Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Никифоров (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Тепӗр тесен, юлташсем, халӗ пирӗн сӑмахӑмӑр урӑххи ҫинчен, — терӗ Никифоров та, ку кӑткӑс ыйтӑва Экеҫре ҫак самантра хускатнинчен усӑ пулас ҫуккине сиссе.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Мӗншӗн тесен вӗсем ӗнтӗ харпӑр хӑйӗн мар, колхоз ӗнисем, ӑнланатӑр-и? — хӑй уҫӑмлах калайманшӑн хӑйне тарӑхса ӑнлантарчӗ Никифоров.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Выльӑх-чӗрлӗхе пӗрле пӑхса усрани вӑл кӗтӳ кӗтнине ҫеҫ пӗлтермест, — ӑна ӑнлантарма пикенчӗ Никифоров.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Юлташлӑхра тӑрать-и, тӑмасть-и, Кудрявцев юлташ тӗрӗс калать, — лӑплантарчӗ Никифоров ял Совет председательне.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ҫук, юлташсем! — ҫирӗппӗн каларӗ Никифоров.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ан пӑшӑрханӑр, Филимон Петрович, Экеҫри юлташлӑха эпир ҫухатмӑпӑр, — шантарчӗ Никифоров.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тавлаша-тавлаша тем патне ҫитетчӗҫ вӗсем — калама хӗн, Крапивина ҫак самантра Никифоров кӑт! тӗксе илчӗ те: — Кур-ха, юлташлӑхсен уйӗсене, хуть те мӗн каласан та, пӑхма кӑмӑллӑрах, — терӗ тулли кӑмӑлтан, ыраш калчи ешерекен самай пысӑк лаптӑк енне пуҫне сӗлтсе.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Никифоров та парӑнчӗ ӑна, симӗс хӑмӑр кительне хывса аллине тытрӗ те уҫӑ та ӑшӑ сывлӑша киленсех кӑкӑр туллин сывласа пычӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепӗр кун Крапивинпа Никифоров ирхи апат хыҫҫӑнах райӗҫтӑвком лашипе Экеҫе тухса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ара, мӗн тума пултарӑпӑр-ха эпир, — хӑй ӑссӗн тем шухӑшласа каларӗ Никифоров.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Никифоров ӑна куҫран чӑрр! пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Телегин хамӑр ҫынах иккенни, ӑна хурахсем патне ӗҫпе яни ҫинчен каласа кӑтартмалла-и? — хавасланчӗ Никифоров.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Авӑ епле икке-ен, — тӗлӗнмеллипех тӗлӗнчӗ Никифоров.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Никифоров ӑна куҫран пӑхрӗ те: — Ӗҫ-пуҫӗ каласа памалӑх пур-и вара? Темскер, курӑнсах каймасть, — терӗ ҫирӗппӗн.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Мӗн калаҫатӑр эсир, Филимон Петрович, ӗҫӗ ҫӑмӑл маррине, ӑна кӗске вӑхӑтрах тӑвайрас ҫуккине эпӗ лайӑх ӑнланатӑп, — хуравларӗ Никифоров.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Никифоров аллисене сарса ячӗ, пуҫне пӑркаларӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Никифоров темле айӑплӑн, аслӑ юлташӗ умӗнче тӳрре тухасшӑн пекрех калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӗрӗсрех, ытларах Никифоров калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Эпӗ кунта лекнӗшӗн, — пӗр енче кӗнеке шкапӗ, ун ҫумӗнче речӗпех — хыҫлӑ пукан, варринче революцичченех тунӑ сӗтел ларакан, тепӗр стена ҫинче Ленинпа Сталин сӑнӗсем ҫакӑнса тӑракан пӳлӗме сулахай аллипе сӗлтсе ҫаврӑнчӗ Никифоров, — эсир, Филимон Петрович, хытӑ тӗлӗнетӗр пулӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Илтнӗ сирӗн ҫинчен, Филимон Петрович, нумай илтнӗ, — пӳлӗм хуҫи пулнӑ май, сӑмаха пирвай пуҫласа ячӗ Никифоров.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех