Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пасар сăмах пирĕн базăра пур.
Пасар (тĕпĕ: пасар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пасар самани хӑйӗнпе пӗрле индивидуализма сӗтӗрсе килнине те манмалла мар пуль.

Куҫарса пулӑш

Ниме. Ӑҫта вӑл ҫухалнӑ? Ӑҫта ӑна шырамалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6256.html

Акӑ, Кӗтне Пасар, Хурнай, Хырхӗрри, Эткер ялӗсенче иртнӗ ҫул кӳлӗсене тасатнӑ, анчах вӗсен таврашӗнчи ӗҫсене вӗҫне ҫитерменни халӑха пӑшӑрхантарать.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫыннин ыйту нумай // Л.ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%8f%d0%b ... 0%d0%b9-2/

Пырать ҫав ярӑнса утса пасар тӑрӑх — чӑнах, пӗтӗм хӗр ун ҫине пӑхать…

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Лавр Кузьмич тулли ещӗке ҫунашка ҫине лартрӗ те пасар еннелле туртса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Шӑпах пасар алӑкӗ умӗнче Лавр хӑйне хирӗҫ килекен Нинӑна асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Атӑл хӗрринче пасар пек халӑх: салтаксем, ӑсатакансем…

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Халь ҫав вӑхӑтсем куҫ умне тухсанах, шавлӑ пасар, мӗн те пулин илме тухнӑ тӑлӑх арӑмсем аса килеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

Пасар кунӗ вара, ирхине ирех икӗ михӗ хунӑ крислаллӑ ҫунашкана туртса утатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

Вӗсем кама та пулин хӗнемен пасар иртменни, эрех ӗҫме ирӗксӗрлесе укҫа илмен пӗр сутуҫӑ та юлманни ҫинчен Ҫтаппан та илтнӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Кайран, ӗнелсене утравран хӑваласа кӑларсан, ӗҫӗпӗр! — утнӑ ҫӗртех сӑмахне ыткӑнтарса хӑварчӗ те Вахлай пасар урамнелле кӗрсе ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах, пасар урамӗнчен икӗ арҫын тухса хупах еннелле ҫул тытнине курсан, чарӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ахальтен-и Ҫтаппан уяв чухнехи пек тумланнӑ: ҫӗнӗ сарӑ кӗрӗк, ҫитсӑ кӗпе, пасар пуставӗнчен ҫӗленӗ шӑлавар, уринче — ҫӑматӑ.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ялӑн анат вӗҫӗнче — эрнере пӗрре пухӑнакан пасар вырӑнӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫак сӑмах хыҫҫӑн унӑн куҫӗ умне Энӗшкасси, Атӑлкасси, таврари ытти ялсем тата пасар тухса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Паян пасар кунӗ, такам та иртсе ҫӳренӗ кунтан.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Трактир пасар урамӗн тепӗр енче ларать.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан пасар шавланине илтмест.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Урамра Ҫтаппан уретнике ӑҫта шыраса тупма пуласси ҫинчен пӗр самант шухӑшласа тӑчӗ те, тӗллипе ниҫта кайма та аптраса, пасар еннелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Уретник пурӑнакан ҫурт пасар урамне пуҫелӗклӗ урамӑн кӗтессинче ларать.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Урӑх вӗҫертмӗттӗм, — Ҫтаппан Макҫӑма васкатса ячӗ те хӑй пасар урамнелле таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех