Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кӗтсех (тĕпĕ: кӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Яла договорпа ӗҫлеме кайсан вара — эрнере тӑватҫӗр-пилӗкҫӗр тенкӗ алла кӗрессе кӗтсех тӑр.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Эпир пырасса кӗтсех тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Чӗре чирлӗ чух кӗтсех тӑр: ҫӗр ҫинче пурӑнакан ҫыннӑн чи юлашки инкекӗ — вилӗм — ҫитсе ҫапӗ те, леш тӗнчене ӑсанӑн.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Анчах эпӗ, малтанхи хурав ҫавӑн пек пулассине кӗтсех тӑраканскер, шикленсех ӳкмерӗм-ха, ӑна татах хама итлесе пӑхма ыйтрӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

— Каллех сурансем сурса ыратма тытӑнчӗҫ, — халь ӗнтӗ ҫанталӑк пӑсӑласса кӗтсех тӑр.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Елена Максимовна вӗсене кӗтсех тӑнӑ: Санюк валли вырӑн сарса хатӗрленӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кӗтсех тӑр.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кирук шӑллӗ пытанса юлнӑ вырӑна васкарӗ, анчах куҫӗпе вӑл пур еннелле те шӑтарасла пӑхать, ӑҫтан сас пуласса кӗтсех пырать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кӗтсех тӑр.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Кӗтсех тӑр…»

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Ӑнланӗ сана, кӗтсех тӑр!

Куҫарса пулӑш

Яка Микихвер шухӑшӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 4–7 с.

Тайӑр сӑввисене тупсан, Ҫӗпӗре лекессе кӗтсех тӑр…

Куҫарса пулӑш

XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Матвин ачалӑхӗ инҫетри ялсенче кӗтӳ кӗтсех иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫитес вӑхӑтрах ку ӗҫе майламасан, шурӑ чул ҫурта лекессе кӗтсех тӑр.

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Кунтан хӑтӑлса пӗтеймесен, хаҫатра фельетон тухасса кӗтсех тӑр.

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Халь ӗнтӗ мана йӗкӗлтеме пуҫлассине кӗтсех тӑр.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Эпӗ кӗтсех тӑратӑп, асту!

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ывӑлӗ ҫапла каласса Ҫтаппан кӗтсех тӑнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Шӑп та лӑп хирӗҫле пурӑнакан Энтрей ҫеҫ: «Манӑн лаша чирлерӗ-ха», — тесе суйрӗ, ӑшӗнче вара: «Сана, тӑрпалтай плахая, пулӑшма ухмаха тухман-ха эпӗ. Пӗрех ырӑ сӑмаху та, хӑҫан та пулин хама пулӑшасси те пулас ҫук санран. Курӑпӑр-ха ҫынсене мӗнле ӗҫтерсе-ҫитернине. Сахарӗ пулӑшать-ха. Тем ыррине кӗтет пулас-ха вӑл ҫав йӗксӗксенчен. Кӑтартӗ-ха вӑл сана ыррине, кӗтсех тӑр», — тесе шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӗтсех тӑр, савӑнтарать сана.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех