Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Наас (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
2. Вара Давид каланӑ: Наас мана ырӑ тунӑччӗ, ҫавӑншӑн эпӗ унӑн ывӑлне Аннона ырӑ тӑвам-ха, тенӗ.

2. И сказал Давид: окажу я милость Аннону, сыну Наасову, за благодеяние, которое отец его оказал мне.

1 Ҫулс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Ҫакӑн хыҫҫӑн Наас, аммонсен патши, вилнӗ те, ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ ларнӑ.

1. После сего умер Наас, царь Аммонитский, и воцарился сын его вместо него.

1 Ҫулс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Ештонран Беф-Рафа, Пасеах тата Техинна — Наас хулин ашшӗ, [Кенезей ҫыннипе Селомпа тата Ахазпа пӗртӑванскер,] — ҫуралнӑ; кусем Реха ҫыннисем пулнӑ.

12. Ештон родил Беф-Рафу, Пасеаха и Техинну, отца города Нааса [брата Селома Кенезиина и Ахазова]; это жители Рехи.

1 Ҫулс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Давид Маханаима ҫитсен, аммонсен хулинче Раввӑра пурӑннӑ Наас ывӑлӗ Сови, Лодавар ҫыннийӗн Аммиилӑн ывӑлӗ Махир тата Роглим хулинчи Галаад ҫынни Верзеллий 28. [выртса тӑма] вунӑ вырӑн, [вунӑ] чашӑк, тӑм савӑт-сапа, Давидпа унӑн ҫыннисене ҫитерме апат валли тулӑ, урпа, ҫӑнӑх, вир кӗрпи, пӑрҫа, ясмӑк, ӑшаланӑ тӗшӗ, 29. пыл, ҫу, сурӑхсем, ӗне чӑкӑчӗ илсе пынӑ; вӗсем ҫапла каланӑ: халӑх выҫӑ, ывӑннӑ тата пушхирте шывсӑр антӑхнӑ, тенӗ.

27. Когда Давид пришел в Маханаим, то Сови, сын Нааса, из Раввы Аммонитской, и Махир, сын Аммиила, из Лодавара, и Верзеллий Галаадитянин из Роглима, 28. принесли [десять приготовленных] постелей, [десять] блюд и глиняных сосудов, и пшеницы, и ячменя, и муки, и пшена, и бобов, и чечевицы, и жареных зерен, 29. и меду, и масла, и овец, и сыра коровьего, принесли Давиду и людям, бывшим с ним, в пищу; ибо говорили они: народ голоден и утомлен и терпел жажду в пустыне.

2 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Амессай Изреельре пурӑнакан Иефер ятлӑ пӗр ҫыннӑн ывӑлӗ пулнӑ; унӑн амӑшӗ Авигея — Наас хӗрӗ, Иоав амӑшӗн Саруиян йӑмӑкӗ — пулнӑ.

Амессай был сын одного человека, по имени Иефера из Изрееля, который вошел к Авигее, дочери Нааса, сестре Саруи, матери Иоава.

2 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Давид каланӑ: Аннона — Наас ывӑлне — ашшӗ хама ырӑ тунӑшӑн ырӑ тӑвам-ха, тенӗ.

2. И сказал Давид: окажу я милость Аннону, сыну Наасову, за благодеяние, которое оказал мне отец его.

2 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Анчах эсир, хӑвӑра хирӗҫ Наас, Аммон патши, килнине курсассӑн, мана каларӑр: «пире патша тытса тӑтӑр» терӗр, ара, сирӗн Патшӑр — Ҫӳлхуҫа Туррӑр-ҫке.

12. Но увидев, что Наас, царь Аммонитский, идет против вас, вы сказали мне: «нет, царь пусть царствует над нами», тогда как Господь Бог ваш - Царь ваш.

1 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Аммон ҫынни Наас вӗсене каланӑ: эпӗ сирӗнпе килӗшӳ тума пултаратӑп, анчах эпир ҫакӑншӑн кашнийӗн сылтӑм куҫне чиксе шӑтарӑпӑр, пӗтӗм Израиле намӑса хӑварӑпӑр, тенӗ.

2. И сказал им Наас Аммонитянин: я заключу с вами союз, но с тем, чтобы выколоть у каждого из вас правый глаз и тем положить бесчестие на всего Израиля.

1 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. [Уйӑха яхӑн иртсессӗн] Аммон ҫынни Наас килсе ҫитнӗ те Галаадри Иавис хулине хупӑрласа илнӗ.

1. И [было спустя около месяца,] пришел Наас Аммонитянин и осадил Иавис Галаадский.

1 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех