Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Мински (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шартах сиксе ӳкнӗ Мински Дуньӑна ҫӗклесе тӑратма тӑнӑ, ҫав вӑхӑтрах хӑй сасартӑк алӑк патӗнче тӑракан ватӑ станца пуҫлӑхне курнӑ та, Дуньӑна хӑварса, ҫиллипе чӗтресе ун патне пынӑ.

Испуганный Минский кинулся ее подымать и, вдруг увидя в дверях старого смотрителя, оставил Дуню и подошел к нему, дрожа от гнева.

Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Дуня модӑн мӗн пур чаплӑлӑхӗпе тумланнӑскер, Мински ларнӑ кресло хӗрринче англи йӗнерӗ ҫинчи пек ларнӑ.

Дуня, одетая со всею роскошью моды, сидела на ручке его кресел, как наездница на своем английском седле.

Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Питӗ те капӑр пӳлӗмре шухӑша кайса Мински ларнӑ.

В комнате, прекрасно убранной, Минский сидел в задумчивости.

Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Ҫак шухӑшпа вӑл икӗ кун иртсен Мински патне каллех пынӑ; анчах ҫар ҫынни лакей ӑна сиввӗн: улпут никама та йышӑнмасть, тесе пӗлтернӗ те малти пӳлӗмрен кӑкӑрӗпех тӗртсе кӑларса янӑ, хыҫӗнчен алӑка шатлаттарса хупса хунӑ.

Для сего дни через два воротился он к Минскому; но военный лакей сказал ему сурово, что барин никого не принимает, грудью вытеснил его из передней и хлопнул двери ему под нос.

Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Мински ун ҫине хӑвӑрттӑн пӑхса илнӗ, хӑй хӗрелсе кайнӑ, старике аллинчен тытса кабинета ҫавӑтса кӗртнӗ, кабинета кӗрсен, хӑй хыҫӗнчен алӑкне питӗрсе хунӑ.

Минский взглянул на него быстро, вспыхнул, взял его за руку, повел в кабинет и запер за собою дверь.

Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Мински ун патне халат тата хӗрлӗ шӗвӗр калпак тӑхӑнса тухнӑ.

Минский вышел сам к нему в халате, в красной скуфье.

Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Часах вӑл Мински ротмистр Питӗрте Демутов трактирӗнче пурӑннине шыраса тупнӑ.

Вскоре узнал он, что ротмистр Минский в Петербурге и живет в Демутовом трактире.

Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Ҫул ҫӳрекенсен хучӗсене ҫырса пымалли кӗнеке тӑрӑх вӑл Мински ротмистор Смоленскран Питӗре кайнӑ пулнине пӗлнӗ.

Из подорожной знал он, что ротмистр Минский ехал из Смоленска в Петербург.

Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех