Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Молот сăмах пирĕн базăра пур.
Молот (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Капарин хӑйӑр ҫине патакпа «молот, серп» сӑмахсене чӗрмелесе ҫырчӗ, унтан сивчирлӗ ҫынӑнни пек йӑлтӑртатакан куҫӗсемпе Григорие питрен тӗсесе пӑхрӗ:

— Капарин палочкой начертил на песке слова «молот, серп», потом впился в лицо Григория горячечно блестящими глазами:

XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Ун пек пулсан, ан тив Давыдов «Молот» хаҫатра пӗлтерӳ ҫаптарса кӑлартӑр: пуҫилле янӑ ҫынсене, хӑйсен вӑхӑтне пурӑнса ирттернисене, пурне те колхоза илетпӗр, тесе пӗлтертӗр… — терӗ вӑл Андрей Разметнова.

— Тогда уж пущай Давыдов объявление в «Молоте» пропечатает, что всех ссыльнопоселенцев, какие отбыли выселку, он в колхоз будет принимать… — говорил он Андрею Размётнову.

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫӗрлесенче ял Советӗнчен е Титокӑн пысӑк ҫуртӗнче вырнаҫнӑ колхоз правленинчен таврӑнсан, Давыдов тахҫанчченех пӳлӗмӗ тӑрӑх уткаласа ҫӳрет, пирус туртать, унтан, почтальон кӳрсе панӑ «Правда» тата «Молот» хаҫатсене вулакалать те, шухӑшӗпе каллех Гремячий Лог хуторӗнчи ҫынсем ҫине, колхоз ҫине, куллен пулса иртекен ӗҫсем ҫине куҫать.

По ночам, придя из сельсовета или из правления колхоза, разместившегося в просторном Титковом доме, Давыдов долго ходил по комнате, курил, потом читал привезенные кольцевиком «Правду», «Молот» и опять в размышлениях возвращался к людям из Гремячего, к колхозу, к событиям прожитого дня.

13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

«Молот» хаҫатӑн виҫӗ экземплярӗ кун каҫиччен мӗнпур килсене ҫитсе ҫаврӑнчӗ, каҫ пулнӑ ҫӗре вара вӗсенчен ҫупа вараланса пӗтнӗ, нӳрелсе, сӳсленсе кайнӑ татӑк-кӗсӗксем кӑна тӑрса юлчӗҫ.

Три экземпляра «Молота» за день обошли все дворы, к вечеру превратились в засаленные, влажные, лохматые лоскутки.

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех