Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Петрович сăмах пирĕн базăра пур.
Петрович (тĕпĕ: Петрович) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Чун-чӗререн хӑйӗн ӗҫне парӑннӑ, ачасене чӗререн юратса вӗрентекен», – тесе хак пачӗ ӑна гимнази директорӗ Анатолий Петрович.

"Душой преданный своему делу, педагог, любящий детей всем сердцем", - так охарактеризовал её директор гимназии Анатолий Петрович.

Чунпа илемлӗ педагог // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Гимназие аталантарассишӗн пирӗн директор Анатолий Петрович нумай вӑй хурать.

Много сил вкладывает для развития гимназии наш директор Анатолий Петрович.

Чунпа илемлӗ педагог // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Федор Петрович Хусанти ял хуҫалӑх институтне пӗтернӗ хыҫҫӑн «Новый Путь» колхозра бухгалтер, 23 ҫул аслӑ экономист пулса ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Ветерансем парӑнмаҫҫӗ // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

«Тӑван яла 1946 ҫулта Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнчен, Маньчжуринчен таврӑнсан ҫак хӗре тӗл пултӑм», – куҫ хӗссе йӑл кулать Федор Петрович Агафья Дмитриевна енне пӑхса.

Куҫарса пулӑш

Ветерансем парӑнмаҫҫӗ // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Михаил Петрович 1927 ҫулта июнӗн 22-мӗшӗнче ҫуралнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн ентеш // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Ҫакӑн пек ҫынсенчен пӗри Алексеевски районӗнчи Чӑваш Майни ялӗнче ҫуралса ӳснӗ вӑрҫӑ ветеранӗ Михаил Петрович Константинов.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн ентеш // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Владимир Петрович хуҫалӑхри хуралтӑсем пирки те тӗрӗссине пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ялти йӗркелӗх - ҫӗршыври тӑнӑҫлӑх // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

…Владимир Петрович /саккунпа килӗшӳллӗн ҫырав хутӗнчи ыйтусене хуравлаканӑн ячӗ-шывне, вӑл пурӑнакан ял ятне кӑтартма юраманнине тӗпе хурса кил хуҫине ҫапла палӑртнипе ҫырлахма тивӗ — авт./ шухӑшӗпе — ял ҫыннин пӗтӗм пурнӑҫӗ халӑх умӗнче иртет.

Куҫарса пулӑш

Ялти йӗркелӗх - ҫӗршыври тӑнӑҫлӑх // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Ҫапах та Нягинсен династине пуҫаракан Константин Петрович Крдыков-Петров пирки паха ӗҫсем пухнӑ.

Все же удалось собрать хороший материал по зачинателю династии Нягиных - Константину Петровичу Крдыкову-Петрову.

Тӗпчевӗпе музей хӑнисем паллашаҫҫӗ // Василий ЦЫФАРКИН. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

– Петр Петрович сӑвӑсемпе чапа тухрӗ, Ефрем Васильевич – калавсемпе.

- Петр Петрович прославился стихами, Ефим Васильевич - рассказами.

Сӑмахӗсем паян та чӗрӗ // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Тинех Евгений Петрович та ҫемьере пӗртен-пӗр арҫын мар ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пире хулара кичем» // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

«Пирӗн репертуар «шумел камыш»,– шӳтлет Евгений Петрович.

Куҫарса пулӑш

«Пире хулара кичем» // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Евгений Петрович инструментпа калама хӑй тӗллӗн вӗреннӗ пулин те купӑсне тӑсса ярсан ял-йыш лӑпкӑн лараймасть, тӳрех ташша ярать е пӗр ҫаврӑм юрӑ пуҫлать.

Куҫарса пулӑш

«Пире хулара кичем» // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Татьяна Владимировна та, Евгений Петрович та хуҫалӑхӑн тӑрӑшуллӑ ӗҫченӗсем.

И Татьяна Владимировна, и Евгений Петрович в хозяйстве усердные работники.

«Пире хулара кичем» // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Виталий Петрович ачасемпе пӗрле хӑй те тӗрлӗ ӑмӑртусене яланах хастар хутшӑнать, хӑйӗн ачисене те спортпа туслӑ пулма вӗрентнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ кӑмӑллӑ, тӗслӗхлӗ юлташ // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Ҫакӑн пек ҫитӗнӳсем тунӑшӑн, вӑй-халне, чун-хӑватне, укҫи-тенкине шеллемесӗр ӗҫленӗшӗн Регионсен хушшинчи чӑваш наци кӗрешӗвӗн федерацийӗн президенчӗ, ӑна пуҫарса яраканӗ те вӑлах, Николай Игнатьевич Петров историк-спортсмен Виталий Петрович Мердеева «Чӑваш кӗрешӗвӗн хисеплӗ ӑсти» ята парса чысларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ кӑмӑллӑ, тӗслӗхлӗ юлташ // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

«Тӑхӑрьял тӑхӑмӗ» кружока ҫӳрекен ачасем хӑйсенчен аслӑраххисенчен вӗренсе пыни, ырӑ ӗҫсем тума васкани, вӗсен Михаил Петрович пек ертӳҫӗ пулни те питӗ савӑнтарать.

Куҫарса пулӑш

Несӗлсен шӑнӑрӗ татӑлмӗ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

«Паян музейсемпе палӑксене ҫеҫ мар, халӑхӑмӑрӑн авалхи йӑли-йӗркисене упракансен кунӗ те. Ҫакӑ паян пирӗншӗн тӗп тӗллев, ҫавӑн чух тин пирӗн несӗлсен шӑнӑрӗ татӑлмӗ», – терӗ Михаил Петрович.

Куҫарса пулӑш

Несӗлсен шӑнӑрӗ татӑлмӗ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

Михаил Петрович ачасене уяв ячӗпе саламларӗ, кружок членӗсен удостоверенийӗсемпе значокӗсене илекенсем А.Чашкин, О.Маськина, А.Спиридонова, О.Проворова пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Несӗлсен шӑнӑрӗ татӑлмӗ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

Александр Петрович ывӑлӗпе Михаилпа Кулибин ҫулӗ ҫине тӑнӑ — виҫӗ уйӑхра хӑйсемех лайӑх ӗҫлекен трактор пуҫтарнӑ.

Александр Петрович с сыном Михаилом стали на путь Кулибина - за три месяца сами собрали хорошо работающий трактор.

«Хресчен пулма чунпа пиҫсе ҫитмелле» // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех