Шырав
Шырав ĕçĕ:
44. Пушхирте пирӗн аттемӗрсенӗн пӗрле пухӑнса кӗлтумалли кӗлӗ чатӑрӗ пулнӑ.
Ап ӗҫс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Иисус Турӑ Ҫуртне кӗнӗ те унта суту-илӳ тӑвакансене хӑваласа кӑлара пуҫланӑ, 46. каланӑ вӗсене: «Манӑн Ҫуртӑм — кӗлӗ ҫурчӗ» тесе ҫырнӑ, эсир вара ӑна вӑрӑ-хурах йӑви туса хунӑ, тенӗ.
Лк 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Вӗсем Ӑна ҫапла каланӑ: Иоанн вӗренекенӗсем тӑтӑшах типӗ тытаҫҫӗ, кӗлӗ тӑваҫҫӗ, фарисейсем те ҫаплах тӑваҫҫӗ, Санӑн вӗренекенӳсем вара ӗҫеҫҫӗ те, ҫиеҫҫӗ те, тенӗ.
Лк 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вӑл вӗсене ҫапла каласа вӗрентнӗ: «Манӑн Ҫуртӑма пур халӑхсемшӗн те тунӑ кӗлӗ ҫурчӗ тейӗҫ» тесе ҫырманччӗ-и-ха? эсир ӑна вӑрӑ-хурах йӑви туса хунӑ, тенӗ.
Мк 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Иисус Турӑ Ҫуртне кӗнӗ те унта суту-илӳ тӑвакансене пурне те хӑваласа кӑларнӑ; укҫа улӑштаракансенӗн сӗтелӗсене, кӑвакарчӑн сутакансенӗн тенкелӗсене тӳнтере-тӳнтере янӑ, 13. каланӑ вӗсене: «Манӑн Ҫуртӑма кӗлӗ ҫурчӗ тейӗҫ» тесе ҫырнӑ; эсир вара ӑна вӑрӑ-хурах йӑви туса хунӑ, тенӗ.
Мф 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫавӑн пек вилӗмпе вилме лекнӗ ӗнтӗ усал Менелая, ӑна ҫӗре те пытарман, — ку питех те тӗрӗс пулнӑ: 8. вӑл, Ҫӳлхуҫана парне кӳрекен вырӑна хирӗҫ — вучӗ те, кӗлӗ те сӑваплӑ шутланакан парне вырӑнне хирӗҫ — нумай ҫылӑх тунӑскер, вилӗмне те кӗл ӑшӗнче тупнӑ.
2 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Унта ҫитсессӗн, Иеремия ту хушӑкӗнче пурӑнма юрӑхлӑ вырӑн тупнӑ та кӗлӗ чатӑрӗпе саккун арчине тата ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмелли парне вырӑнне ҫавӑнта илсе кӗнӗ, кӗрсе-тухса ҫӳремелли шӑтӑкне хупласа хӑварнӑ.
2 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫырса хӑварнисенче тата ҫакӑн пек калани те пур: Турӑ уҫса панипе, ҫак пророк ту ҫине хӑпарнӑ чухне хӑй хыҫҫӑн кӗлӗ чатӑрӗпе саккун арчине ҫӗклесе пыма хушнӑ; Моисей шӑпах ҫак ту ҫине улӑхсассӑн Турӑ паракан еткере курнӑ пулнӑ.
2 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Парне ҫуннӑ вӑхӑтра священниксем кӗлӗ туса тӑнӑ, священниксем те, пурте; Ионафан пуҫласа пынӑ, ыттисем, Неемия хӑй те, хушса юрласа тӑнӑ.
2 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Священниксем вара Ҫурта кӗнӗ те, парне вырӑнӗ умне тӑрса, йӗрсе ярса каланӑ: 37. эй Ҫӳлхуҫамӑр, Эсӗ ҫак Ҫурта Хӑвӑн яту валли суйласа илнӗ, вӑл кӗлӗ ҫурчӗ пултӑр, унта Хӑвӑн халӑху кӗлтутӑр тенӗ.
1 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Вара, саккун хушнӑ пек, пӗр пӗтӗм чулсем илнӗ те парне вырӑнне ҫӗнӗрен ӗлӗкхи пекех туса лартнӑ; 48. унтан Ҫурт ӑшчиккине, шалти пайӗсене юсаса тухнӑ, пӑлтӑрӗсене тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ; 49. ҫӗнӗрен кӗлӗ савӑчӗсем тутарнӑ, Ҫурта шантал, фимиам ҫунтармалли парне вырӑнӗ, парне ҫӑкӑрӗсем хумалли сӗтел кӗртсе лартнӑ; 50. парне вырӑнӗ ҫинче фимиам тӗтӗрнӗ, шантал ҫинче ҫутаткӑҫсем ҫутса ярса, Ҫурт ӑшчиккине ҫутатнӑ; 51. парне сӗтелӗ ҫине ҫӑкӑрсем хунӑ, чаршавсем карса тухнӑ; ҫапла вӗсем хӑйсем тытӑннӑ пур ӗҫе те туса пӗтернӗ.
1 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫав кун Эпӗ Давидӑн пӑрахӑҫа тухнӑ кӗлӗ чатӑрне ҫӗнӗрен туса лартӑп, ун ӑшӗнчи хушӑксене питӗрӗп, мӗн ҫӗмӗрӗлнине юсаса тирпейлӗп, ӑна авалхи евӗрлех туса ҫитерӗп, 12. ҫапла вӗсем Эдомӑн йӑлкӑмне, Ман ятӑм хӑйсен хушшине ҫитес халӑхсене пурне те хӑйсен аллине илччӗр, тет ҫакна пурне те пултаракан Ҫӳлхуҫа.
Ам 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Хӑвӑрпа пӗрле кӗлӗ сӑмахӗсене илӗр те Турӑ енне ҫаврӑнса калӑр: «пӗтӗм йӗркесӗр ӗҫӗмӗрсене каҫар, ыррине, пирӗн чӗлхе-ҫӑварӑмӑр халӗ мӗн каланине, парне вырӑнне йышӑн. 4. Ассур текех ҫӑлас ҫук пире; ут утланмӑпӑр, аллӑмӑрпа тунӑ япаласене урӑх «пирӗн турӑсем кусем» тесе каламӑпӑр, мӗншӗн тесен Эсӗ тӑлӑхсене хӗрхенетӗн» тейӗр.
Ос 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл священниксене — Турӑ Ҫуртӗнче кӗлӗ туса тӑракансене, Ҫӳлхуҫана ӗҫлесе тӑмашкӑн Ун патне ҫывӑхаракансене — пулӗ.принадлежать будет священникам, служителям святилища, приступающим к служению Господу:
Иез 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Сӑваплӑ пӳлӗме кӗлӗ тума, шалти картишне сӑваплӑ пӳлӗм патне кӗмелли кун ҫитсессӗн, унӑн ҫылӑх парни кӳрес пулать, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Тулашӗнчи картишне, тулашӗнчи картишне халӑх патне тухмалла пулсан, вӗсен кӗлӗ тунӑ чухнехи тумтирӗсене таса пӳлӗмсенче хывса хӑвармалла, хӑйсен таса тумтирӗпе халӑха сӗртӗнес мар тесе, вӗсен урӑх тумтир тӑхӑнса тухмалла.
Иез 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Шалти картиш хапхи патне пырсан, вӗсем йӗтӗн тумтир тӑхӑнӗҫ, шалти картиш хапхи патӗнче тата Турӑ Ҫуртӗнче шалта кӗлӗ тунӑ чухне вӗсен ҫийӗнче ҫӑм тумтир пулмалла мар.
Иез 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Мана кӗлӗ тума, Манӑн хуралӑма астуса тӑма вӗсем Манӑн Ҫуртӑмри сӑваплӑ пӳлӗме кӗрӗҫ, Манӑн сӗтелӗм патне ҫывӑхарӗҫ.
Иез 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вӗсем йӗрӗхсене иленнӗ халӑха ӗҫлесе тӑчӗҫ, Израиль килне йӗркесӗрлӗх енне илӗртрӗҫ, ҫакӑншӑн Эпӗ вӗсем ҫине аллӑма ҫӗклерӗм, ӗнтӗ вӗсене хӑйсен айӑпӗшӗн хаса ҫитӗ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ; 13. вӗсем Ман патӑма ҫывӑхараймӗҫ, апла Ман умӑмра кӗлӗ тӑваймӗҫ, Манӑн сӑваплӑ япаламсем патне, Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗм патне пыраймӗҫ, хӑйсен намӑсне, хӑйсем тунӑ йӗрӗнчӗк ӗҫӗсене хӑйсемех йӑтӗҫ.
Иез 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Унта кӗрсессӗн, священниксен хӑйсен кӗлӗ тунӑ чухнехи тумтирне ҫавӑнта хывса хӑвармасӑр ҫав сӑваплӑ вырӑнтан шалти картишне тухма юрамасть, мӗншӗн тесессӗн ҫав тумтир — таса; халӑх патне тухас умӗн вӗсен урӑх тумтир тӑхӑнмалла.
Иез 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.