Шырав
Шырав ĕçĕ:
32. Хӑвӑн Израиль халӑхӗ хушшинчен тухман ҫын, ют халӑх ҫынни, Санӑн аслӑ ятупа вӑйлӑ аллушӑн, Санӑн пысӑк хӑватушӑн инҫетри ҫӗртен килсессӗн, ҫапла килсе ҫак Ҫурт умӗнче кӗлтусассӑн, 33. илтсемччӗ тӳперен, Ху пурӑнакан вырӑнтан, ют халӑх ҫынни Хӑвӑнтан мӗн тархасласа ыйтнине пӗтӗмпех тусамччӗ ун чухне; ҫапла ҫӗр ҫинчи пур халӑх та Санӑн ятна пӗлсе тӑтӑр, Санран Хӑвӑн халӑху Израиль хӑранӑ пек хӑратӑр, эпӗ лартнӑ ҫак Ҫурт Санӑн ятупа хисепленнине пӗлтӗр.
2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Выҫлӑх пулать-и ҫӗр ҫинче, мур чирӗ пулать-и, вӗри ҫил пулать-и, тырра вутпуҫҫи тивет-и, хӗрлӗ шӑрчӑк е хурт килсе хуплать-и, халӑха тӑван ҫӗрӗ ҫинчех тӑшман хӗсме пуҫлать-и е урӑх мӗнле те пулин синкер, мӗнле те пулин чир пулать-и, 29. пӗр-пӗр ҫын е Хӑвӑн пӗтӗм Израиль халӑхӗ — хӑйсен инкекне, хӑйсен хурлӑхне туйса — аллисене ҫак Ҫурт енне тӑссассӑн, вӗсен кӗллине, вӗсем тархасланине 30. илтсемччӗ Эсӗ тӳперен — Ху пурӑнакан вырӑнтан, вара каҫарсамччӗ, Эсӗ кирек хӑш ҫынна та ун чӗри мӗнлине пӗлсе, унӑн пӗтӗм ӗҫне кура тавӑрса пар, мӗншӗн тесессӗн этем ывӑлӗсенӗн чӗрине пӗр Эсӗ анчах пӗлетӗн, — 31. ҫапла вӗсем Эсӗ аттемӗрсене панӑ ҫӗр ҫинче мӗн пурӑннӑ таран, мӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех Санран хӑраса тӑччӑр, Санӑн ҫулупа ҫӳреччӗр.
2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Давид вара Иоава тата халӑх хушшинчи пуҫлӑхсене ҫапла каланӑ: кайӑр та Израиль ҫыннисене Вирсавияран пуҫласа Дан таран шутласа тухӑр, унтан мана пӗлтерӗр, эпӗ вӗсен йышне пӗлсе тӑрам, тенӗ.
1 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Лешӗ хуравланӑ: эсӗ Израиль ывӑлӗсене мӗн чухлӗ инкек кӳрессе пӗлсе тӑнӑран макӑратӑп эпӗ: эсӗ вӗсен керемӗсене ҫунтарса ярӑн, вӗсен яш-кӗрӗмне хӗҫпе вӗлерӗн, кӑкӑр ачисене ҫапса салатӑн, йывӑр арӑмӗсене касса ваклӑн, тенӗ.
4 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Хӑвӑн Израиль халӑхӗ хушшинчен тухман ҫын, ют халӑх ҫынни, Санӑн ятушӑн инҫетри ҫӗртен килсессӗн, — 42. вӗсем Санӑн чаплӑ яту ҫинчен, Санӑн хӑватлӑ аллупа Санӑн пысӑк вӑю ҫинчен илтеҫҫех ӗнтӗ, — ҫапла килсе, вӑл ҫак Ҫурт умӗнче кӗлтусассӑн, 43. илтсемччӗ тӳперен, Ху пурӑнакан вырӑнтан; ют халӑх ҫынни Хӑвӑнтан мӗн тархасласа ыйтнине пӗтӗмпех тусамччӗ ун чухне: ҫапла ҫӗр ҫинчи пур халӑх та Санӑн ятна пӗлсе тӑтӑр, Санран Хӑвӑн халӑху Израиль хӑранӑ пек хӑраччӑр, эпӗ лартнӑ ҫак Ҫурт Санӑн ятупа хисепленнине пӗлччӗр.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Турӑ ӑна каланӑ: ҫапла ыйтнӑшӑн, хӑвӑншӑн вӑрӑм кунҫулпа пуянлӑх ыйтманшӑн, хӑвӑн тӑшманусен чунӗсене ыйтманшӑн, анчах пӗлсе сут тума ӑс-хакӑл ыйтнӑшӑн 12. Эпӗ ху ыйтнӑ пек тӑвӑп: акӑ Эпӗ сана тӗрӗс те ӑслӑ чӗре паратӑп, ӗнтӗ сан умӗн те сан евӗрли пулман, сан хыҫҫӑн та сан евӗрли пулас ҫук, тенӗ; 13. Эпӗ сана ху ыйтманнине те, пуянлӑхпа чап та, паратӑп, ҫапла вара хӑвӑн пӗтӗм кунҫулу тӑршшӗнче те патшасем хушшинче сан евӗрли пулмӗ; 14. эсӗ, хӑвӑн Давид аҫу ҫӳренӗ пек, Эпӗ панӑ йӗркесене, Манӑн ӳкӗтӗмсене тытса тӑрса Ман ҫулпа ҫӳресессӗн, Эпӗ санӑн кунҫулна та тӑсса парӑп, тенӗ.
3 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Соломон каланӑ: Эсӗ Хӑвӑн Давид чуруна, манӑн аттеме, пысӑк ырӑлӑх панӑ; вӑл Санӑн умӑнта тӳрӗлӗхпе чӑнлӑха уяса, таса чун-чӗрепе тӑнӑшӑн Эсӗ, ҫав пысӑк ырӑлӑха ун валлиех хӑварса, ӑна унӑн аслӑ пуканӗ ҫине ларма пултаракан ывӑл панӑ; халӗ чӑнахах та тӳрре килчӗ ку; 7. эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм, Эсӗ ӗнтӗ мана, Хӑвӑн чуруна, Давид аттемӗм вырӑнне патшана лартрӑн; анчах эпӗ тайӑн ача, мӗнле кӗрсе мӗнле тухмаллине те пӗлместӗп; 8. Санӑн чуру — Эсӗ суйласа илнӗ халӑху хушшинче; ку халӑх — калама ҫук йышлӑ, ӑна шутласа кӑларма та, куҫпа виҫсе илме те ҫук; 9. Санӑн халӑхна пӗлсе сут тумашкӑн, ыррипе усаллине уйӑрма пӗлмешкӗн Хӑвӑн чуруна ӑслӑ чӗре парсамччӗ; унсӑрӑн Санӑн ҫак йышлӑ халӑхна кам пӑхса тӑрайтӑр? тенӗ.
3 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Патша ӑна ҫын ярса чӗнтерсе илнӗ те ҫапла каланӑ: эпӗ Ҫӳлхуҫана асӑнса тупа туманччӗ-и сана: «пӗлсе тӑр, ӑҫта та пулин тухса кайнӑ кун эсӗ вилетӗнех» тесе каламанччӗ-и? эсӗ мана: «юрӗ» тенӗччӗ; 43. мӗншӗн-ха, эппин, эпӗ сана Ҫӳлхуҫа умӗнче тупа туса хушнине итлемерӗн? тенӗ.
3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Ӗнтӗ патша Семее чӗнтерсе илнӗ те каланӑ ӑна: Иерусалимра ҫурт ларт та ҫакӑнтах пурӑн, кунтан ниҫта та тухса ан ҫӳре; 37. пӗлсе тӑр: унтан тухса Кедрон юхӑмӗ урлӑ каҫнӑ кун эсӗ вилетӗнех; юну хӑвӑн пуҫу ҫине пулӗ, тенӗ.
3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫавӑнпа та, хулана ҫавӑрса илнӗ чухне аммонсен чи харсӑр ҫыннисем хӑш тӗлте хӳтӗленнине пӗлсе, Иоав ҫав вырӑна Урияна тӑратнӑ.
2 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Эсӗ Авенира, Нир ывӑлне, пӗлетӗн: вӑл сана улталама, эсӗ ӑҫтан кӗрсе ӑҫтан тухса ҫӳренине, эсӗ мӗн тунине пӗлсе кайма килнӗ, тенӗ.
2 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ионафан ӗнтӗ, Саул ывӑлӗ, Давид патне вӑрмана пынӑ, хӑйӗн тусне: «Ҫӳлхуҫана шан» тесе, вӑй-хал кӳнӗ, 17. ӑна ҫапла каланӑ: ан хӑра, Саул аттем сана шыраса тупаймӗ, эсӗ Израиль патши пулӑн, эпӗ сан хыҫҫӑн иккӗмӗшӗ пулӑп; Саул аттем те ҫакна пӗлсе тӑрать, тенӗ.
1 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Саул хӑйпе юнашар тӑракан сыхлавҫисене ҫапла каланӑ: кайӑр та Ҫӳлхуҫа священникӗсене вӗлерсе тухӑр — вӗсем те Давидпа пӗр сӑмахлӑ, вӗсем те, вӑл тарнине пӗлсе тӑрсах, мана нимӗн те каламан, тенӗ.
1 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Лешӗсем каланӑ: Филисти ҫӗрне тытса тӑракансем миҫен пулнине кура пилӗк ылтӑн мӑкӑль тата пилӗк ылтӑн шӑши памалла, мӗншӗн тесессӗн эсир те, сире тытса тӑракансем те пӗр асапах тӳснӗ; 5. ҫапла вара хӑвӑра асаплантарнӑ шыҫӑ-мӑкӑльсен тата ҫӗре ҫаратса хӑваракан шӑшисен кӗлеткисене шӑратса кӑларӑр та Израиль Туррине аслӑласа мухтӑр; тен, Вӑл хӑвӑр ҫинче, сирӗн туррӑрсем ҫинче тата сирӗн ҫӗрӗр ҫинче тытса тӑракан аллине ҫӑмӑллатӗ; 6. мӗншӗн-ха сирӗн хӑвӑр чӗрӗре Египет ҫыннисемпе фараон пек хаярлантармалла? ав ун чухне Ҫӳлхуҫа вӗсене Хӑйӗн вӑйне кӑтартрӗ те, вӗсем Израиль ҫыннисене кӑларса ячӗҫ, лешӗсем кайрӗҫ; 7. эсир тытӑр та пӗр ҫӗнӗ ҫар урапи тӑвӑр, пуҫласа пӑруланӑ икӗ ӗне суйласа илӗр, халиччен вӗсене хӑмӑт тивмен пултӑр, ҫав ӗнесене ҫар урапи кӳлӗр, пӑрушӗсене, вӗсенчен уйӑрса, килӗрте хӑварӑр; 8. унтан Ҫӳлхуҫа арчине илӗр те ӑна ҫар урапи ҫине лартӑр, Ӑна ӳкӗнӗҫ парни кӳме хатӗрленӗ ылтӑн япаласене ун айккине пӗр ещӗкпе лартса хурӑр; кӑларса ярӑр ӑна, кайтӑрах; 9. пӑхсах тӑрӑр, эхер те вӑл хӑйӗн ҫӗрӗ енне, Вефсамис енне, каять пулсассӑн, ҫак шутсӑр усал ӗҫе пире хирӗҫ вӑл тунӑ; эхер те унталла каймасть пулсассӑн, эпир пӗлсе тӑрӑпӑр, пире асаплантараканни унӑн алли пулман, ку асап пире ӑнсӑртран ҫитнӗ, тенӗ.
1 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вара [Вооз] хӑйӗн хурӑнташне каланӑ: хайхи Моав ҫӗрӗнчен таврӑннӑ Ноеминь хӑй упӑшкин — пирӗн Елимелех тӑванӑмӑрӑн — анине сутать; 4. эпӗ ҫак хыпара сан хӑлхуна кӗртес терӗм, сана калас терӗм: ҫакӑнта ларакансем умӗнче, халӑхӑмӑн аслӑ ҫыннисем умӗнче ил эсӗ ҫав анана; тӳлесе илессӳ килсессӗн — тӳлесе ил; тӳлесе илессӳ килмесессӗн — мана кала, эпӗ пӗлсе тӑрам; сансӑр пуҫне илме тивӗҫлӗ ҫын ҫук, сан хыҫҫӑнхи вара — эпӗ, тенӗ.
Руфь 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Гедеон Ҫӳлхуҫа Турра каланӑ: Хӑв каланӑ пек, Эсӗ ман аллӑмпа Израиле ҫӑлас пулсассӑн, 37. акӑ эпӗ ҫакӑнта йӗтем ҫине каснӑ ҫӑм сарса хуратӑп: пӗтӗм ҫӗр типӗ юлса сывлӑм ҫак ҫӑм ҫине ҫеҫ ӳкес пулсассӑн, Эсӗ, Хӑв каланӑ пек, ман аллӑмпа Израиле ҫӑласса пӗлсе тӑрӑп, тенӗ.
Тӳре 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсир вара пӗтӗм чӗрӗрпе, пӗтӗм чунӑрпа пӗлсе тӑратӑр: Ҫӳлхуҫа Туррӑр сирӗн ҫинчен каланӑ мӗнпур ырӑ сӑмахран пӗр сӑмахӗ те кӑлӑх пулмарӗ; сирӗншӗн пӗтӗмпех пурӑнӑҫланчӗ, пӗр сӑмахӗ те пурӑнӑҫа кӗмесӗр юлмарӗ.
Нав 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Рувим ывӑлӗсем, Гад ывӑлӗсем тата Манассиян ҫур йӑхӗ Израиль халӑхӗн пин ҫын пуҫлӑхӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: 22. турӑсенӗн Турри Ҫӳлхуҫа, турӑсенӗн Турри Ҫӳлхуҫа Хӑй пӗлсе тӑрать, Израиль те пӗлтӗр!
Нав 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Иордан тӗпӗнчен илнӗ вуникӗ чула Иисус Галгал хулинче купаласа лартнӑ, 21. вара Израиль ывӑлӗсене каланӑ: ӳлӗм сирӗн ывӑлӑрсем хӑйсенӗн ашшӗсенчен: «Ку чулсем мӗне пӗлтереҫҫӗ?» тесе ыйтсассӑн, 22. ывӑлӑрсене ҫапла калӑр: «Израиль ҫак Иордан урлӑ типӗ ҫӗртен каҫнӑ» тейӗр: 23-24. сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр эпир ӗлӗк Хӗрлӗ тинӗс урлӑ каҫса кайиччен ӑна типӗ тӑратнӑ пек, [сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр] ҫак Иордана та эпир ун урлӑ каҫса кайиччен типӗ тӑратрӗ, ҫакна Вӑл Ҫӳлхуҫа алли хӑватлине ҫӗр ҫинчи пӗтӗм халӑх пӗлсе ҫиттӗр, сирӗн хӑвӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑртан ӗмӗр хӑраса пурӑнмалла пултӑр тесе тунӑ, тенӗ.
Нав 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Эсӗ хӑвӑн ӑшунта: «Ҫӳлхуҫа каламан сӑмаха мӗнле пӗлӗпӗр-ха эпир?» тесе шухӑшласассӑн, 22. пӗлсе тӑр: пророкӗ Ҫӳлхуҫа ячӗпе тесе каланӑ пулсассӑн, анчах ҫавӑ чӑн пулса вырӑна килмесессӗн, ҫав сӑмаха Ҫӳлхуҫа каламан ӗнтӗ, ӑна пророкӗ хӑй чӑрсӑрланса каланӑ, — унран ан хӑра, терӗ.
Аст 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.