Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Нок (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нок тинӗс урлӑ ӑнӑҫлах ишсе каҫрӗ, ҫулталӑкран унта, чикӗ леш енче, Геллипе венчете тӑчӗ.

Нок благополучно переплыл море и там, за границей, через год обвенчался с Гелли.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

— Гелли, хаклӑ Гелли! — терӗ те Нок хӗр ури умне ӳкрӗ.

— Гелли, милая Гелли! — сказал он, падая к ее ногам.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Ҫӑлӑнӑҫ номерне курсан Нок чӑнкӑ картлашкан тӑваттӑмӗш хутӗнче чарӑнчӗ, малтанах шӑнкӑртаттарчӗ, унтан алӑка вӑйлӑн туртрӗ; ӑна тӳрех уҫрӗҫ.

Увидев спасительный номер, Нок остановился на четвертом этаже крутой лестницы, сначала позвонил, а затем рванул дверь, и ее быстро открыли.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Шухӑшлама-тишкерме мехел ҫитерейменскер — телейне халь-халь тӑпӑлтарса илесле, хӑйне таҫта инҫете, терт-асапӑн хатарлӑ сӗмлӗхне ывӑтса ярасла туйӑмпа хӗрӳленсе Нок ҫаврӑнчӗ те каялла чупса кайнӑ ҫынсем ҫинелле револьверта пӗр патрон юлмиччен печӗ.

Лишенный способности рассуждать, с ощущением счастья, которое вот-вот оторвут, вырвут из рук, а самого его отбросят далеко назад, в тяжелую тьму страдания, Нок повернулся и разрядил весь револьвер в побежавших назад людей.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Нок чупса кайрӗ, анчах ку унӑн юлашки вӑйӗ пулчӗ, ӑна вӑл — хӑйӗн тулашӗнче, — тунсӑхра тата ниҫта кайса кӗме пӗлмесӗр ҫӳҫенсе ӗмсе пӗтерчӗ.

Нок побежал, и это были последние его силы, которые тратил он, — вне себя, — содрогнувшись в тоске и ужасе.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Ҫакӑнта Нок ҫине ҫын сиксе ӳкрӗ.

Здесь на Нока бросился человек.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

«Тапранма хӑрушӑ; ларма та хӑрушӑ, — эрленчӗ Нок, — ӗнерхи чӑрмавлӑ ӑмӑрту хыҫҫӑн, Гутан хыҫҫӑн пурте хӑрушӑ».

«Опасно двигаться; опасно сидеть; все опасно после Гутана и вчерашней скачки с препятствиями, — сказал Нок.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

— Ырӑ хуҫасем, — терӗ Нок, — ҫав териех тӗлӗнсе ан пӑхӑр.

Нок сказал: — Не обращайте, господа, никакого внимания.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Хула хӗррине ҫитсен — малтанхи тӑкӑрлӑк тӗлӗнчех — Нок тӑруках чарӑнчӗ, хула урамӗсенче курӑнма хӑрушӑ иккенне туллин тӗшмӗртрӗ.

Приближаясь к городу, Нок у первого переулка внезапно остановился с полным соображением того, что на городских улицах показываться опасно.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Ана халӗ хӑй кӑштах ҫирӗпленнӗн туйӑнать; тӑрса ларсан Нок пиншак аҫлӑкне туртса ҫурчӗ, хура пусма татӑкӗнчен пуҫне тӑхӑнмалли лӗнчӗр-лӗнчӗр япала, тӗрӗсрех, хупламалӑх ҫыхӑ васкавлӑн майлаштарчӗ, унӑн капашӗпе ӑнӑҫлӑхӗ пирки шухӑшлас килмерӗ.

Как показалось ему, — он окреп; встав, Нок вырвал у пиджака подкладку и наскоро устроил из кусков черной материи род головного убора — вернее, повязку, о форме и удачности которой ему не хотелось думать.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Алӑ айӗнче хыпашласа пымалли текех нимӗн те тупайманран — вулӑсем те, тӗмсем те ҫук — Нок сӳрӗкленчӗ.

Потому, что нащупывать вокруг было более нечего, — ни стволов, ни кустов, Нок впал в апатию.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Пӗрремӗш гудок янӑрама пуҫланӑранпа вӑхӑт нумаях та иртмерӗ — Нок тикӗс, анлӑ вырӑна ҫитсе тухрӗ, вӗрилӗхӗн ыйхӑ пустаракан пӑлханӑвӗ витӗр хӑй хуларан инҫех маррине ӑнланчӗ.

Сравнительно скоро после того, как залился первый гудок, он очутился на ровном, просторном месте и, сквозь дремотную возбужденность жара, понял, что близок к городу.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Нок пӗр еннелле сӗнкелтетрӗ, хӑй сисмесӗрех — пӗрре Гутанпа, тепре Геллипе е ӑсӗнче сӑнарланнӑ, юнашар пыракан паллӑ мар ҫулташӗпе сасӑпах темӗн калаҫать.

Нок, машинально, придерживаясь одного направления, брел, разговаривая вслух то с Гутаном, то с Гелли, то с воображаемым, неизвестным спутником, шагающим рядом.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Нок ҫак сасса ҫемҫен пуҫ тайрӗ.

Нок слабо кивнул ему.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Нок тӗрлӗ сасӑ-ҫемӗ еннелле тапранчӗ.

Нок тронулся в разнотонно-певучую сторону.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

— Манӑн ҫывӑрма юрамасть, — терӗ Нок, — ыйха путас тӑк ыран мана, йӑлтах вӑйран кайнӑскере, мундир тӑхӑннӑ патвар арҫын ҫеҫ мар, айван кушак та пӑркӑчлаять.

— Я не должен спать, — сказал Нок, — если засну, то завтра, совсем обессилевшего, меня может поймать не только здоровенный мужчина в мундире, а простая кошка.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Вӑлах ӑна пӗчченлӗхре тытать; Нок хӑйне тин вӑраннӑн туять.

Она же сделала его одиноким; он как бы проснулся.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Пӗтӗмпех пӗтрӗ, пулни-иртнине ас тутаракан пӗчӗк йӗр те ҫухалчӗ — ҫурт та, урам та, хваттер номерӗ те, — Нок хӑйне хӑй хисепленин туйӑмне ҫакӑ самаях кулянтарать.

Все оборвалось, исчез всякий след к прошлому — и дом, и улица, и номер квартиры — от этого страдало самолюбие Нока.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Халӗ Нок адреса вуланӑшӑн ӳкӗнет, анчах ӑна аса илмешкӗн хӑтланса пӑхрӗ те — ҫӑмӑллӑн чӗркеленӗ икӗ йӗркене ӑсӗ ҫӗнӗрен курма пачах мехел ҫитерейменнине ӑнланчӗ.

Теперь Нок жалел, что прочитал адрес, но, попытавшись вспомнить его, убедился в полной неспособности памяти воспроизвести пару легко начертанных строк.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Нок каллех пурин пирки те, Геллисӗр пуҫне, тӗрексӗр, ытлашши хаярлӑхпа шухӑшлама пуҫларӗ.

Нок снова утвердился в своей шаткой, болезненной озлобленности против всех, кроме Гелли.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех