Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Общество сăмах пирĕн базăра пур.
Общество (тĕпĕ: общество) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Сирӗн общество ӳлӗм ӗҫе вӑйлатас шанӑҫ пур, — терӗ. — Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Патшалӑх Канашӗн ларӑвӗнче регионсен ертӳҫисен умне 5-10 ҫул хушшинче ҫынсене пурӑнмалли вырӑнпа туллин тивӗҫтерме тӗллев лартрӗ. Сирӗншӗн ҫуртсем валли тимӗр конструкцийӗсем хатӗрлеме ҫул уҫӑлӗ».

Куҫарса пулӑш

Малаллах талпӑнаҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Общество 2015 ҫула ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ, кӑрлач-пуш уйӑхӗсенче ҫулталӑк каяллахи ҫав тапхӑртинчен чылай лайӑхрах кӑтарту тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Малаллах талпӑнаҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ургат общество управляющийӗ пулма сӗнчӗ — килӗшрӗм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртеҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Общество Чӑваш Енре пуҫласа янӑ ырӑ ӗҫе вӑл та витӗм кӳчӗ тесе шухӑшлатӑп.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртеҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Общество аукционра ҫӗнтернӗ, укҫа тӳленӗ хыҫҫӑн унӑн объектне саккуна пӑсса сутса янӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртеҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Общество Ишек, Тӑрӑн, Ишлей ял тӑрӑхӗсенче продукци туса илме ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ 1100 гектар ҫӗре тара илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртеҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Иртнӗ ҫулсенче Шупашкар районӗнче 2 пин гектар ытла, ҫав шутра маларах усӑ курман 400 гектар ҫӗре Самар облаҫӗнчи «Агарт» тулли мар яваплӑ общество пусӑ ҫаврӑнӑшне явӑҫтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртеҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Вице-спикер пуҫарӑвӗпе тата вӑл хутшӑннипе республика пурнӑҫӗшӗн питех те пӗлтерӗшлӗ, тӗрлӗ сферӑна пырса тивекен вун-вун саккун хатӗрлесе йышӑннӑ: «Чӑваш Республикинчи общество тӗрӗслевӗ ҫинчен» саккунран пуҫласа ЧР Конституцине кӗртнӗ улшӑнусем таранах.

Куҫарса пулӑш

Николай Малов: «Вӑй-хӑват ҫӑлкуҫӗ — шалти килӗшӳлӗх» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

— Пирӗн республика общество тӗлӗшпе те, политика енчен те лӑпкӑ территори.

Куҫарса пулӑш

Андрей Александров: Вӑхӑтпа тан утсан ӑнӑҫу пулатех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Унӑн ӗҫӗ-хӗлӗ Чӑваш Республикин экономика, общество тата культура пурнӑҫӗнче ӗҫ ветеранӗсен витӗмне ӳстерме пулӑшасса шанса тӑратӑп.

Уверен, что его деятельность послужит повышению роли ветеранов труда в экономической, общественной и культурной жизни Чувашской Республики.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Депутатсем, общество организацийӗсем, массӑллӑ информаци хатӗрӗсем ҫак лару-тӑру ҫине айккинчен пӑхса тӑма тивӗҫ мар! Ҫулсем туни тата вӗсене юсани ҫинчен калакан отчетсем час-часах чӑнлӑхпа тӳр килмеҫҫӗ, тепӗр чухне тӗлӗнтереҫҫӗ те.

Депутаты, общественные организации, средства массовой информации не должны оставаться в стороне! Отчеты о строительстве и ремонте дорог нередко не соответствуют действительности и вызывают недоумение.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Вӗренӳ министерстви умне Чӑваш Республикин Шалти ӗҫсен министерствипе, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсемпе, социаллӑ службӑсемпе, общество организацийӗсемпе, Ача прависемпе ӗҫлекен уполномоченнӑйпа пӗрле пур пек фактсене тишкерсе тухма тата ҫул ҫитмен ҫамрӑксен хушшинчи криминогенлӑ лару-тӑрӑва лайӑх еннелле улӑштармалли пайӑр ӗҫсен планне туса хатӗрлеме тӗллев лартатӑп.

Ставлю задачу перед Министерством образования совместно с Министерством внутренних дел по Чувашской Республике, органами местного самоуправления, социальными службами, общественными организациями, Уполномоченным по правам ребенка проанализировать имеющиеся факты и разработать план конкретных действий для улучшения криминогенной ситуации в подростковой среде.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Пирӗн сывӑ, хастар тата савӑнӑҫлӑ ачасем мӗн чухлӗ нумайрах – республикӑра телейлӗ те ҫирӗп ҫемьесем ҫавӑн чухлӗ ытларах! Ҫемье – пирӗн общество никӗсӗ.

Чем больше у нас здоровых, активных, жизнерадостных детей, тем больше в республике счастливых и крепких семей! Семья - основа нашего общества.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Общество аталанӑвне кура, пурнӑҫ хушнӑ май критика литература умне ҫӗнӗрен ҫӗнӗ задачӑсем кӑлара-кӑлара тӑратмалла.

Куҫарса пулӑш

Вулакансем лайӑх кӗнеке кӗтеҫҫӗ // Я. ПАВЛОВ. «Чӑваш коммуни», 1941, кӑрлач, 22, 18(5733) №

Республика кунӗ общество апатланӑвӗн предприятийӗсемшӗн хӑйнеевӗр тӗрӗслев пекех пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Элӗк райповӗ - Раҫҫейре пӗрремӗш! // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Общество апатланӑвӗн, ҫӑкӑр завочӗн, пахчаҫимӗҫ комбиначӗн ӗҫ-хӗлӗнче те курӑмлӑ ҫӗнӗлӗх нумай.

Куҫарса пулӑш

Элӗк райповӗ - Раҫҫейре пӗрремӗш! // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Общество организацийӗсене пӗр тытӑма пӗрлештермеллех, вӗсене ҫул кӑтартса пымаллах.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксене ҫыхӑнтаракан юхӑм кирлех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Республикӑра хута кайнӑ ача-пӑча тата ҫамрӑксен общество организацийӗсен шутне пӑхсан /вӑл самаях пысӑк/ пуҫаруллӑ вӗренекенӗсемпе ҫамрӑксем чӑннипех йышлӑ темелле.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксене ҫыхӑнтаракан юхӑм кирлех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Вӑл ҫирӗплетнипе килӗшмеллех: патриотлӑх туйӑмне аталантарасси ҫамрӑксене общество ӗҫне йӗркелесе явӑҫтарнипе пулаймӗ, ҫитӗнекен ӑрӑвӗн хастарлӑхӗ тапса тӑмалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксене ҫыхӑнтаракан юхӑм кирлех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Патриотлӑх тенӗрен, черетлӗ планеркӑн кун йӗркинче унпа ҫыхӑннӑ тепӗр ыйту та пулчӗ: Чӑваш Республикинче шкул ачисемпе ҫамрӑксен общество организацийӗсем хальхи вӑхӑтра еплерех аталанаҫҫӗ-ха? Ҫакӑн ҫинчен Чӑваш Республикин вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов тӗплӗн калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксене ҫыхӑнтаракан юхӑм кирлех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех