Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пуринчен (тĕпĕ: пура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Васса йӗкӗр ывӑл ҫуратнӑшӑн пуринчен ытла Мустай савӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Турачӗсем те: «Ман ҫине пӑхӑр-ха», «Ман еннелле тинкерӗр-ха», «Ман чечексем пуринчен те хитререх», тенӗ пекех ачашшӑн тӑсӑлса тӑратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑл, яштака пӳллӗскер, пуринчен те ҫӳлерех ҫӗкленсе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Сӗчӗ вара пуринчен те нумай ӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

IV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пуринчен ытла Дерна ятлӑ портлӑ хула сиенленнӗ, унта 90 000 яхӑн ҫын пурӑнать.

Больше всего разрушений наблюдалось в портовом городе Дерна, где проживает около 90 000 человек.

Ливинче ҫил-тӑвӑл 11 пин ҫын пурнӑҫне татнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/36037.html

Пирен Элекҫей хӑла лашана пуринчен малтан ҫавӑтса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Татьян аппа ватӑлмасть // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 6–7№ — 19 с.

Кун каҫиччен шкулчченхи ачасем интереслӗ япаласем ҫинчен нумай пӗлнӗ, тавракурӑмне анлӑлатнӑ, пуринчен ытла хӑйсем те хастар хутшӑннӑ, ҫӗр ҫинчи мӗнпур чӗрӗ ҫынна таса та уҫӑ сывлӑш кирлӗ пулнине ӑнланнӑ.

В течение дня дошкольники узнали много интересного, расширили кругозор, и главное, сами активно принимали участие, а главное поняли, что всему живому на Земле просто необходим чистый и свежий воздух.

Пӗтӗм тӗнчери таса сывлӑш кунне халалланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekologi/2023 ... an-3425341

Ансамбльсенчен пуҫтарӑннисем пуринчен ытларах Вӑрнарти «Салам» ушкӑна, Ванюркинсен ҫемье дуэтне, «Шемурша» дуэта алӑ ҫупса йышӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ-кӗвӗ чылайччен янӑранӑ // Марина ВОЛКОВА. http://kasalen.ru/2023/08/29/%d1%8e%d1%8 ... %bd%d3%91/

Ахальтен мар ӗнтӗ ӑна, пуринчен лайӑх экзамен тытнӑскере, чӑваш халӑхӗн аслӑ просветителӗ И. Я. Яковлев малалла вӗренме хистенӗ.

Куҫарса пулӑш

Совет шкулӗн чаплӑ деятелӗ // П. СИДОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Пуринчен лайӑх ун пирки хӑйӗн ҫырӑвӗпе Митта пӗлтерчӗ:

Куҫарса пулӑш

«Эс те аллӑ, эп те аллӑ…» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Пуринчен ытла тантӑш-тусӑма Хусанкая тунсӑхларӑм.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмӗр сакки сарлака» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Мана каҫхи ларура пуринчен малтан сӑмах пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑклӑх // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Пуринчен ытла литература пирки.

Куҫарса пулӑш

Тусан вӑрттӑнлӑхӗ // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Пуринчен ытла «Машина технологийӗ», «Информаци тытӑмӗсемпе программӑсем», «Техника эксплуатацийӗ тата электричествӑпа электромеханика оборудованийӗсене тивӗҫтересси» специальноҫсене заявленисем панӑ.

Больше всего заявлений подано на такие специальности, как «Технология машиностроения», «Информационные системы и программирование», и «Техническая эксплуатация и обслуживание электрического и электромеханического оборудования».

Пушкӑртра "Профессионалитет" проект шайӗнче йышӑну кампанийӗ вӗҫленнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... nn-3401704

Пуринчен те ытларах пӗрремӗш класс ачин пуххин хакӗ ӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗлӳ кунӗ тӑкаксемсӗр пулмасть // Ирида НОВИКОВА. https://ursassi.ru/news/v-ren/2023-08-22 ... st-3398040

Пуринчен ытла вӗсен патне ҫитмелли ҫулӗсем хӑрушсӑртарах пулччӑр, - тенӗ регион ертӳҫи.

А главное, чтобы дорога к ним была безопасной, - подчеркнул руководитель региона.

Радий Хабиров: "Эпир туристсен паллӑ вырӑнӗсене илсе каякан ҫулсене тӗплӗ юсама тытӑнтӑмӑр" // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... -r-3399622

Ҫакӑн валли нумай кӑткӑс тӗрӗслевсем ирттермелле, пурне те, пуринчен ытла хамӑра «вожатӑй» ятне тивӗҫлине кӑтартса памалла.

Для этого им предстояло пройти ряд сложных испытаний и доказать всем, а главное себе, что именно они достойны высокого звания «вожатый».

Вожатӑя халаллани // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... ni-3392190

Кӗҫӗн мӑнуксем вара пуринчен те «тутлӑрах».

Куҫарса пулӑш

Бриллиант евӗр ҫирӗп мӑшӑр // Ирида НОВИКОВА. https://ursassi.ru/articles/professi-ynn ... -n-3389069

Ҫӳлерех асӑннӑ текстсенче пуринчен ытла умнерех асӑннӑ экзогами йӗрӗсене тупма пулать.

В данных текстах больше, чем в других, отражается явление экзогамии.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Чӑваш паттӑр юмахӗсенчи ҫапӑҫу сцени пуринчен те ытла чӑваш саламаликӗсенчи ҫапӑҫу самантне ҫывӑхрах.

Хочется отметить, что сценой поединка чувашские богатырские сказки напоминают чувашский саламалик.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех