Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Паянтан (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Илӗрех, эп паянтан туртма пӑрахатӑп!

Куҫарса пулӑш

Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.

Паянтан юлас марччӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӗмпӗре тухса кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫӗрле вӗсем, паянтан ӗнтӗ арӑмӗпе упӑшки, ялтан тухса кайрӗҫ.

Ночью они покинули деревню как муж и жена.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Паянтан унӑн пурнӑҫӗнче ҫӗнӗ ӗҫ, ҫӗнӗ тапхӑр пуҫланать.

С этого дня в его жизни начинается новая пора.

Татӑклӑ сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Астӑвӑр, бригадир хут ҫырса памасӑр паянтан пӗр лашана та кӳлме юрамасть…

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Паянтан вара ӗҫлемест, кӑларнӑ, — ҫирӗплетрӗ Левентей.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Паянтан фермӑра ӗҫлеме пӑрахатӑн.

Куҫарса пулӑш

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ҫапах та эс мана, Левентей, паянтан пуҫласа йывӑртарах ӗҫ хушсах тӑр-ха.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хусан патшалӑхӗ вӑл — ман юрт, Сафа-Гирей — манӑн тӑванӑм, шӑллӑм; паянтан пуҫласа эс Хусан патне вӑрҫӑпа ан ҫӳренӗ пул, ӑна хирӗҫ вӑрҫӑпа каяс пулсан мана Мускав ҫывӑхӗнче кӗт».

Куҫарса пулӑш

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ятламас ӑна: «Арӑм. Паянтан эпир санпа мӑшӑрлӑ», — тесе ҫеҫ тавӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Паянтан эпир санпа пиччӗшӗпе шӑллӗ пулатпӑр.

Куҫарса пулӑш

1. Таркӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хан панӑ аслӑ ирӗкпеле паянтан эп сана, ислам тӗнӗн шанчӑклӑ ҫынни Уразмат, юзбаши туса хуратӑп.

Куҫарса пулӑш

11. Ҫуната вӗҫме сараҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Паянтан пуҫласа сарӑлса выртакан пуян Пӑлхар ҫӗрӗн шӑпи ун аллинче.

Куҫарса пулӑш

1236 ҫ. Пӑлхар шӑпи камра? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

— Парӑр ӑна пӑхӑр пайҫа, паянтан пуҫласа никам та ан тивтӗр ку этеме, паянтан пуҫласа вӑл пирӗн хӳтлӗхре тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Пӑлхар ҫар ҫынни пӗтни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Паянтан пуҫласа вӗсем юнпа тӑванланнӑ ҫынсем…

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Паянтан, — терӗ вӑл, — эпир пурте хисеплекен Карамыш мӑрса Хусан крепоҫӗн коменданчӗ пулать, пирӗн хисеплӗ те паттӑр Тукай мӑрса Чалӑм крепоҫӗн коменданчӗ пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Акӑ сана виҫӗ лаша, — терӗ вӑл, — паянтан ухӑ таврашӗсемпе аппаланма пӑрахатӑн, ҫак утсене ака туйне хатӗрлеме тытӑнатӑн.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Паянтан «Хыпар» вырӑнне ҫӗне хаҫат тухма пуҫлать.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Паянтан чӑваш театрӗ ҫуралать!

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Паянтан эпӗ те сана хам арӑм вырӑнне шутлама пултараймастӑп.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех