Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Мускаври (тĕпĕ: Мускав) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл Мускаври аслӑ ҫар училищинчен вӗренсе тухнӑскер пулнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Пултаруллӑ та паттӑр ентеш // Николай ВАСИЛЬЕВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10761-pu ... t-r-entesh

Финалта вара пухӑннисем Мускаври «Балаган Лимитед» концертне пӑхса киленчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӑтартуллӑ вӑй хурсан уявра савӑнма та аван // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10765-k- ... ma-ta-avan

Капла пӑхсан, тӳрех Мускаври Хӗрлӗ площадьри Ленин мавзолейне аса илтерет.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

1970 ҫулта Борис Яковлевич Н.Э.Бауман ячӗллӗ Мускаври патшалӑх техника университетне вӗренме кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чун ҫирӗплӗхне туптанӑ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11390-ch ... hne-tuptan

Сююнбикене куриччен Усеин-Сеит Юсуф княҫӑн Мускаври элчи патне кайса килесшӗнччӗ — сутуҫ темскер вӑл шухӑша ырламарӗ.

Куҫарса пулӑш

19. Мускав тулашӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӑваш Республикин обществӑлла ӗҫ-хӗлне хастар хутшӑннӑшӑн, Мускаври патшалӑх академи театрӗн директорне, пултарулӑх ертӳҫине Надежда Бабкинӑна медаль орденпа чысланӑ, Чӑваш Республикинче «Вырӑс юррисем» Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче фестиваль-марафона ирттернӗшӗн Мускаври патшалӑх академи театрӗн специалисчӗсене Тав сӑмахӗсемпе чысланӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен "Раҫҫей тӗрленӗ карттине" ҫӗршывӑн ҫӗнӗ регионӗсемпе пуянлатса паллаштарнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/13/chav ... hivan-cene

Тӗрленӗ Раҫҫей карттине ҫӗнӗ хушма тӑватӑ региона кӗртсе паха тулли проекта Мускаври патшалӑх академи театрӗнче халӑх умне кӑларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен "Раҫҫей тӗрленӗ карттине" ҫӗршывӑн ҫӗнӗ регионӗсемпе пуянлатса паллаштарнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/13/chav ... hivan-cene

Тепӗр усал хыпар уншӑн Мускаври элчӗ каласа кӑтартни пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсен Мускаври элчи ҫавӑн пекех шанчӑксӑр ҫын-и вара?

Куҫарса пулӑш

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тавридӑн Мускаври элчине ӗненес пулсан Иван Шереметев князь ҫар пуҫтарма Чулхулана тухса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иртнӗ хутӗнче, бакши чылайччен Мускавра пурӑннӑ хыҫҫӑн, хан унран кулса та илнӗччӗ: тупата турӑшӑн, эсӗ хӑвӑн арӑмусем пирки Мускаври ӗҫсене пӗлнӗ чухлӗ пӗлместӗн, манӑн хаклӑ тусӑм, тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Валера пиччӗшӗ шкула ылтӑн медальпе пӗтерчӗ те Мускаври Ломоносов ячӗллӗ университета вӗренме кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫын пуласси // Любовь Федорова. Любовь Фёдорова. Ӗмӗр вӗрен. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 32 с. — 17 с.

- «Хыпар» хаҫата Мускаври чылай кӑларӑмӑнни евӗр калӑпӑшпа кӑларма тытӑнтӑмӑр, - терӗ Геннадий Аркадьевич.

Куҫарса пулӑш

Йӗпреҫсем чӑваш хаҫат-журналне юратса вулаҫҫӗ // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 4 с.

Мускаври Чӑваш Республикин представителӗсемпе регионти ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче тӑрӑшакансен пӑхса хунӑ пӗрлехи проектсем те ҫук мар, вӗсене те пурнӑҫлассишӗн ырми-канми тӑрӑшмаллине палӑртнӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ентешсен форумӗнче чӑвашсен хӑйне евӗрлӗхне упрас тата аталантарас тӗллевсене палӑртнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/10/28/chva ... forumenche

18 ҫулти хӗрӗн ӗҫне цифра ботаника библиотекине кӗртӗҫ, ӳкерчӗке Мускаври Третьяков галерейинче кӑтартӗҫ.

Работу 18-летней девушки включат в цифровую ботаническую библиотеку, картину покажут в Третьяковской галерее в Москве.

Чӑваш хӗрӗн ӗҫне Третьяков галерейинче кӑтартӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33279.html

Вӑл тӑрӑшнипе вӗренекенсем Мускаври халӑх хуҫалӑхӗн ҫитӗнӗвӗсен куравне те хутшӑнма тивӗҫ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Янра, янра чун шӑнкӑравӗ // Юрий НИКИТИН. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d1%8f%d0% ... b0%d0%b2e/

Мускаври Ҫӗнтерӳ Парадне хутшӑннишӗн, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсемпе куҫа-куҫӑн калаҫса вӗсене тав сӑмахӗ калама пултарнишӗн савӑнатӑп.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнтерӳ Парачӗ // Нина РОМАНОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9419-pallash ... 03-06-2022

Мускаври Ҫӗнтерӳ Парадне лекесси ҫинчен нихӑҫан та шухӑшламан.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнтерӳ Парачӗ // Нина РОМАНОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9419-pallash ... 03-06-2022

Мускаври патшалӑх университетӗнче историпе филологи факультетӗнче вӗреннӗ.

Окончил историко-филологический факультет Московского государственного университета.

Пётр Фокина халалласа ҫавра сӗтел иртнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33199.html

Каярахпа вӑл куҫӑмсӑр майпа Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗнче, унтан Мускаври технологипе управленин патшалӑх университетӗнче професси пӗлӗвне тарӑнлатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫемье ӑшши - чун ӑшши // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10685 ... chun-shshi

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех