Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пасар сăмах пирĕн базăра пур.
Пасар (тĕпĕ: пасар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пасар саланса пӗтсен, каҫ пуличчен пӗр сехет ҫурӑ е икӗ сехет хушши, трактирсемпе хупахсенче те ҫын сахалланать.

Базар уже обезлюдел; пустынно было и в трактире.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Шахрунпа лашисене Ивук ашшӗ кӗрекен хваттере, пасар ҫывӑхӗнчи пӗр ҫурта, хӑварчӗ те хӑйпе пӗрле вӗреннӗ юлташне шырама тухса чупрӗ.

Оставив Шахруна и лошадей на квартире, где обычно останавливался отец, Ивук бросился разыскивать товарища с которым они вместе учились.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пасар тумтиррине тӑхӑнма пуҫлани те ик-виҫӗ ҫул ҫех те, лайӑххине ҫын час хӑнӑхать-ҫке.

хотя и носил городской наряд не более двух-трех лет. Но ведь к хорошему человек привыкает быстро.

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ивук Ухтивана пасар хӗрринче хӑваласа ҫитрӗ.

Ивук догнал Ухтивана в самом конце базара.

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пасар леш хӗррине ларнӑ та сӗрме купӑсне най-нӑй-нӑй тутарса ларать».

Сидит на земле и жалобно так на скрипке пилит.

Шупашкар пасарӗнче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пасар хӗрри.

Край базарной площади.

Шупашкар пасарӗнче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пасар хулан анат урамӗнче, лавккасемпе ҫырма ху шинчи анлӑ лаптӑкра, йӑшӑлтатать-ҫӑрӑлать, кӑшкӑрать, юрлать, кӗҫенет, макӑрать, ӗнӗрлет, вӑрҫать, чӗнет, хӑвалать, кулать, кӑтиклет, какалать…

Базар раскинулся на широкой площади в конце нижней улицы города, между речкой и длинным рядом лавок, и гогочет, и шумит, кричит и поет, смеется и плачет, гонит и зовет…

Шупашкар пасарӗнче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хай мӗн сӑлтавпа пасар тӑрӑх вӗткеленсе ҫӳренине пӗлтерсен лешӗ: «Кавӑн тетӗн?

Куҫарса пулӑш

Кавӑн // Григорий Луч. «Капкӑн», 2012. — 12№ — 8–9 с.

Пасар мар ку, чӑн-чӑн ярмӑркка: сӑрнай калаҫҫӗ, шӑхлич шӑхӑртаҫҫӗ, темиҫе ҫӗрте карусель ҫаврӑнать, пур ҫӗрте те мӑйӑр е ҫырла сутаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Сӗве тӑрӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Аякка ниҫта кайма пӗлменнипе ялан пасар курса ҫӳрекен тӗкӗрҫӗсене кӗсьере пӗр сум укҫа ҫукки йӑлтах тарӑхтарса ҫитерчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӗн, пасар уҫасшӑн-им усламҫӑсем кунта?

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ятне улӑштарнӑ пулин те, кунта ӗлӗкхи пекех пасар халӑхӗ хӗвӗшет.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Спас кунӗнче Шупашкарта вӑйлӑ пасар пулать.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ресторан сасси урамра илтӗнтӗр тесе, Ястребов граммофонпа «На сопках Маньчжурии» калаттарма тытӑнчӗ, пасар еннелле тухакан пысӑк кантӑкне уҫса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пурӑнасса та пӗр-пӗринчен инҫетре пурӑнаҫҫӗ: Эльгеев — ту енче, Красноармейски урамӗнче, Данилов — лапӑра, пасар площачӗ хыҫӗнче.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пасар кунӗнче Хӗрлӗ площаде анать, лавсем хушшинче утӑ-улӑм тупса ҫиет.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ульянин хӑйӗн Гварнерипе чӑннипех уйрӑласшӑн мар пулсан, компенсаци тӳлетӗр пасар хакӗпе!

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Петропавловски чиркӳ хыҫӗнчи пасар.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ун вырӑнӗнче малтан кивӗ пасар пулнӑ.

На его месте ранее находился старый рынок.

Шупашкарта ҫӗнӗ пасар ӗҫлеме пуҫланӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32294.html

Кӗлешсе тӑма кунта пасар мар.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех