗ проектсене пурнӑҫа кӗртсе пыма палӑртӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

«Марий Элпе калаҫса килӗшнисене пурнӑҫа кӗртетпӗр», – тенӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/04/mari ... rtetpr-ten

Документра икӗ регион хушшинче промышленноҫ, АПК тытӑмне, суту-илӳпе строительство, ЖКЖ, сывлӑх сыхлавӗпе вӗренӳ, социаллӑ хӳтлӗх, культура, туризм, спортпа тӑван тавралӑха упрас, ҫемье тата ҫамрӑксен политики пайӗнче пӗрлехи проектсене пурнӑҫа кӗртсе пырасси пирки палӑртса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Марий Элпе калаҫса килӗшнисене пурнӑҫа кӗртетпӗр», – тенӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/04/mari ... rtetpr-ten

Онлайн сасӑлав валли патшалӑх пулӑшӗвӗсен Пӗрлехи порталӗнче регистрациленни кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑтлӑхшӑн сасӑлатпӑр // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/xatlaxshan-sasalatpar.html

Ҫар службипе ҫыхӑннӑ пур ыйтӑва пӗрлехи хӗрӳ линие 117 номерпе шӑнкӑравласа пӗлме пулать.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Пӗрлехи тӗллевсем ҫитес вӑхӑтра лайӑх кӑтартусем патне илсе ҫитерессе шанаҫҫӗ канашлӑва пухӑннисем.

Куҫарса пулӑш

Регион ушкӑнӗсене аталантараҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61062

Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисен администрацийӗсем тата ӑшӑпа тивӗҫтерекен пӗрлехи пӗрлешӳ хушшинче ятарлӑ килӗшӳллин туллин пурнӑҫланса пыни пирки пӗлесшӗн пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле тӑрӑшса ӗҫлемелле // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60804

Пӗрлехи информаци кунӗнче муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Александр Осипов, Чӑваш Республикин физкультурӑпа спорт министрӗ Василий Петров тата Аслӑ Ҫӗрпӳел территори уйрӑмӗн начальникӗ Александр Орешкин культура ҫуртӗнче халӑхпа тӗлпулу ирттерчӗҫ, унта кун йӗркинчи темӑсене сӳтсе яврӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кун йӗркинче — пӗлтерӗшлӗ ыйтусем // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%ba%d1%8 ... %b5%d0%bc/

Пӗтӗм Чӑваш Енри пекех, апрелӗн 19-мӗшӗнче пирӗн муниципаллӑ округра та Пӗрлехи информаци кунӗ иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кун йӗркинче — пӗлтерӗшлӗ ыйтусем // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%ba%d1%8 ... %b5%d0%bc/

Унӑн пысӑк тӗрӗслев витӗр тухмалла, пӗрлехи патшалӑх экзаменӗсене тытмалла.

Куҫарса пулӑш

Ӑнтӑлу хӗлхемӗ вӑй парса тӑрать // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d3%91%d0%b ... %82%d1%8c/

Аграрисемшӗн чӗр тавара вырнаҫтарасси (сӗте анчах мар, тӗш тырра та) ҫивӗч тӑнине кура Республика Пуҫлӑхӗ иртнӗ эрнере пулса иртнӗ Чӑваш Енри Агропромышленность комплексӗн ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен правительство комиссийӗн тата ЧР Ял хуҫалӑх министерствин коллегийӗн пӗрлехи ларӑвӗнче ку тӗлӗшпе агромаркет йӗркелени лару-тӑрӑва улӑштарма пултарни ҫинчен чарӑнса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Сӗт мӗншӗн йӳнӗ? // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d1%81e%d1% ... 9y%d0%bde/

Пирӗн пӗрлехи пысӑк ӗҫӗмӗрсен кӑтартӑвӗсем ҫынсене палӑрмаллах усӑ кӳрессе шанса тӑратӑп.

Убежден, что результаты нашего большого совместного труда принесут ощутимую пользу людям.

Олег Николаев Вырӑнти хӑйтытӑмлӑх кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/04/21/gla ... et-s-dnyom

Ку пирӗн пӗрлехи тӗллев!

Это наша общая задача!

Олег Николаев Чӑваш чӗлхин кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/04/25/gla ... aet-s-dnem

Вӗсем те, Лапсарпа Чӑркаш тата Ассакасси пекех, пурте ҫумма-ҫуммӑнах вырнаҫнӑ, ҫавна май ҫак ялсен пӗрлехи киремет вырӑнӗ пулма та пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Хӑш-пӗрисем, ҫамрӑккисем, ватӑсене сӗт таврашӗ тӳлевсӗр памалла тӑвасшӑн пулман, ҫавӑн пирки пӗрлехи пухура вӗсем председательпе ҫине тӑрсах тавлашнӑ, анчах Мамарланов ҫавнашкал карма ҫӑварсем хыҫҫӑн кайман: «Ватӑсене эп тырӑ та, сӗт те, ыттине те паратӑп, мӗншӗн тесен вӗсем ҫамрӑкрах чухне Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче ҫӗрӗк ҫӗрулми икерчи ҫисех колхоза хӑйсен ӗнси ҫинче тытнӑ, фронта пулӑшнӑ — ун пеккисем ӗмӗр-ӗмӗр мухтава тивӗҫ!» — тенӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Кил вырӑнӗ пирки пӗрлехи пухура сӳтсе явӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Тӗнче шайӗнче йӗркеленӗ Раҫҫейпе Корейӑри специалистсен ушкӑнӗ пӗрлехи вӑйпа инновациллӗ транзистор шутласа кӑларнӑ, вӑл хальхи вӑхӑтри аналогсен ҫитменлӗхӗсемсӗр пулса тухнӑ, ACS Nano публикацинче пӗлтернӗ тӑрӑх вӑл ӑшша нумаях ҫухатмасӑр сигнала питӗ пысӑк хӑвӑртлӑхпа куҫарма пултарать.

Международная группа российско-корейских специалистов совместными усилиями сумела создать инновационный транзистор, который не страдает от ограничений ныне существующих аналогов и способен осуществлять передачу сигнала на сверхбыстрых скоростях при минимальных теплопотерях, о чем гласит публикация в ACS Nano.

Ӑсчахсем даннӑйсемпе ҫутӑ хӑвӑртлӑхӗпе ӗҫлекен меслет ӑсталанӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34795.html

Вебинара хутшӑннӑ вӗренекенсемпе вӗрентекенсем чӑваш чӗлхипе литератури кафедри доценчӗ Анна Егорова ертсе пынипе республикӑн пӗрлехи экзаменӗн тытӑмӗпе паллашрӗҫ, тест ыйтӑвӗсене хуравлама вӗренчӗҫ, изложенипе сочинени ҫырма хӑнӑхрӗҫ, малтанхи ҫулсенчи экзамента тӗл пулнӑ паллӑрах йӑнӑшсене тишкерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шкул ачисем валли «Республикӑн пӗрлехи экзаменне мӗнле хатӗрленмелле?» вебинар иртрӗ // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/03/25/s ... zamenne-mn

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех