Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Нӳрленме (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Джинсӑн хыҫалти кӗсйинчен тарпа нӳрленме ӗлкӗрнӗ пилӗк тенкӗлӗх укҫана кӑларса аллинчен вӑр-вар тыттартӑм манӑн пурнӑҫ урапин ямшӑкне: «Пилӗк минут хушши кӗт те, кайран кайма пултаратӑн», — тесе университет ҫуртне чупса кӗрсе кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Ҫумӑрлӑ ҫанталӑк пуҫланас умӗн сывлӑш нӳрленме тытӑнать, кашни йывӑҫ-курӑк ҫав нӳре хӑйне май туять.

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хаҫатсене, мина запальникӗсемпе пистолетсене хамӑрла илтӗмӗр — запальниксем шӑтӑкра нӳрленме пултараҫҫӗ, литературӑпа пистолетсене хулара подпольщиксем чӑтайми кӗтеҫҫӗ.

Газеты, запальники для мин и пистолеты мы взяли с собой — в земле запальники могли отсыреть, а литературу и пистолеты с нетерпением ожидали в городе подпольщики.

Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

— Тусӑмсем, — терӗ ҫамрӑк икӗ негра, — урай нӳрленме пуҫларӗ.

— Друзья мои, — сказал юноша двум неграм, — пол начинает отсыревать.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Кӗнекисем кӑшт нӳрленме те ӗлкӗрнӗ, хулӑнланнӑ.

Они уже успели немножко отсыреть и разбухли.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Нӳрленме кирлӗ мар сире, ӗмӗрлӗхе уйрӑлмастӑр.

Нечего вам сырость разводить, не навек расстаетесь.

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех