Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пӑртас (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӑртас уйӗсене сухалать.

Куҫарса пулӑш

«Чӳречерен пӑхрӑм — Уйӑх куртӑм» // А.Иванов. «Храсчен сасси», 1999, утӑ, 13

Вӑрнар районӗнчи Пӑртас ялӗнче пурӑнакан 44 ҫулти арҫын Мускава вахта мелӗпе ӗҫлеме ҫӳренӗ.

44-летний мужчина из деревни Буртасы Вурнарского района ездил на работу в Москву по вахтовому методу.

Пӑртас арҫынни Мускава ӗҫлеме кайсан ҫухалнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34230.html

Вӑрнар районӗнчи Пӑртас ялӗнче ачасем урамра конькипе ярӑнаҫҫӗ.

В деревне Буртасы Вурнарского района дети на улице катаются на коньках.

Урамра конькипе ярӑнаҫҫӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34054.html

Ҫапла, Вӑрнар вӑрманӗ тавра вырнаҫнӑ Шалти тата Тулти Пӑртас, Волонтер, Ҫарӑклӑ, Пинер, Шӑхаль, Санарпуҫ, Хапӑс, Кивьял, Вӑрманкас, Катӑш, Кӳлхӗрри, Упнер, Кӗҫтӳмер, Ершепуҫ ҫыннисем ҫу каҫипех вӑрманта кӑткӑ пекех ӗҫлетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Ҫумӑр ҫусан, Пӑртас тӑвайккине ылхана-ылхана лава хыҫалтан тӗкеттӗм, чӗлхесӗр янавара, ҫынна ӳкӗтленӗ пек, сӑмахпа ӳкӗтлеттӗм, канма ларсан хама кӑнтӑрлахи апат тума панӑ ҫӑкӑр чӗллине пӗр ҫӑвар ҫыртса илеттӗм те ыттине Прожектора параттӑм.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 108–110 с.

Вӑрнар хула тата Ярмушка, Аҫӑмҫырми, Пӑртас, Упнер ял тӑрӑхӗсенчи пултӑранлӑ вырӑнсене йӑлтах «Торнадо» хими препарачӗпе им-ҫамланӑ.

Куҫарса пулӑш

Пултӑранпа кӗрешеҫҫӗ // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10759-pu ... -k-reshecc

Авруй лесничествин лесничине Петр Николаевич Николаева, Мӑшавӑш лесничине Федор Семенович Кошмаровпа Роберт Алексеевич Ванина, Пӑртас колхоз председательне Александр Иванович Грибова, Пылина, Афанасьева ырӑ сӑмахпа кӑна асӑнатӑп.

Куҫарса пулӑш

Яланах районшӑн ӗҫленӗ // В.КОЖАНОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10812-ya ... nsh-n-clen

Пӑртас округӗпе – Николаев Виталий Васильевич (55,01%),

Куҫарса пулӑш

Халӑх шанӑҫне тӳрре кӑларса аталанушӑн тимлӗҫ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11310-kh ... h-n-timl-c

Гена машинин сасси те ҫухалчӗ, Пӑртас ҫырми патӗнчи ҫутӑсем те сӳнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Пӑртас ҫырми патӗнче машина сассисем илтӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Вӑрмантан тухсан, Пӑртас ҫырмин кӗперӗ патӗнче, машинсем кӗре-кӗре ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Пӑртас, Кивьял Хапӑс, Рункӑ, Ҫӑлкас Кӑкшӑм, Хурӑн Кӑкшӑм, Чалӑм Кӑкшӑм, Вӑрман Кипек, Ҫӑкаллӑ Явӑш, Пӑваяль, Кив Шуртан, Вӑрманкас, Утар, Енӗш, Уравӑш, Ҫарӑклӑ, Мӑн Явӑш, Кив Сӑрьел, Мӑньял Хапӑс, Ершепуҫ, Кӳстӳмӗр, Шӗнер Ишек, Сӑкӑт ялӗсенче, Вӑрнарти Центральная, Ягодная, Запрудная, Молодежная, Апнерка тата ытти хӑшпӗр урамсенче электричество линийӗсем йӗркесӗре тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр ытамӗнче // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11755-p- ... -ytam-nche

Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Тихонов юлашки ҫулсенче Пӑртас тӑрӑхӗ аталану ҫулӗпе ҫирӗппӗн утнине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗплӗ юсав - аталану палли // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11797-t- ... lanu-palli

Анчах та Пӑртас почтальонӗсене кунтан та ытларах пӑшӑрхантараканни – хӑшпӗр ҫынсем йыттисене кӑкармасӑр тытни, вӗсем тапӑнни.

Куҫарса пулӑш

Туслӑ йыш – лайӑх ӗҫӗн кӑтартӑвӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Вӗсем Пӑртас халӑхне хаҫат-журналпа туслаштараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Туслӑ йыш – лайӑх ӗҫӗн кӑтартӑвӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Паллах, Пӑртас тӑрӑхӗнче ырӑ тӗслӗх кӑтартакансем чылаййӑн.

Куҫарса пулӑш

Туслӑ йыш – лайӑх ӗҫӗн кӑтартӑвӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

«Пирӗншӗн кашни ҫын хаклӑ. Хаҫатӑн Пӑртас тӑрӑхӗнчи аудиторийӗ ҫирӗпленнӗ ӗнтӗ. «Ҫӗнтерӳ ҫулне» ҫырӑнакансем пурнӑҫран та юлмаҫҫӗ, ӑс-хакӑла та ҫивӗчлетеҫҫӗ, вӑя кӗрекен ҫӗнӗ саккунсемпе йӗркесене те вӑхӑтра пӗлеҫҫӗ», – теҫҫӗ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Туслӑ йыш – лайӑх ӗҫӗн кӑтартӑвӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

«Ҫӗнтерӳ ҫулне» халӗ Пӑртас поселенийӗпе 214 экземпляр илсе тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Туслӑ йыш – лайӑх ӗҫӗн кӑтартӑвӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Хӑйӗн шӑпине вӑл Пӑртас тӑрӑхӗнчех тупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чун хавалне ҫухатман // Елена АНИСИМОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/2821-chu ... e-ukhatman

Пӑртас тӑрӑхӗнчи Волонтер ялӗн уйӗсенче 4 ҫул трактористра тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чун хавалне ҫухатман // Елена АНИСИМОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/2821-chu ... e-ukhatman

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех