Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Мирун (тĕпĕ: мир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мирун пысӑк хапхана кайса уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мирун лашине кӳлсе тӑратрӗ, каҫхинех ҫӗтӗк-ҫурӑк татӑкӗпе чӗркенӗ ҫурлисене урапа ҫине хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мирун, ыран, Шурӑмпуҫ ҫӑлтӑрӗпех тӑрса, лашана кӳлсе хур.

Куҫарса пулӑш

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сыснасене, яланхи пекех, паян та Мирун апатлантарчӗ, тислӗкне те вӑлах тасатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫак самантра чӑмӑрӗпе ыйӑхлӑ куҫӗсене йӑваласа, ун-кун пӑхкаласа, картишӗнчи пӳртрен Мирун персе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ҫук — ҫурмалла, Мирун.

Куҫарса пулӑш

Мирунпа Нурулла // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ашшӗпе Нурулла килсе кӗрсен, тӗлӗрме пуҫланӑ Мирун (вӑл нихҫан та салтӑнса ҫывӑрмасть) вӑштах сиксе тӑчӗ, хӑраса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Мирунпа Нурулла // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хуҫалӑхри пӗтӗм хура ӗҫе ҫав Мирун туса тӑрать те ӗнтӗ: мӗнпур выльӑх-чӗрлӗхне, хур-кӑвакалӗпе чӑххи-чӗппине пӑхать (ҫӑмартисене каҫкӳлӗм пӗчӗккисем пухаҫҫӗ)., картишне шӑлса тасатать, аки-сухине тӑвать, супӑнь ещӗкӗсене ҫӗклет, тикӗтпе краҫҫын пичкисене кустарать.

Куҫарса пулӑш

Мирунпа Нурулла // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗрин ҫинче Сахарӑн «пурте килте ҫук» Мирун ятлӑ аслӑ ывӑлӗ выртса-тӑрса пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

Мирунпа Нурулла // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кулӑшӗ те ҫук унта, Мирун сӳпӗлтетнинче.

Да и ничего смешного нет в пустой брехне Мируна…

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Мирун куҫӗ тӗлне пулас мар тесе Ваҫук пусмапа лупас тӳпинчи утӑ ҫине выртрӗ, шӑннӑ аллисене ҫанӑ ӑшне хире-хирӗҫ чикрӗ.

Не желая никого видеть, тем более Мируна, Вазюк взобрался на сеновал и, сунув озябшие руки в рукава, свернулся калачиком.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Темшӗн юратмасть Мирун Ваҫука.

И Вазюк все время чувствовал, что Мирун не любит его, только не понимал — за что.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӑшӗ Мирун тет, хӑшӗ — Мӑрси.

Кто-то Мируном, кто-то — Мырзой.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Тен, мӑйӑр ҫитерсе кӑтартма? — йӗплесе илчӗ Мирун.

— Да орехами станут угощаться — подковырнул Мирун.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Мирун Петӗрне милиционерсем кирлӗ ҫӗре тӗрӗс-тӗкел илсе ҫитерес-тӗк, ун урлӑ хурахсен кӑнтӑр енчи ҫыннисене тупса тытма пулатчӗ, тен.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Каярах, вӑрттӑн хуралта ларса, милиционерсем Мирун Петӗрне тытаҫҫӗ, анчах лешӗ милици уйрӑмне ӑсатнӑ чухне тарма хӑтланать те, ӑна вилмеллех персе лектереҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӗсем хушшинче вӑл Шункӑт ялӗнчи Мирун Петӗрне, Тукай Мишер ялӗнчи Хуснутдинов Сатретдина палласа илнӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ҫыннин ятне те пӗлтеретӗп: Мирун Петӗрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Мирун хушшинчи пӗвене чавса ҫӗнетнӗ чухне тӑприне Варринчи пӗвен сылтӑм ҫыранне самаях купаларӑмӑр.

При обновлении плотины в окрестности Мирона, большой объем вынутого грунта отложили на правом берегу Срединного пруда.

Илтни, хам пӗлни... // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.

— Салам, ялан выҫӑ ҫӳрекен ҫын! — тесе саламлать​ Мирун.

— Здорово, всегда голодный человек! — приветствует он Мирона.

Ман сан ҫине кунӗпе пӑхмалла // Евгений Турхан. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... e-pkhmalla

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех