Шырав
Шырав ĕçĕ:
23. Озия ӗнтӗ канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ӑна ашшӗсемпе пӗрле, анчах та, вӑл тилҫеллӗ тесе, патша тупӑклӑхӗн уйӗнче пытарнӑ.
2 Ҫулс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Озия патша мӗн виличченех тилҫе чирӗпе асапланнӑ, пурӑнма та уйрӑм ҫуртра пурӑннӑ; ӑна ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчен уйӑрнӑ.
2 Ҫулс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Озия тарӑхса кайнӑ, аллинче ӗнтӗ — ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмелли тӗтӗркӗч; вӑл священниксене тарӑхса кайсассӑн унӑн ҫамки ҫине тилҫе тапса тухнӑ — священниксем умӗнче, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче, тӗтӗрмелли парне вырӑнӗ патӗнче пулса иртнӗ ҫакӑ.
2 Ҫулс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Азария священник тата Ҫӳлхуҫана ӗҫлесе тӑракан сакӑрвунӑ священник, хӑюллӑ ҫынсем, ун хыҫҫӑн кайнӑ та 18. Озия патшана сивлесе каланӑ: Озия, Ҫӳлхуҫа умӗнче тӗтӗресси санӑн ӗҫ мар; ку вӑл — священниксен, Аарон ывӑлӗсен, ӗҫӗ, вӗсене ҫавна тума халалланӑ; сӑваплӑ вырӑнтан тух — эсӗ саккуна пӑсрӑн, ҫакӑншӑн сана Ҫӳлхуҫа Турӑ умӗнче чыс пулас ҫук, тенӗ.
2 Ҫулс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Озия чапа тухнӑ, унӑн ячӗ аякка сарӑлнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл хӑйне тӗлӗнмелле хӳтӗлесе вӑйланса кайнӑ.И пронеслось имя Озия далеко, потому что он дивно оградил себя и сделался силен.
2 Ҫулс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Озия вӗсем валли, мӗнпур ҫар валли, хулкансемпе сӑнӑсем, тимӗр калпаксемпе хурҫӑ тумтир, ухӑсемпе чулравсем туса панӑ.
2 Ҫулс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Озия Иерусалим хулинче кӗтесри хапха ҫинче, айлӑма тухмалли хапха ҫинче тата кӗтесре пашнесем тунӑ, вӗсене ҫирӗплетнӗ.
2 Ҫулс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Патшана ларнӑ чухне Озия вунулттӑра пулнӑ, вӑл Иерусалимра аллӑ икӗ ҫул патшара ларнӑ; ун амӑшӗн ячӗ — Иехолия, вӑл Иерусалимран пулнӑ.
2 Ҫулс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Елеазартан Финеес ҫуралнӑ, Финеесран Авишуй ҫуралнӑ; 5. Авишуйран Буккий ҫуралнӑ, Буккийрен Озия ҫуралнӑ; 6. Озияран Зерахия ҫуралнӑ, Зерахияран Мераиоф ҫуралнӑ; 7. Мераиофран Амария ҫуралнӑ, Амарияран Ахитув ҫуралнӑ; 8. Ахитувран Садок ҫуралнӑ, Садокран Ахимаас ҫуралнӑ; 9. Ахимаасран Азария ҫуралнӑ, Азарияран Иоанан ҫуралнӑ; 10. Иоананран Азария ҫуралнӑ, — ку вӑл Соломон Иерусалимра туса лартнӑ Турӑ Ҫуртӗнче священник пулнӑскер.
1 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Вӑл Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ пурӑннӑ, пур ӗҫне те хӑй ашшӗ пек, Озия пек, туса пурӑннӑ.34. Он делал угодное в очах Господних: во всем, как поступал Озия, отец его, так поступал и он.
4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Факей — Ремалия ывӑлӗ, Израиль патши — иккӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Иудея патшине Иоафам, Озия ывӑлӗ, ларнӑ.
4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Осия, Ила ывӑлӗ, Ремалия ывӑлне Факее хирӗҫ кавар тунӑ; ӑна тапӑннӑ та вӗлернӗ, вара Иоафам, Озия ывӑлӗ, ҫирӗммӗш ҫул патшара ларнӑ чухне вӑл Факей вырӑнне патшана ларнӑ.
4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2