Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Патши (тĕпĕ: патша) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
16. Иорам — Ахав ывӑлӗ, Израиль патши — пиллӗкӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Иудея патши Иосафат хыҫҫӑн Иудея патшине Иорам, Иосафат ывӑлӗ, ларнӑ.

16. В пятый год Иорама, сына Ахавова, царя Израильского, за Иосафатом, царем Иудейским, воцарился Иорам, сын Иосафатов, царь Иудейский.

4 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Азаил вара Елисей патӗнчен кайнӑ та хӑй патши патне ҫитнӗ.

14. И пошел он от Елисея, и пришел к государю своему.

4 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Елисей каланӑ: Ҫӳлхуҫа эсӗ Сири патши пулассине уҫса пачӗ мана, тенӗ.

И сказал Елисей: указал мне Господь в тебе царя Сирии.

4 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Азаил хӑйпе пӗрле парне илнӗ, Дамаскра мӗн лайӑххи пур ҫавна — хӗрӗх тӗве ҫӗклеме пултарнӑ таран — илнӗ, вара Турӑ ҫыннине хирӗҫ кайнӑ, каланӑ ӑна: Венадад ывӑлу, Сири патши, санран ыйтма ячӗ: «ку чиртен сывалайӑп-ши эпӗ?» тет, тенӗ.

9. И пошел Азаил навстречу ему, и взял дар в руку свою и всего лучшего в Дамаске, сколько могут нести сорок верблюдов, и пришел и стал пред лице его, и сказал: сын твой Венадад, царь Сирийский, послал меня к тебе спросить: «выздоровею ли я от сей болезни?»

4 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ун чухне Венадад, Сири патши, чирлӗ пулнӑ.

когда Венадад, царь Сирийский, был болен.

4 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Сири ҫыннисем пӗр-пӗрне каланӑ: Израиль патши пире хирӗҫ тӑма, пирӗнпе ҫапӑҫма хетсен патшине тата Египет патшине тара тытнӑ пулас, тенӗ.

И сказали они друг другу: верно нанял против нас царь Израильский царей Хеттейских и Египетских, чтобы пойти на нас.

4 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Израиль патши пӗррехинче хула хӳми ҫинче утса пынӑ пулнӑ.

26. Однажды царь Израильский проходил по стене,

4 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

24. Ҫакӑн хыҫҫӑн Венадад, Сири патши, хӑйӗн пӗтӗм ҫарне пуҫтарса, каллех вӑрҫӑпа тухнӑ, Самарие ҫавӑрса илнӗ.

24. После того собрал Венадад, царь Сирийский, все войско свое и выступил, и осадил Самарию.

4 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вара вӗсене кайма ирӗк панӑ, вӗсем хӑйсенӗн патши патне таврӑннӑ.

И отпустил их, и пошли к государю своему.

4 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Израиль патши вӗсене тулӑх апат хатӗрлесе панӑ, вӗсем ҫинӗ те, ӗҫнӗ те.

23. И приготовил им большой обед, и они ели и пили.

4 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Эсӗ вӗсене ҫӑкӑрпа шыв пар; ҫиччӗр, ӗҫчӗр, кайран хӑйсен патши патне кайччӑр, тенӗ.

Предложи им хлеба и воды; пусть едят и пьют, и пойдут к государю своему.

4 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Вӗсене курсассӑн, Израиль патши Елисее каланӑ: аттеҫӗм, ҫапса пӑрахмалла мар-ши вӗсене? тенӗ.

21. И сказал царь Израильский Елисею, увидев их: не избить ли их, отец мой?

4 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Сири патши унта лашасемпе вӑрҫӑ ураписем тата темӗн чухлӗ ҫар янӑ.

14. И послал туда коней и колесницы и много войска.

4 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Ӗнтӗ Сири патши каланӑ: кайӑр та вӑл ӑҫтине пӗлӗр; эпӗ вара ӑна ҫын ярса тыттаратӑп, тенӗ.

13. И сказал он: пойдите, узнайте, где он; я пошлю и возьму его.

4 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Ҫакӑн хыҫҫӑн Сири патши хыпӑнса ӳкнӗ, вӑл чурисене пухнӑ та каланӑ: калӑр-ха, пирӗннисенчен кам Израиль патшипе ҫыхӑну тытать? тенӗ.

11. И встревожилось сердце царя Сирийского по сему случаю, и призвал он рабов своих и сказал им: скажите мне, кто из наших в сношении с царем Израильским?

4 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Израиль патши Турӑ ҫынни асӑрхаттарнӑ вырӑн ҫинчен хӑй ҫыннисене те пӗлтернӗ; ҫапла майпа вӑл хӑйне пӗр-икӗ хут кӑна мар ҫӑлса хӑварнӑ.

10. И посылал царь Израильский на то место, о котором говорил ему человек Божий и предостерегал его; и сберег себя там не раз и не два.

4 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Сири патши израильсене хирӗҫ вӑрҫӑ пуҫланӑ, хӑйӗн тарҫисемпе канашласа, вӑл ҫапла каланӑ: эпӗ хамӑн тапӑра ҫав-ҫав вырӑна вырӑнаҫтарса тухатӑп, тенӗ.

8. Царь Сирийский пошел войною на Израильтян, и советовался со слугами своими, говоря: в таком-то и в таком-то месте я расположу свой стан.

4 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Израиль патши хӑй тумтирне туртса ҫурнине илтсессӗн, Турӑ ҫынни Елисей ун патне ҫын янӑ, ӑна ҫапла калама хушнӑ: эсӗ тумтирне мӗн тума туртса ҫуртӑн? вӑл ман патӑма килтӗр, вара Израильре пророк пуррине пӗлӗ, тенӗ.

8. Когда услышал Елисей, человек Божий, что царь Израильский разодрал одежды свои, то послал сказать царю: для чего ты разодрал одежды свои? пусть он придет ко мне, и узнает, что есть пророк в Израиле.

4 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Ҫырӑва вуласа тухнӑ хыҫҫӑнах Израиль патши хӑй тумтирне туртса ҫурнӑ та ҫапла каланӑ: ҫынна вӗлерме е сыватма эпӗ Турӑ-им? мӗн-ма ман патӑма тилҫеллӗ ҫынна сиплеме ярать вӑл? халь акӑ пӗлсе-курса тӑрӑр: вӑл манпа хирӗҫме сӑлтав шырать, тенӗ.

7. Царь Израильский, прочитав письмо, разодрал одежды свои и сказал: разве я Бог, чтобы умерщвлять и оживлять, что он посылает ко мне, чтобы я снял с человека проказу его? вот, теперь знайте и смотрите, что он ищет предлога враждовать против меня.

4 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Лешӗ кайнӑ, хӑйпе пӗрле вунӑ талант кӗмӗл, ултӑ пин сикль ылтӑн тата улӑштарса тӑхӑнмалӑх вунӑ тумтир илнӗ; 6. Израиль патши патне ҫыру илсе ҫитернӗ, унта ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: «ҫакӑ ҫырупа пӗрле эпӗ акӑ хамӑн Нееман тарҫӑма яратӑп, эсӗ ӑна тилҫерен сыватсам» тенӗ.

Он пошел и взял с собою десять талантов серебра и шесть тысяч сиклей золота, и десять перемен одежд; 6. и принес письмо царю Израильскому, в котором было сказано: вместе с письмом сим, вот, я посылаю к тебе Неемана, слугу моего, чтобы ты снял с него проказу его.

4 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех