Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Павловнӑна (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ часах таврӑнатӑп, Елена Павловнӑна калӑр!

Я быстро обернусь, Елене Павловне скажите!

Чир // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Елена Павловнӑна тем те кирлӗ пулма пултарать!

Мали ли что может понадобиться Елене Павловне!

Чир // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Елена Павловнӑна ыйтусем пара пуҫларӗҫ.

Елену Павловну засыпали вопросами.

Вӑйӑран ӗҫ пуҫланчӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Лена Павловнӑна ан хӑрат, — вӑл та сывалать.

Лену Павловну не пугай, он тоже на поправку идет.

Хаклӑ хӑнасем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

— Колхоз ҫакӑншӑн Лена Павловнӑна сысна ҫури парса парнелет!

— И за это правление колхоза постановило премировать Лену Павловну поросеночком.

Ноябрӗн улттӑмӗшӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Куншӑн Лена Павловнӑна тав тӑвас пулать!

За это спасибо сказать надо Лене Павловне!

Ноябрӗн улттӑмӗшӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

— Лена Павловнӑна чӗнер-ха.

— А вот Лену Павловну позовите.

Кухньӑри калаҫу // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Чижик кӑранташне хурса: — Тархасшӑн, анчах эпӗ Елена Павловнӑна кайса калатӑп, — тет.

Чижик с достоинством кладет карандаш и говорит: — Пожалуйста, только я пойду скажу об этом Елене Павловне.

Мишӑн ӗҫӗсем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

— Тен, вӑл килте ҫук пулӗ, — терӗ Меша, — эпир Елена Павловнӑна та ҫапла калӑпӑр: пытӑмӑр, вӑл килте пулмарӗ, тейӗпӗр.

— Может, его вовсе и дома нет, — сказал Алеша, — мы так и Елене Павловне скажем: приходили, а его нет.

Ҫаран ҫинчи парӑс // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Елена Павловнӑна нихҫан та паянхи пек нумай асӑрхаттарма тивменччӗ, нихҫан та задачӑсем ҫакнашкал йывӑр, грамматика правилисем кичем пек туйӑнманччӗ.

И никогда Елене Павловне не приходилось делать так много замечаний, никогда не казались труднее задачи, скучнее грамматические правила.

Мӗншӗн Чижик авӑн ҫапнӑ ҫӗре лекмерӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Эпир Лена Павловнӑна тарӑхтарма ирӗк памастпӑр!

И мы Лену Павловну задирать не позволим!

Магеллан карапӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Халӗ вӑл та, парта ҫине выртса, Елена Павловнӑна тинкерсе итлет.

Теперь и он вытянулся на парте, следил за Еленой Павловной, и глаза у него горели, и уши пылали.

Миша килчӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

— Ҫавӑ-ҫав, — терӗ Нюра, — Елена Павловнӑна тухма юрамасть пулӗ…

— Да-а, — протянула Нюра, — верно, Елена Павловне уйти никак…

Нумайччен кӗтнӗ хыпарсем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Татьяна Наталья Павловнӑна ларма сӗнчӗ, хӑй сӗтел хушшине мар, унпа юнашар ларчӗ.

Татьяна предложила Наталье Павловне сесть, сама же не села за стол, а рядом с ней.

XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Татьяна чӳрече еннелле пӑхса тӑрать, кантӑк ҫинчи шурӑ сивӗ юра пӳрнипе сӑтӑрса, вӑл тем ҫинчен шухӑшлать: Наталья Павловнӑна курсан, шухӑшӗсене сирсе, ирӗксӗррӗн кулса илчӗ, анчах куҫӗсенче хуйхӑ пулни курӑнать.

Татьяна стояла лицом к окну, растирала пальцем белый и холодный пушок на стекле и о чем-то думала: увидев Наталью Павловну, разогнала мысли и невольно засмеялась, но в глазах видна была грусть.

XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Вӑл Наталья Павловнӑна хулпуҫҫирен ыталаса илчӗ, хӑйӗн кӑкӑрӗ ҫумне ачашлӑн хӗстерчӗ, питҫӑмартинчен чуптурӗ.

Он обнял Наталью Павловну за плечи, ласково придавил к своей груди, поцеловал в щеку.

VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Ой, вӑрҫрӗ те Сергее ашшӗ, — хӑлхаран пӑшӑлтатса каларӗ Наталья Павловнӑна Ирина.

— Ой, и ругал же батя Сережку! — шепнула Ирина на ухо Наталье Павловне.

XXIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Наталья Павловнӑна кивелсе кайнӑ, лӳчӗркенсе пӗтнӗ конверт тыттарчӗ.

— Протянула Наталье Павловне потертый конверт.

XXII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Вулакансем, малта пыракан ҫамрӑксем Вера Павловнӑна та паха ӗҫӗсемпе ырӑ шухӑшӗсемшӗн, ӗмӗчӗсемшӗн кӑмӑлланӑ.

Куҫарса пулӑш

«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.

Кирсанов Вера Павловнӑна ыталаса илет; Бьюмонт Катерина Васильевна аллине тытать.

Кирсанов обнял Веру Павловну; Бьюмонт взял руку Катерины Васильевны.

XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех