Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Микула сăмах пирĕн базăра пур.
Микула (тĕпĕ: Микула) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чул ҫурт умӗнче Микула тӑнине пуринчен малтан Касмухха асӑрхарӗ те: — Пӑхӑр-ха, пӑхӑр! Эсир ӑна ҫамрӑк арӑмӗнчен ытарса уйрӑлаймӗ тесе калаҫатӑр! Вӑл пирӗнтен малтан ҫитсе тӑнӑ! Ай, Микула! — тӑрӑхланӑн кулса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микула йӗкӗте тыттарса яма чышкине чӑмӑрланӑччӗ кӑна — чугун ҫул ҫинче ӗҫлекенсен тумне тӑхӑннӑ, вӑтӑр пилӗк ҫулалла ҫитнӗ арҫын Микулан пештӗр кантрине тытнӑ йӗкӗт патне пычӗ те: — Путсӗр этем! Чипер ларакан ҫын ҫумне ма ҫыпҫӑнатӑн?! Сирӗл ун патӗнчен! — терӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мавра Сантӑрсем патне кайса Микула ҫинчен мӗнле элек сарнине каласа пачӗ те: — Тӗттӗмленсен, ялтан таврӑннӑ чухне, каллех Сантӑрсен тӗлне ҫитрӗм. Пӑхатӑн: вӗсен хапхинчен Ҫтаппан тухрӗ. Вӑл унта мӗн ӗҫпе килнине пӗлесшӗн Сантӑрсем патне кӗтӗм. Сантӑрпа Наҫтик халь-халь тытӑҫса каяс пек лараҫҫӗ. Ятлаҫма та эпӗ пырса кӗнипе кӑна чарӑннӑ пулмалла. Вӑлтсан-вӑлтсан, вӗсем мана Ҫтаппан хӑтана килни, Анука Микулана качча пама шутламанни ҫинчен каласа пачӗҫ. Вӑт, мӗнпур савӑнӑҫ ҫавӑнта, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мавра Микулана пӑсайман пек е тата Микула хӗре хӑй патне илсе кайма ӗлкӗрнӗ пек те туйӑнчӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

XII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сантӑр Микула укҫа лайӑх ӗҫлесе килнине ҫеҫ мар, ун пирки ялта кӗвӗҫсе калаҫнине, ҫуркунне Микуласемпе Атӑл ҫине каяс текенсем пуррине те пӗлет.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лукарье сӑра тултарнӑ куркине Микула енне кӑнтарчӗ те, сӑлтава пула упӑшки сӑнасран хӑрамасӑр, Микулана куҫран пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах Микулана хӑна тӑвасшӑннипе мар, хӑй пуянлӑхне кӑтартса, Микула чунне пӑшӑрхантарма май килнӗрен.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Михха, тус-йышлӑн курӑнма тӑрӑшса, аллине Микулан хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ те: — Ельпох та килӗшетӗн эсӗ мана, Микула… Санпала эпӗ ҫӗр ҫинчен, пурин ҫинчен те сӳтсе явма хатӗр. Анчах ура ҫинче калаҫни ӑша кӗмест. Сӗтел хушшинче, пыл сӑра умӗнче чӗлхе ҫаврӑнарах парать, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Михала, Сашша, Микула, Павӑл — пехил турра! — ҫӗр касса илнӗ, ӳсӗҫ, ҫын та пулӗҫ, ашшӗне вӗсемшӗн намӑса кӗмелле пулмӗ, — тесе савӑннӑччӗ Элкей Микули, пурнӑҫ ӑнса пынӑ ҫулсенче.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ырӑ кӑмӑллӑ Микулана пуҫ ҫапнӑ хыҫҫӑн балладӑри Микула тиха пусасшӑн — арӑмне сыватас тесе чӳк тӑвасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Ишек // Наг ТУРАН. Самант, 2013, 11№

Микула, поезд тапрансан, вагон ҫине сиксе ларчӗ…

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл вӑрӑ-хурахсем хуҫасене асаплантарса вӗлерни ҫинчен Микула каласа панисене аса илчӗ те, пӗҫҫи тӑрӑх вӗри йӗпе юхса анчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑт, мунчине Микула мар, хӑех вут тӗртни ҫинчен хут тутарса илесчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗррехинче Ҫтаппан Миххапа икӗ тусӗ пристань тӑрӑх уткаласа ҫӳренине курчӗ те Кузнецовпа Микула калаҫнине аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эсир шыракан Микула ним сас-хурасӑр ҫухалнӑ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑй Микула маррине ӗнентерессе вӑл ним иккӗленмесӗрех шанчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Полици участокӗнче Ваҫлие эсӗ Ваҫли мар, эсӗ Ҫтаппан ывӑлӗ Микула терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ана Микула тесе тытса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫамрӑк хӗрарӑмсем киле кайма ӗлкӗрейменнине, вӗсене Микула ӑсатма килессе Мошков пӗр иккӗленмесӗр ӗненчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микула пулмасан, вӑл нихҫан та хулана килместчӗ, ку мӑшкӑла курмастчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех