Шырав
Шырав ĕçĕ:
1. Иофор — Мадиан священникӗ, Моисей хунӗ — Ҫӳлхуҫа Израиле Египетран илсе тухсассӑн Турӑ Моисейпе Хӑйӗн халӑхӗшӗн, Израильшӗн, мӗн-мӗн тунине пурне те илтсе пӗлнӗ, 2. Моисей хунӗ Иофор вара Сепфорӑна — Моисей арӑмне, унччен ашшӗ патне хӑварнӑскере — 3. тата унӑн икӗ ывӑлне Моисей патне ертсе кайнӑ, вӗсенчен пӗри Гирсам ятлӑ пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн Моисей: эпӗ ют ҫӗре килсе пурӑннӑ ҫын, тенӗ; 4. тепӗри Елиезер ятлӑ пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн [вӑл]: аттем Турри мана пулӑшаканӗ пулчӗ, мана фараон хӗҫӗнчен хӑтарчӗ, [тенӗ].
Тух 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Унтан [Моисей] пӗтӗмӗшпе ҫунтарса пама така илсе пынӑ, Ааронпа унӑн ывӑлӗсем аллисене така пуҫӗ ҫине хунӑ; 19. Моисей ӑна пуснӑ та юнӗпе парне вырӑнӗ ҫине пур енчен те сирпӗтсе тухнӑ; 20. такине пайӑн-пайӑн касса вакланӑ, Моисей вара така пуҫне, касса вакланӑ пайӗсемпе ҫӑвне ҫунтарса янӑ; 21. ӑш-чиккипе урисене шывпа ҫуса тасатнӑ та Моисей такана парне вырӑнӗ ҫинче пӗтӗмпех ҫунтарса янӑ: ку — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнӗ кӑмӑллӑ, ырӑ шӑршӑллӑ парне, Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, ку — Ҫӳлхуҫана кӳнӗ парне.
Лев 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Иисус сӑмахне малалла тӑснӑ: Эпӗ пӗр ӗҫ турӑм та, эсир пурсӑр та тӗлӗнетӗр; 22. Моисей сире ӳт кастарма хушнӑ, — ку йӑла Моисейрен те мар, аҫӑрсенчен тухнӑ, — эсир ӗнтӗ шӑматкун та ӳт касатӑр; 23. Моисей саккунне пӑсас мар тесе, ҫын шӑматкун та ӳт кастарать пулсан, мӗнле-ха эсир Мана Эпӗ шӑматкун ҫынна пӗтӗмпех сыватнӑшӑн ҫилленетӗр?
Ин 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫавӑн хыҫҫӑн вара Иисус Рувим йӑхне, Гад йӑхне, Манассиян ҫур йӑхне чӗнсе илнӗ те каланӑ: 2. эсир Ҫӳлхуҫа чури Моисей хӑвӑра мӗн каласа хӑварнине пурне те пурӑнӑҫларӑр, эпӗ мӗн хушнине те пурне те итлерӗр; 3. эсир хӑвӑр тӑванӑрсене пӑрахса хӑвармарӑр, нумай хушӑ, паян кунчченех, вӗсемпе пӗрле пултӑр, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑрӑн Туррӑр, пурӑнӑҫлама хушнине пурӑнӑҫларӑр: 4. халӗ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа, хӑвӑрӑн Туррӑр, вӗсене мӗн каланине турӗ — сирӗн тӑванӑрсене тӑнӑҫлӑх пачӗ; эппин, килӗр чатӑрӑрсене, Ҫӳлхуҫа чури Моисей хӑвӑра Иордан леш енче панӑ еткерлӗх ҫӗрӗре таврӑнӑр; 5. анчах эсир ӳкӗтсене тата Ҫӳлхуҫа чури Моисей хӑвӑра халалланӑ саккуна тӗрӗс тытса тӑма тӑрӑшӑр: Ҫӳлхуҫа Туррӑра юратӑр, Вӑл кӑтартнӑ ҫулпа ҫӳрӗр, Унӑн ӳкӗчӗсене уяса пурӑнӑр, Ун ҫумне ҫыпӑҫӑнӑр, пӗтӗм чӗрепе, пӗтӗм чунпа Ӑна пӑхӑнса тӑрӑр, тенӗ.
Нав 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара Халев — Кенезей ҫынни, Иефонния ывӑлӗ — ӑна каланӑ: Кадес-Варни хулинче манпала сан ҫинчен Ҫӳлхуҫа Моисее, Турӑ ҫыннине, мӗн каланине пӗлетӗн эсӗ; 7. Ҫӳлхуҫа чури Моисей мана Кадес-Варни хулинчен ҫӗр пӑхма янӑ чухне эпӗ хӗрӗхреччӗ; эпӗ ӑна мӗн курнине, чӗремре мӗн пуррине, каласа патӑм: 8. манпа пӗрле ҫӳренӗ тӑванӑмсем хӑйсен сӑмахӗпе халӑха хӑратса пӑрахрӗҫ, эпӗ вара шӑпах Ҫӳлхуҫа Туррӑм хушнӑ пек турӑм; 9. ҫав кунхине Моисей тупа туса каларӗ: «санӑн уру утса ҫӳренӗ ҫӗр ӗмӗрлӗхе санӑн, санӑн ачусен еткер ҫӗрӗ пулӗ, мӗншӗн тесессӗн эсӗ шӑпах Ҫӳлхуҫа Туррӑм хушнӑ пек турӑн» терӗ; 10. акӑ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа, Хӑй каланӑ пек, мана паянхи кунччен усрарӗ; Ҫӳлхуҫа Моисее ҫав сӑмаха каланӑранпа хӗрӗх пилӗк ҫул иртсе кайрӗ, Израиль халӑхӗ пушхирте ҫӳрерӗ; халӗ акӑ эпӗ сакӑрвун пиллӗкре; 11. анчах эпӗ халӗ те Моисей мана ҫӗр пӑхма янӑ чухнехи пекех ҫирӗп: унччен мӗнле вӑй-халлӑ пулнӑ, халӗ те ҫавӑн пекех — вӑрҫӑ вӑрҫма та, кӗрсе-тухса ҫӳреме те пултаратӑп; 12. эппин, ҫав кунхине Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, ҫак ту-сӑрта мана пар; ҫав кунхине эсӗ ху та илтрӗн, унта Енак ывӑлӗсем [пурӑнаҫҫӗ], хулисем вӗсен пысӑк, тӗреклӗлетнӗ хуласем; тен, Ҫӳлхуҫа манпа пӗрле [пулӗ те], эпӗ вӗсене, Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, хӑваласа ярӑп, тенӗ.
Нав 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Моисей Рувим йӑхне ӑрӑвӗсем тӑрӑх еткер ҫӗр панӑ: 16. вӗсен ҫӗрӗн чикки Арнон юхӑм шывӗ хӗрринчи Ароер пулнӑ, вӗсене акӑ мӗн-мӗн тивнӗ: Арнон айлӑмӗнчи хула, Медева ҫумӗнчи пӗтӗм тӳремлӗх, 17. Есевон тата ун таврашӗнчи тӳремлӗхри мӗнпур хула: Дивон, Вамоф-Ваал, Беф-Ваал-Меон, 18. Иааца, Кедемоф, Мефааф, 19. Кириафаим, Сивма, Емек тӑвӗ ҫинчи Цереф-Шахар, 20. Беф-Фегор, Фасга ту аркинчи вырӑнсем, Беф-Иешимоф, 21. тӳремлӗхри пӗтӗм хула, аморрейсен патшийӗн Сигонӑн пӗтӗм патшалӑхӗ; ӑна, Есевонра патшара ларнӑскере, Моисей вӗлернӗ; ҫавӑн пекех Моисей мадиансен ҫулпуҫӗсене Евия, Рекема, Цура, Хура, Ревӑна та пӗтернӗ, лешӗсем ҫав ҫӗршывра Сигона пӑхӑнса пурӑннӑ пулнӑ; 22. вӗсене вӗлернӗ чухне Израиль ывӑлӗсем Веор ывӑлне Валаам пӗлӗмҫе те хӗҫпе касса вӗлернӗ.
Нав 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Рувимпа Гад йӑхӗсене тата Манассиян ҫур йӑхне вара Иисус ҫапла каланӑ: 13. хӑвӑра Ҫӳлхуҫа чури Моисей мӗн каланине аса илӗр-ха, вӑл: Ҫӳлхуҫа Туррӑр сире канӑҫлӑх кӳрсе ҫакӑ ҫӗре пачӗ, тенӗ; 14. сирӗн арӑмӑрсем, ачӑр-пӑчӑр тата выльӑхӑр-чӗрлӗхӗр Моисей хӑвӑра Иордан леш енче панӑ ҫӗр ҫинчех юлччӑр; хӑвӑр вара — вӑрҫа юрӑхлисем — пурте кӑрал тытса тӑванӑрсем умӗнчен пырӑр, 15. Ҫӳлхуҫа [Туррӑр], хӑвӑра тивӗҫтернӗ пек, сирӗн тӑванӑрсене те канӑҫлӑх кӳриччен, вӗсем те Ҫӳлхуҫа Туррӑр паракан еткер ҫӗре иличчен вӗсене пулӑшса пырӑр; кайран хӑвӑрӑн ҫӗрӗре таврӑнӑр та унта — Ҫӳлхуҫа чури Моисей панӑ ҫӗр ҫинче, Иордан леш енчи хӗвелтухӑҫ еннелли ҫӗр ҫинче — хуҫа пулса пурӑнӑр, тенӗ.
Нав 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа чури Моисей вилсессӗн, Иисуса — Нав ывӑлне, Моисей ҫумӗнче ӗҫлесе тӑнӑ ҫынна — Ҫӳлхуҫа каланӑ: 2. Манӑн чурам, Моисей, вилчӗ; ӗнтӗ тӑр та ҫак Иордан шывӗ урлӑ каҫса кай: ху та, ҫак мӗнпур халӑх та Эпӗ вӗсене, Израиль ывӑлӗсене, паракан ҫӗр ҫине каҫӑр, тенӗ.
Нав 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ҫакна хирӗҫ Иисус — Нав ывӑлӗ, Моисей патӗнче ӗҫлесе тӑраканскер, Моисей суйласа илнӗ ҫынсенчен пӗри — каланӑ: эй Моисей хуҫамӑм! чар вӗсене, тенӗ.
Йыш 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34-35. Вара Моисейпе Аарон тата халӑх пуҫлӑхӗсем Кааф ывӑлӗсене пуху чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑма ӗҫе юрӑхлисене пурне те, вӑтӑр ҫулхисенчен пуҫласа аллӑ ҫула ҫитнисем таран, хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ; 36. вара, вӗсене ӑрӑвӗсем тӑрӑх шутласа тухсассӑн, икӗ пин те ҫичҫӗр аллӑ ҫын пулнӑ: 37. ҫаксем — Кааф ӑрӑвӗсен шутне кӗнисем, пурте пуху чатӑрӗ таврашӗнче ӗҫлесе тӑракансем; Ҫӳлхуҫа Моисей урлӑ хушнипе вӗсене Моисейпе Аарон шута илсе тухнӑ.
Йыш 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Моисей хӑйӗн аллисене ҫӗклесе тӑнӑ чухне Израиль ҫӗнтерсе пынӑ, аллисене аялалла ярсассӑн, Амалик ҫӗнтере пуҫланӑ; 12. анчах Моисейӗн аллисем йывӑрланса ҫитнӗ, вара чул илнӗ те ӑна Моисей айне хунӑ, вӑл чул ҫине ларнӑ.
Тух 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пӗрремӗш кунах, каҫхи апат хыҫҫӑн, тӑлӑх арӑм хулӑн кӗнеке туртса кӑларчӗ те мана хӑмӑш хушшинче тупнӑ Моисей ҫинчен вуласа кӑтартма тытӑнчӗ, эпӗ питӗ кӑсӑкланса кайрӑм, ӗҫ мӗнпе вӗҫленессине чӑтма ҫук пӗлес килет; анчах тӑлӑх арӑм сасартӑк каларӗ хучӗ: ҫав Моисей тенӗскер тахҫанах вилнӗ иккен, вара мана кӗнеке тӳрех кӑсӑклантарма пӑрахрӗ: вилнӗ ҫынсем мӗне кирлӗ-ха мана?
Пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
28. Вӗсем ӑна питлесе каланӑ: эсӗ — Унӑн вӗренекенӗ, эпир вара — Моисей вӗренекенӗсем; 29. эпир Моисейпе Турӑ калаҫнине пӗлетпӗр, Ку ӑҫтан иккенне пӗлместпӗр, тенӗ.
Ин 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Моисей те ӗненнӗ, ӳссе ҫитӗнсессӗн, Моисей хӑйне фараон хӗрӗн ывӑлӗ теме пӑрахнӑ; 25. ҫылӑха кӗрсе пӗр авка киленсе пурӑннинчен вӑл Турӑ халӑхӗпе пӗрле асапланса пурӑнма хавасрах пулнӑ; 26. Христос тӳснӗ мӑшкӑла Египетри мулран пысӑка хунӑ — вӑл пулас ырӑлӑха шанса тӑнӑ.
Евр 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Эй Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, пире Моисей урлӑ каланӑ пек, Эсӗ пирӗн тӗлӗшрен питех те ырӑ кӑмӑллӑ пултӑн, пире питех те хӗрхентӗн, 28. Хӑвӑн Моисей чуруна Израиль ывӑлӗсем валли Хӑвӑн саккунна ҫырма хушнӑ кун Эсӗ ун урлӑ ҫапла каланӑ: 29. «Манӑн сӑмахӑма итлемесессӗн, Эпӗ вӗсене халӑхсем хушшине салатса ярӑп та, ҫак аслӑ та нумай йышлӑ халӑх вара вӗсем хушшинче кӗҫӗне юлӗ. 30. Эпӗ вӗсем Мана итлемессе пӗлетӗп, мӗншӗн тесессӗн вӗсем — чурӑс халӑх; анчах хӑйсене куҫарса кайнӑ ҫӗр ҫинче вӗсем хӑйсен чӗрине тӑнлама пуҫлӗҫ, 31. вара Эпӗ вӗсен Ҫӳлхуҫа Турри пулнине пӗлӗҫ. Эпӗ вӗсене чӗре парӑп та — ӑнланӗҫ, хӑлха парӑп та — илтӗҫ. 32. Вара хӑйсене куҫарса кайнӑ ҫӗр ҫинче Мана аслӑлама тытӑнӗҫ, Манӑн ятӑма асӑнма пуҫлӗҫ, 33. хӑйсен чурӑслӑхне, усал ӗҫӗсене пӑрахӗҫ: Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗнӗ ашшӗсенӗн ҫулне аса илӗҫ. 34. Вара Эпӗ вӗсенӗн ашшӗсене Авраама, Исаака, Иакова тупа туса хӑйсене пама пулнӑ ҫӗр ҫине тавӑрӑп та, вӗсем ӑна тытса тӑма тытӑнӗҫ; вӗсене йышлӑлантарӑп — ӗнтӗ сахалланмӗҫ. 35. Эпӗ вӗсенӗн Турри пулӑп, вӗсем вара Манӑн халӑхӑм пулӗҫ тесе вӗсемпе ӗмӗрлӗхе халал хывӑп, Хамӑн Израиль халӑхне хӑйсене панӑ ҫӗршывран хӑваласа ямӑп» тенӗ.
Вар 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Елеазар священникпа Нав ывӑлӗ Иисус тата Израиль йӑхӗсенчи ӑру пуҫлӑхӗсем Израиль ывӑлӗсене Ханаан ҫӗрӗнче еткерлӗх ҫӗр акӑ епле уйӑрса панӑ: 2. Ҫӳлхуҫа Моисей урлӑ хушнӑ пек, ҫав ҫӗре вӗсем тӑхӑр йӑха тата [Манассиян] ҫур йӑхне шӑпа ярса валеҫнӗ, 3. ӗнтӗ икӗ йӑхпа [Манассиян] тепӗр ҫур йӑхне Моисей Иордан леш енчех еткерлӗх ҫӗр панӑ, левитсене вара вӗсем хушшинче еткерлӗх пай паман; 4. Иосиф ывӑлӗсенчен икӗ йӑх — Манассия йӑхӗпе Ефрем йӑхӗ — тухнӑ; левитсене ҫӗр пайне кӳртмен, вӗсене пурӑнма хуласем [анчах] панӑ, тата выльӑх-чӗрлӗх усрама, мӗн кирлине тивӗҫтерсе тӑма хула таврашӗнче уй-хир панӑ.
Нав 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫӳлхуҫа чури Моисейпе Израиль ывӑлӗсем вӗсене вӗлерсе пӗтернӗ; вара Ҫӳлхуҫа чури Моисей вӗсен ҫӗрӗсене Рувим йӑхӗпе Гад йӑхне, Манассиян ҫур йӑхне еткерлӗхе валеҫсе панӑ.
Нав 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Унтан Иисус Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррине парне кӳмешкӗн Гевал тӑвӗ ҫинче парне вырӑнӗ тутарнӑ, 31. Ҫӳлхуҫа чури Моисей Израиль ывӑлӗсене халалласа хӑварнӑ пек, Моисей саккунӗ кӗнекинче ҫырнӑ пек, парне вырӑнне чутламан пӗр пӗтӗм чул катрамӗсенчен — чулӗсене тимӗр тивертмесӗр — тунӑ; ун ҫинче Ҫӳлхуҫана парне кӳнӗ: пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнепе тӑнӑҫлӑх парни кӳнӗ.
Нав 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Моисей Израиль ывӑлӗсене каласа панӑ саккун ҫакӑ ӗнтӗ; 45. хӑйсем Египетран тухнӑ хыҫҫӑн Моисей Израиль ывӑлӗсене [пушхирте] каланӑ ӳкӗтсем, йӗркесем, туса тӑмалли йӑласем ҫаксем ӗнтӗ; 46. ҫакна вӑл Египетран тухнӑ хыҫҫӑн Иордан леш енче, Беф-Фегорпа тӗлме-тӗл выртакан айлӑмра, хӑй Израиль ывӑлӗсемпе пӗрле ҫапса салатнӑ Сигон ҫӗрӗнче — Есевонра пурӑннӑ аморрейсен патшийӗн ҫӗрӗнче — каласа панӑ.
Аст 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Моисей вара вӗсем тӗлӗшӗнчен мӗн тумаллине Елеазар священника, Нав ывӑлне Иисуса тата Израиль йӑхӗсен пуҫлӑхӗсене пӗлтернӗ, 29. Моисей вӗсене каланӑ: Гад ывӑлӗсемпе Рувим ывӑлӗсем пурте кӑрал тытса сирӗнпе пӗрле Ҫӳлхуҫа умӗнче Иордан леш енне вӑрҫӑпа кайсассӑн, унти ҫӗре пӑхӑнтарсассӑн, вӗсене Галаад ҫӗрне парӑр; 30. кӑрал тытса сирӗнпе пӗрле [Ҫӳлхуҫа умӗнче вӑрҫа каймасассӑн, вӗсен хуҫалӑхне, кил-йышне, выльӑх-чӗрлӗхне хӑвӑр умӑртан Ханаан ҫӗрне ярӑр], вӗсем сирӗнпе пӗрле Ханаан ҫӗрӗнче пай илӗҫ, тенӗ.
Йыш 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.