Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Машенькӑна (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эпӗ унӑн арӑмне, Машенькӑна, питӗ лайӑх пӗлетӗп.

— Я очень хорошо знаю его жену Машеньку.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Ӑслӑ, ырӑ ашшӗ, Машенькӑна тата унӑн тӑватӑ йӑмӑкне хӑй патне ӳстерме илнӗ мӑнаҫлӑ та ача-пӑчана хытӑ тытакан мӑнаккӑшӗ.

Умный, добрый отец, чопорная, строгая тетка, взявшаяся воспитывать ее, Машеньку, и четырех ее сестер.

Ҫӗнӗ ҫурт // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Тантӑшӗсем котелоксем йӑтса пурте иртсе кайнине пӗри ҫеҫ юлнине асӑрхасан, Лена ӑна: — Вера, Машенькӑна кала: эпӗ халех пыратӑп, — терӗ.

Увидев, что проходит последняя подруга с котелком, Лена сказала ей: — Вера, передай Машеньке, что я сейчас!

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Федьӑпа Машенькӑна ҫилентересрен хӑратӑн-и?

— Машеньку с Федей боишься обидеть?

25-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ вӑл Машенькӑна сана чӗнме янине куртӑм вӗт: «Коншака чӗнӗр, илсе килӗр», тенине те илтрӗм.

Я видел, он уже Машеньку за тобой присылал: «Дать-подать мне Коншакова».

25-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех