Шырав
Шырав ĕçĕ:
Молоха (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
35. Енном ывӑлӗсен айлӑмӗнче Ваал киреметне туса лартрӗҫ, ҫавӑнта хӑйсен ывӑлӗсемпе хӗрӗсене вут-ҫулӑм витӗр кӑларса Молоха чӳклерӗҫ.
Иер 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Патша, никам та хӑйӗн ывӑлне, хӗрне вут-ҫулӑм витӗр кӑларса Молоха парне кӳме ан пултартӑр тесе, Енном ывӑлӗсен айлӑмӗнчи Тофет теекен вырӑна ирсӗрлентернӗ; 11. Иудея патшисем унччен Ҫӳлхуҫа Ҫуртне кӗмелли вырӑнта, Нефан-Мелех хайранӑн пӳлӗмӗсем ҫывӑхӗнче, Фаруримра, хӗвеле пуҫҫапса лашасем тытнӑ, Иосия ҫав йӑлана пӑрахӑҫланӑ, лашасене кӳлекен урапасене — хӗвел ураписене — ҫунтарса янӑ.
4 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. ҫакна Израиль ывӑлӗсене кала: Израиль ывӑлӗсенчен е Израиль ҫыннисем хушшинче пурӑнакан ютран килнӗ ҫынсенчен кам та кам хӑйӗн ачине Молоха парать, ҫавна тытса вӗлерччӗр: ҫак ҫӗрти ҫынсем ӑна чулпа персе вӗлерччӗр; 3. Эпӗ Хамӑн сӑнӑма ҫав ҫын енне ҫавӑрӑп, Манӑн сӑваплӑ вырӑнӑма ирсӗрлентермешкӗн, Манӑн сӑваплӑ ятӑма хисепрен кӑлармашкӑн хӑйӗн ачине Молоха панӑшӑн ӑна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗп; 4. ҫав ҫын хӑйӗн ачине Молоха панине курса, ҫак ҫӗрти халӑх ӑна куҫ хывмасассӑн, ӑна вӗлермесессӗн, 5. Эпӗ Хамӑн сӑнӑма ҫав ҫын енне, унӑн йӑхӗ енне ҫавӑрӑп, ӑна хӑй халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗп, Молох хыҫҫӑн асса ҫӳреме ун хыҫҫӑн кайнисене те пурне те пӗтерӗп.
Лев 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Хӑвӑн ачусене Молоха ӗҫлесе тӑма ан пар, хӑвӑн Турру ятне хисепрен ан кӑлар.21. Из детей твоих не отдавай на служение Молоху и не бесчести имени Бога твоего.
Лев 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1