Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Никифоров (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Митинга Иван Никифоров уҫрӗ, Астӑвӑмпа хурлӑх кунӗнче Раҫҫей ҫыннисем тӗрлӗ акцие хутшӑнса ҫӗнтерӳҫӗ салтаксен ячӗсене асра тытнине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Синкер кунсене асра тытса... // Л. НИКИФОРОВА. http://alikovopress.ru/sinker-kunsene-as ... yitsa.html

Кунта район администрацийӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Петр Павлов, район депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗсем Марина Леонтьевӑпа Василиса Архипова, районти Централизациленӗ клуб тытӑмӗн директорӗ Иван Никифоров, «Единая Россия» политика партийӗн пайташӗсем, шкул ачисемпе вӗрентекенсем, медицина тата культура ӗҫченӗсем хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Синкер кунсене асра тытса... // Л. НИКИФОРОВА. http://alikovopress.ru/sinker-kunsene-as ... yitsa.html

Канашри районсем хушшинчи пӗрремӗш прокурор В.Н. Никифоров 3-мӗш класлӑ юрист пулнӑ, маларах вӑл Шӑхасан районӗн прокуратурине ертсе пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Канаш прокуратурин кун-ҫул // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d0%ba%d0% ... 83%d0%bbe/

«Инвестици ӗҫӗ-хӗлӗнче ҫитӗнӳсем тунӑшӑн» номинацире: ТР Информациллӗ технологи центрӗн генеральнӑй директорӗ Николай Анатольевич Никифоров;

Куҫарса пулӑш

Ертӳҫӗсене палӑртрӗҫ // Светлана Садыкова. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 2 стр.

— Мӗн, ытла тӗлӗнсе ан тӑр-ха эсӗ, ҫӳле Райҫутпайне хӑпарса пӑхар, тен унта тупӑпӑр-и, — тесе лӑплантарчӗ Соколова Никифоров учитель.

— Что ж, не удивляйся ты так, поднимется наверх в Райпросвет, и может, найдется там, — успокаивал Соколова учитель Никифоров.

Вӗренӳ аван пырать, анчах… // К. Шупуҫсем. «Капкӑн», 1932, 1№, 10 с.

— Давид Никифоров.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сидор пӳртри кашни ҫынна тӗсесе пӑха-пӑха тухрӗ те: — Кала-ха, Сӑпани, кам вал Давид? Давид Никифоров, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапах, ара, Калюкова кам ҫул кӑтартнине вӑл халлӗхе пӗлмест-ҫке-ха, шухӑшласа илчӗ каярах, вара, кайран куҫ курӗ унта тесе хӑйне хӑй лӑплантарса, тепӗртакран каллех хӑюлӑхне пухса ҫитерчӗ, мӗн пулать те мӗн килет тенешкел, Крапивинпа Никифоров пуху хыҫҫӑн ӑҫта кайнине курса юлнӑскер, хуняшшӗ килне, Ольга Матвеевна патне уттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Никифоров иккӗленӗвне сирес тенӗ пекех, малта, сылтӑмра, сасартӑк янкӑр ҫутӑ пайӑрка ӳкрӗ, ҫывхарса-ҫывхарса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Тӗлӗнмелле, нивушлӗ ҫак ял вырӑнӗнче темиҫе ҫултан промышленность хули пулса тӑрӗ? — терӗ Никифоров ӑйӑра чарсах.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Йӗпреҫе Крапивинпа Никифоров тӗттӗмленсе ҫитсен кӑна пырса кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫитменнине, урамра, тӑрантасра, Никифоров кӗтсе ларать…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Чӑнах та… — хыпалана пуҫларӗ Никифоров.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепӗр тесен, хӑй темле ачапчалларах каласа хунине Никифоров ахаль те туйрӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа аванмарланса шӑпланчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Эпир сире ҫав тери лайӑх ӑнланатпӑр, — халӗ ӗнтӗ Никифоров та хӑюллӑнрах ӑнлантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ольга Матвеевна, НКВДра ӗҫлекен пысӑк ҫын Телегина хӳтӗлессе кӗтменскер, пӗрре ун ҫине, тепре Никифоров ҫине нимӗн ӑнланмасӑр пӑха-пӑха ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Никифоров, мӗн тӑвас манӑн тенешкел, аллисене сарса ячӗ, пулӑшма чӗнсе, Крапивин ҫине пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Никифоров, тем ыйтнӑн, Крапивин енне ҫаврӑнса, куҫран пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Никифоров калаҫнӑ хушӑра Крапивин, кӑшт айккинерех тӑраканскер, Лаптевсен килкартине тӗплӗн пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Нумайлӑха мар эпир, — терӗ Никифоров, атӑ тӑхӑннӑран йывӑррӑн та мелсӗррӗн утса, вутӑ таканӗ ҫине пырса ларнӑ май.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех