Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Нагульновӑн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗҫсӗр аптранӑ Островновпа кладовщик нумайччен Давыдовӑн, Нагульновӑн, Разметновӑн «шӑммисене шӗкӗлчесе» ларчӗҫ.

Изнывая от безделья, Островнов и кладовщик долго еще «перемывали косточки» Давыдова, Нагульнова и Размётнова.

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Давыдов васкаса пӗр кружка ӑшӑ сӗт ӗҫрӗ, хыт ҫӑкӑр таткине чӑмласа пӗтернӗ чух Нагульновӑн хӑла лаши ҫине утланнӑ, ҫӗнӗ кӗпе тӑхӑннӑ, яланхи пек мар йӳрӗк Устин калинкке умне чуптарса ҫитнине курчӗ.

Давыдов наспех выпил кружку парного молока, дожевывая черствый кусок хлеба, увидел, как подскакал к калитке на буланом нагульновском конишке одетый в новую рубашку, необычно проворный Устин.

XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑрахлӑха уйрӑлнӑ пек, вӗсем пӗр-пӗрин аллине арҫынла хытӑ чӑмӑртарӗҫ, Нагульновӑн алли чул пекех сивӗ те хытӑ, куҫӗсем вара каллех чӗррӗн ҫиҫме пӑрахрӗҫ те вӗсенче ун чунӗ ыратни палӑрчӗ.

Словно расставаясь надолго, они обменялись по-мужски крепким рукопожатием, рука у Нагульнова была твердая и холодная, как камень, а в глазах, уже утративших недавний живой блеск, снова появилась невысказанная, затаенная боль.

XII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ку хутӗнче те Нагульновӑн пӗр-пӗр бригадӑра пулмаллах ӗнтӗ, анчах Давыдов юлташӗн чӗри вырӑнта маррине ӑнланчӗ те ҫапла каларӗ:

И на этот раз присутствие Нагульнова в одной из бригад было просто необходимо, но Давыдов отлично понимал душевное состояние товарища, а потому и сказал:

XII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тӗлӗнмелле куҫсем пулнӑ Лушаня Нагульновӑн!

Удивительные глаза были у Лушани Нагульновой!

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Тӗрӗс! — чӗреренех тухса, хӑйӑлтатса, янӑраса кайрӗ Макар Нагульновӑн чӗтре-чӗтре илекен хумханчӑк сасси.

— Верно! — Вздрагивающий, взволнованный голос Макара Нагульнова прозвучал задушевно и хрипло.

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Нагульновӑн каялла таврӑнасси пулас ҫук!

— Нагульнову больше не ворочаться!

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Корчжинский Нагульнов ҫине пӑхрӗ, унтан куҫӗсене вӑштах аяккалла пӑрчӗ: Нагульновӑн стакана ҫатӑрласа тытнӑ алли сиксех чӗтрет.

Корчжинский взглянул на Нагульнова, проворно отвел взгляд: рука Нагульнова, сжимавшая боковины стакана, неудержимо дрожала.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Акӑ, юлташсем, кӗскен каласан, инкеке пула ячейка секретарӗ пулса ӗҫлекен Нагульновӑн кӗске вӑхӑтрах тума ӗлкӗрнӗ паттӑрла ӗҫӗсем (айӑпласа калакан хӑйӗн сӑмахӗ ҫак тӗле ҫитсен, Самохин усаллӑн тӑрӑхласа кулса ячӗ).

Вот, товарищи, краткий перечень тех геройских поступков (в этом месте своей обвинительной речи Самохин язвительно улыбнулся), которые за короткий срок сумел совершить горе-секретарь ячейки Нагульнов.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Самохин портфелӗнчен сулмаклӑ папкине туртса кӑларсан, шикленсе ӳкнипе Нагульновӑн чунӗ йӑштах чикнӗ пек ыратса кайрӗ.

И когда Самохин достал из портфеля увесистую папку, Нагульнов больно ощутил острый угол тревоги.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Самохин юлташ, Нагульновӑн айӑплӑ ӗҫӗсем ҫинчен мӗн-мӗн тупса палӑртнине бюрона каласа пар.

Сообщи бюро, товарищ Самохин, что ты установил относительно преступной деятельности Нагульнова.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тӗттӗм алкумӗнче пирус чӗртнӗ вӑхӑтра Давыдов Нагульновӑн ҫав кун тӗксӗмленсе кайнӑ пичӗ-куҫӗ ҫине тинкеререх пӑхрӗ, вара ҫапла каларӗ:

Закуривая в темных сенях, при свете спички всматриваясь в потускневшее за этот день лицо Нагульнова, Давыдов примиренно сказал:

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Шурса кайнӑ Нагульновӑн ванса пӗтнӗ тути хӗррисем ҫине юн хытса ларнӑ, вӑл коридор тӑрӑх чи малта утса пырать.

Нагульнов, бледный, с запекшейся на разбитых губах кровью, шел по коридору первым.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Андрей Нагульновӑн вилӗм тӗслӗ ҫурхах карса илме пуҫланӑ сӑн-пичӗ ҫине куҫ илмесӗр пӑхать.

Андрей неотрывно смотрел в лицо Нагульнова, одевавшееся мертвенной пленкой.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Нагульновӑн ҫил каснӑ пит-куҫӗ хӗрелсе кайнӑ, ҫиллессӗн курӑнать.

Опаленное ветром лицо Нагульнова было разгорячено, зло.

6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех