Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Мускаври (тĕпĕ: Мускав) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӑх писателӗ пуличчен малтан вӑл Етӗрне районӗнчи Ҫуткассинче ҫуралнӑ (ку событи 65 ҫул ӗлкӗрех пулнӑ), унтан, ытти пур ачасем пекех, утма вӗреннӗ, ултта кайсан парттӑ хушшине ларнӑ, ялти шкул хыҫҫӑн педтехникумра вӗренсе учитель ятне илнӗ, кайран Мускаври театр институчӗн литература факультетӗнче вӗреннӗ, Шупашкара таврӑнсан искусство учрежденийӗсенче ӗҫленӗ, унтан ӑна Совет Ҫарне илнӗ те, вӑл 1939 ҫулта шурӑ финсемпе ҫапӑҫса аманнӑ, Отечественнӑй Аслӑ вӑрҫӑ пуҫлансан каллех фронта кайнӑ, стрелковӑй рота командирӗ пулнӑ, дивизи хаҫатӗнче ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Умсӑмах // Паллӑ мар. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 2 с.

Вырӑс географи обществин Мускаври штаб-хваттерӗнче Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗпе Вырӑс географи обществи хушшинче пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫлесси ҫинчен калакан Килӗшӗве ҫирӗплетнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вырӑс географи обществин» регионти уйрӑмӗн Попечительсен канашне Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ертсе пырӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/09/virs ... -popechite

Талпӑнуллӑ пике ҫав хушӑрах Мускаври Ӳнерӗн халӑх университетӗнчи станок живопиҫӗпе графика факультетӗнче вӗреннӗ.

Целеустремленная красавица параллельно училась на отделении станковой живописи и графики Народного университета искусств в г. Москва.

Хурӑн хуппинчен илем ӑсталать // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35199.html

Пӗр фоторепортерӗ ӳкернӗ карточка Мускаври хӗрарӑмсен журналӗнче те пичетленсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

Чӑваш Енре ҫуралнӑ Евгений Степанов «Мускаври ӑстасем» конкурсра чи маттурри пулнӑ.

Евгений Степанов, уроженец Чувашии, стал победителем в конкурсе «Московские Мастера».

Пирӗн ентеш — чи лайӑх экскурсовод // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35193.html

Конкурса хутшӑнакансене Мускаври профессиллӗ тӳресем хакланӑ.

Участников конкурса оценивали профессиональные судьи из Москвы.

Чӑваш пуканипе ҫӗнтернӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35092.html

Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Мускаври Ҫӗнтерӳ парадӗнче тӗл пулнӑ хыҫҫӑн Казахстан, Киргизи, Таджикистан, Узбекистан тата Туркменистан президенчӗсем КХР председателӗпе Си Цзиньпинпа тепӗр хут тӗл пулусен ярӑмне ирттерӗҫ.

Побывав 9 мая на параде Победы в Москве президенты Казахстана, Киргизии, Таджикистана, Узбекистана и Туркмении вновь соберутся, чтобы провести серию встреч с председателем КНР Си Цзиньпином.

Китай Совет союзӗнчен юлнӑ уҫлӑхра хӑйӗн вӑйне ӳстерет // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/35027.html

Ӑна Мускаври режиссёр Александр Куприн Раҫҫейӗн Культура министерствин саккасӗпе ӳкернӗ.

Он снят московским режиссёром Александром Куприным по заказу Министерства культуры России.

Марина Карягина ҫинчен ӳкернӗ кинона кӑтартӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35015.html

Аса илтерер: Мускаври кино ҫуртӗнче чӑвашсен паллӑ ҫыравҫине, телертӳҫӗне тата кино ӑстине Марина Карягинӑна халалланӑ каҫ иртнине эпир пӗлтернӗччӗ.

Напомним, мы ранее сообщали о том, что в московском доме кино прошел творческий вечер, посвященный знаменитой чувашской писательнице, телеведущему и мастеру кино Марине Карягиной.

Марина Карягина ҫинчен ӳкернӗ кинона кӑтартӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35015.html

Сталин пуҫ пулса пурӑннӑ тапхӑрта ӑна сӑлтавсӑр-мӗнсӗр айӑпланӑ-мӗн, йӑмӑкне Мускаври больницӑна леҫеҫҫӗ, операци тунӑ хыҫҫӑн унӑн сывалас шанчӑкӗ пур, хӗр библиотекарӗн те кӑмӑлӗ тӗпренех улшӑнать: «Сан аҫу пирки эп йӑнӑшнӑ, каҫар мана ҫавӑншӑн», — тет…

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Чӑваш Республикинчен 30 шкул ачи Мускаври машинӑсем тӑвакан конструкторсен бюровне ҫитсе килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш ачисем - Мускавра // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61001

Пӗр хушӑ Мускаври «Металлист» заводра планпа производство уйрӑмӗнче ертӳҫӗ пулса ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Людмила ЕНЕДЕРОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/ce%d1%80%d1 ... 88%d0%bde/

Служба хыҫҫӑн Мускаври Сергей Орджоникидзе ячӗллӗ инженерипе экономика институтне вӗренме кӗрет, ӑна 1958 ҫулта пӗтерет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Людмила ЕНЕДЕРОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/ce%d1%80%d1 ... 88%d0%bde/

1933-1938 ҫулсенче Мускаври пединститутра вӗреннӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Людмила ЕНЕДЕРОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/ce%d1%80%d1 ... 88%d0%bde/

Вӗсем Мускаври пӗр институтра вӗренеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Пирӗн театр валли музыкӑллӑ произведенисем ҫырса пама пултаракан чӑвашсен талантлӑ композиторӗсем — икӗ опера ҫырма ӗлкӗрнӗ Ф. Васильев, А. Васильев-Асламас, Г. Хирбю, М. Алексеев, Т. Фандеев, В. Ходяшев, А. Петров тата ыттисем, паян кун та музыкӑллӑ спектакльсемпе ӗҫлекен солистсемпе хор коллективӗ, студире вӗренекенсем, симфони оркестрӗн коллективӗ, Ленинградри Ваганова ячӗпе хисепленекен хореографи училищинчен вӗренсе тухакан нацилле хореографи студийӗ, Мускаври ГИТИСра вӗренекен вокалистсен группи — акӑ вӑл чӑвашсен оперӑпа балет театрӗн никӗсӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Музыка коллективӗ ҫурални тата пулас оперӑпа балет театрӗн никӗсӗ // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

В. И. Чапаев рольне Петр Назиу (Одессӑри консерваторире вӗренсе тухнӑскер) ӑнӑҫлӑ вылярӗ, Туркасова княжна рольне — Мускаври театр институтӗнчен вӗренсе тухнӑ ҫамрӑк юрӑҫӑ Марта Понтрягина.

Куҫарса пулӑш

5. Музыка коллективӗ ҫурални тата пулас оперӑпа балет театрӗн никӗсӗ // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Кӑҫал пирӗн театр ҫумӗнчи студисене Мускаври государство институчӗн сцена мастерӗсем шефа илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4. Профессионалсем тата художествӑлла пултарулӑх ҫыннисем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Ҫапла вара, пирӗн студире вӗреннӗ А. Егорова (ЗЭИП сборщици), Р, Прокопьева (электроаппаратсем тӑвакан завод столовӑйӗнчи повар помощникӗ), В. Ильичев, 3. Захаров (колхозниксем) тата ыттисем те Мускаври аслӑ шкул студенчӗсем пулса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4. Профессионалсем тата художествӑлла пултарулӑх ҫыннисем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Пирӗн студире вӗренекенсенчен чылайӑшӗ хӑйсем ӗҫлекен ҫӗрте художествӑллӑ пултарулӑх коллективӗсене ертсе пыраҫҫӗ; театрти профессиллӗ хорта ӗҫлекенсенчен ҫурри ытла — хамӑр студирен вӗренсе тухнӑскерсем; кӑҫал Чӑваш АССР культура министерстви, театрпа пӗрле, вунӑ ҫамрӑка Мускаври театр искусствисен А. В. Луначарский ячӗпе хисепленекен государство институтне юрлама вӗренме ячӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Профессионалсем тата художествӑлла пултарулӑх ҫыннисем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех