Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кухня сăмах пирĕн базăра пур.
Кухня (тĕпĕ: кухня) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Канашра манӑн лайӑх хваттер пур: кухня, ҫывӑрмалли пӳлӗм, гостинӑй текенни, ваннӑй пӳлӗмӗ тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Шкул ачисене вӗри апат ҫитерме пӗр пӳлӗме кухня тумалла иккен, кирпӗч тупса пама пулчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кухня хуранӗ ҫеҫ витӗрех шӑтнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Абат» кухня оборудованине Раҫҫейре чылай ҫӗрте пӗлеҫҫӗ, 50 ытла ҫӗршывра пирӗн патра туса кӑларнӑ холодильниксемпе электрокӑмакасемпе усӑ кураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Республикӑпа туллин паллашма май пулнӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/05/%d1%80%d0%b ... %83%d0%bb/

Олег Николаев кухня кашни халӑхӑн хӑйне евӗрлӗхне палӑртакан тӗп ен пулнине пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Канаш райповӗн апат-ҫимӗҫне пысӑк хак панӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/08/18/%d0%ba%d0% ... b0%d0%bda/

Унта артиллери, штаб, кухня вырнаҫнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Пруткин пӗчӗк ҫеҫ сӗтел ҫинчи телевизора ҫутрӗ, унтан кухня алӑкӗ патне пырса шалалла пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хӑй ҫинчен калаҫнине илтсе, Оля юрлама чарӑнчӗ те кнопка курупкине сӗтел кӗтессине хучӗ, йӑпшӑнса, хуллен утса, кухня алӑкӗ хыҫне кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Куллен тӗркӗшетпӗр кухня умӗнчи черетре, сехет ҫурӑ — икӗ сехет ирттеретпӗр.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫӳҫене-ҫӳҫене кухня пӳлӗмне тарса кӗрсен Таранов ҫимелли ҫинчен аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ӑна-кӑна сисмен Тамара кухня алӑкне йӑл-йӑл кулкаласа уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Унран чек ҫаптарса илсен кухня чӳречи умне пытӑм.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Вӑл, талонсем илнӗ хыҫҫӑн кухня чӳречи патнелле утма тӑнӑскер, каллех буфет умне таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Пирӗн ентеш Лариса авӑ, — хӑрах куҫӗпе тенӗ пек кухня чӳречи еннелле пӑхса илчӗ Упандиров, — шӑрчӑк пекех тринккитринкки сиккелет, кайран-малтан мӗн пуласси ҫинчен пачах шухӑшламасть.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Урӑлманкин шалавар кӗсйинчен кухня ҫӗҫҫи кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Ҫук иккен, шалти ҫынсем кухня чӳречи умӗнче пӗр турилкке яшкашӑн харкашаҫҫӗ.

Нет, люди внутри вовсе не ссорились из-за тарелки супа у кухонного окошка.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӗсем хушшинче, хӑйсен ҫимелли нимӗн те ҫук пулин те, кухня чӳречи умне черете пырса тӑма вӑтанакансем те тупӑнчӗҫ.

Были и такие, которые, несмотря на все лишения, стыдились становиться в очередь перед окошечком кухни и предпочитали терпеть голод.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Ку ман ӗҫ пӳлӗмӗ те, кухня та, столовӑй та, ҫывӑрмалли те, салон та, тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӑн, Филипп шӑпӑртах ларать, — терӗ амӑшӗ, кухня алӑкӗнчен пуҫне кӑларса.

Куҫарса пулӑш

Хулари хваттер // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӳлӗ хӗрринчех хӑмӑшсенчен картласа тунӑ кухня.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех