Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Петрошӑн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сана этем йӗркеллӗ калатӑп, кинемей: Петрошӑн ан тарӑхса пурӑн мана.

А говорю тебе, тетка, толком: за Петра не держи на меня сердце.

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Укҫине сана камшӑн, Петрошӑн панӑ-и?

Деньги-то за Петра тебе выдали?

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

«Ку вӗсене Петрошӑн пуҫласа тавӑрнӑ парӑм», — шухӑшларӗ вӑл, утне юртӑпа ярса; унтан лашана ним сӑлтавсӑрах чӑпӑрккипе купарчинчен туртса касрӗ те, чӑпӑркка вӗҫӗ пырса тивнӗ тӗлте шурӑрах йӗр хӑмпӑланса тухрӗ.

«Это им за Петра первый платеж», — подумал он, трогая рысью, и без видимой причины плетью выбил на крупе коня белесый вспухший рубец.

XXXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Христоньӑсен пӳртӗнче вӑл тул ҫутӑличченех кӑмака сакки ҫинче ларчӗ, чикаркка хыҫҫӑн чикаркка выҫлӑхланса туртрӗ; чуна кишӗклекен шухӑшсенчен, Петрошӑн хуйхӑрса ӑш хыпса ҫуннинчен мӗнле те пулин хӑпас тесе, унтан каллех, хыпкаланса ӳксе, кӗсйинчен табак енчӗкӗ туртса кӑларчӗ, — йӳҫек тӗтӗме кӑкӑр туллин ҫӑтса, тӗлӗрсе выртакан Христоньӑпа кирлӗ-кирлӗ мар япаласем пирки сӑмах пуҫларӗ.

До рассвета просидел он в Христониной хате около пригрубка; жадно выкуривал папироску и, словно боясь остаться с глазу на глаз со своими мыслями, с тоской по Петру, снова, торопясь, хватался за кисет, до отказа вдыхая терпкий дым, заводил с дремавшим Христоней посторонние разговоры.

XXXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Килтен хӗрарӑмсем вилнӗ Петрошӑн хӳхле-хӳхле ӳленине, Дарья ухмаха ернӗ пек ытла та хыттӑн ҫухӑрса макӑрнине тӳсеймесӗр тухса шӑвӑнчӗ.

Выгнали его из дому бабьи причитания по мертвому Петру, дурной плач в голос Дарьи.

XXXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Петрошӑн уйрӑмах оратора ҫине-ҫинех кӑшкӑрса пӳлни асра юлчӗ:

Петру особенно запомнилось оратора все время перебивали криками:

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Салтак служби Петрошӑн та тутлах мар иккен…

Не сладко, видно, и Петру вливалась служба.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех