Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кӗсменсенчен (тĕпĕ: кӗсмен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Темиҫе хут хыттӑн авӑсса Нок кимме юхӑм варрине кӑларчӗ те кӗсменсенчен пӗтем кӗлеткипе уртӑнчӗ.

Несколькими ударами весел Нок вывел лодку на середину реки и приналег в гребле.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Пысӑк хум шлюпкӑна ҫӗклерӗ, кӗсменсенчен пӗрне тӑпӑлтарса илсе ывӑтрӗ — Аян шартах сикрӗ, лӑштӑрах кайрӗ.

Вал поднял шлюпку, бросил, вырвал одно весло — Аян вздрогнул.

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Халӗ вӑл ҫыран енчен йӑтӑна-йӑтӑна килет; айккинчен питех те хытӑ лӑсканипе Аян кимми пушӑ михӗлле куҫкалать, унталла-кунталла силленет, сулахай бортпа, унтан сылтӑммипе тайӑлать, ҫакӑн чухне кӗсменсенчен пӗрин е теприн сывлӑша хевтесӗррӗн ҫапнипех ҫырлахма тивет.

Теперь он обрушивался с берега; сильнейшая боковая качка встряхивала суденышко Аяна легче пустого мешка, возилась с ним, клала на левый и правый борт, и тогда какое-нибудь из весел бессильно ударяло по воздуху.

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Летика кӗсменсенчен пӗрне юшкӑна ҫапса кӗртсе лартрӗ те кимме унран ҫыхса хучӗ, вара чӗр куҫҫипе чавси айӗнчен туха-туха ӳкекен чул муклашкисем тӑрӑх упаленсе иккӗшӗ те ҫӳле улӑхрӗҫ.

Забив весло в ил, он привязал к нему лодку, и оба поднялись вверх, карабкаясь по выскакивающим из-под колен и локтей камням.

III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Лешӗ тапаҫланать, аллисемпе кӗсменсенчен, ларкӑчран ярса тытать, анчах Тимахви ҫиллессӗн унӑн пӳрнисене вӗҫертет те хӑйне ҫыраналла сӗтӗрсе тухать.

Тот упирается, цепляется руками за весла, скамейку, но Тимофей молча и сердито отдирает его пальцы и тащит на берег.

Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Боярышкин кӗсменсенчен уртӑнса каялла сулӑннине, кулса янине курчӗ вӑл, анчах Лиза питне кураймарӗ, мӗншӗн тесен вӑл тӳртӗн ларнӑ.

Он видел, как Боярышкин, налегая на весла, откидываясь, засмеялся, но ее лица не видел: она сидела к нему спиной.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кӗсменсенчен кӑна сенкер тумламсем тумларӗҫ, вӗсем тинӗсе ӳксен, ӳкнӗ тӗлте пӗр саманта каллех сенкер пӑнчӑсем курӑнчӗҫ.

Только с весел капали голубые капли, и когда они падали в море, на месте их падения вспыхивало ненадолго тоже голубое пятнышко.

II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех