Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пахчари (тĕпĕ: пахча) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пахчари улмуҫҫисем, кӗр пӑтӑрмахне парӑнмасӑр, чылайччен симӗс тӗслӗн саркаланса ларчӗҫ, панулмисене татса пуҫтарнӑ пулин те чун-чӗрене куҫ тулли хӑтлӑхӗпе ҫӗклентерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Пахчари хӗрпе каччӑ хӗвеле хирӗҫ, юрӑ юрлакансем еннелле, темиҫе утӑм ярса пусрӗҫ те чарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Вӗсем пахчари пӳртре пурӑнаҫҫӗ, — терӗ карчӑк.

Куҫарса пулӑш

Туння аппа // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пахчари ҫӗмӗрт айӗнче Ленӑн юратнӑ вырӑнӗ пур, экзаменсем вӑхӑтӗнче те йывӑр темӑсемпе ҫакӑнта хатӗрленчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ирхи сывлӑм типиччен, колхоз уйне е вӑрман ӗҫне кайиччен, ял ҫыннисем пахчари уттине ҫулса хӑваратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Ун чухне ир пуҫласа каҫчен пахчари утӑ капанӗ патне, унтан кордон хыҫӗнчи пусӑ умне вуншар хут утса кун иртет.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Хӑш ҫулсенче, ытлашши ӗрчесе кайсан, вӑрманти йывӑҫсене ҫеҫ мар, улмуҫҫи сачӗсене, пахчари кавӑнсене тата уй-хире те тапӑнать.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӑл та пахчари йӑмрасем айне тухатчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Пахчари уҫӑ сывлӑш ӑна чиркӳ хыҫҫӑн ҫӑтса тӑранмалла мар пылаккӑн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унтан вӑл ҫумӑр тивесрен аслӑк ҫумне икӗ вӑрӑм пӑта ҫине ҫакнӑ чикмеке антарчӗ, ҫурӑмӗ ҫине хурса, пахчари ватӑ хурама еннелле сӗнкӗлтетрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар йӗри-тавра пӑхса илчӗ те пахчари ватӑ хурама патнелле утса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пахчари хурама айӗнче — пӗр пысӑк шетникпе тӑвар, икӗ ещӗк супӑнь, икӗ пичке пыл.

Куҫарса пулӑш

Сергей ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Хамӑр пахчари йӗтем юпине.

Куҫарса пулӑш

8. Иливанпа Сарье // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсем картишӗнче пурӑнатчӗҫ, эпир, карчӑксем, — пахчари ҫӗр пӳртре…

Куҫарса пулӑш

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫав хушӑра вӑл хӑйӗн ҫине пахчари йывӑҫсен хыҫӗнчен такам шӑтарасла пӑхнине туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӳрт умӗнчи пахчари чиесем хӗп-хӗрлӗ вӗҫсе ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Пӗр-икӗ кунтан эпир аннепе пахчари утта пуҫтарма тытӑнтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Наҫтиҫ каласа пани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пахчари сухана, хӑяматсем, ҫур йӑран тӑпӑлтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пахчари ҫӗре пусса йӑрансем тунӑ, темӗн лартасшӑн ӗнтӗ.

Зато огород ухожен, с приготовленными грядками: видимо, Фекла собирается здесь что-то посеять.

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗр саппун мӑйӑр пуҫтарчӗ те хӗрача пахчари мунча ҫенӗкне кайса пытарчӗ.

Ну да ладно, хватит и этого, Ульди и так набрала целый подол. Спрятав орехи в предбаннике

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех