Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Куратӑп (тĕпĕ: кур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ну, ыр куратӑп ӗнтӗ халь, хӗл каҫах улпут пек пурӑнатӑп, тесеттӗм.

Куҫарса пулӑш

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

— Эпӗ ӑна кашни кунах куратӑп.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Пӗлетӗн-и, пурпӗрех килсе куратӑп виличчен, терӗм.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Куратӑп: техникӑна юрататӑн эсӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

— Тӗтре пулсан та, кӑштах куратӑп

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Хамӑр ҫуртран тухса нумай та каймастӑп — Бианка мӗкӗлтетсе чупнине куратӑп.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Тухса куратӑп ҫеҫ мар, тухмассерен мӗн те пулин туянса таврӑнатӑп, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Витӗрех куратӑп сана.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Куратӑп — пит килӗшрӗ сана ман тавар.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Анчах ручка тытатӑп та… куҫ умне Турунов тухса тӑрать, хӑлхара ун сасси янӑрама тытӑнать: «Эс ман пирки тиркешсе-туса ҫырсан, мӗн калӗҫ тӑван ял ҫыннисем?.. Юмӑҫ ачи пулнӑскертен мӗн ырри кӗтен вара, темӗҫ-и?.. Пӗтерен эс мана…» — ҫак сасса илтетӗп те, Туруновӑн кӳренсе, унӑн малашнехи пурнӑҫӗ епле пуласси, ун шӑпи пӗтӗмӗшпех манран килнӗн йӑлӑнса, парӑнса пӑхакан куҫӗсене куратӑп та каллех калатӑп хама хам: «Ҫук, ҫыраймастӑп!.. Пулмасть…» — тетӗп.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ячӗ асрах ун, ырӑ кӑмӑлӗпе ӗҫӗ ҫинчен каланӑ сӑмахсем те манӑҫмаҫҫӗ; ӗнтӗ, ак, хӑйне те куратӑп.

Куҫарса пулӑш

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ытти сӑмах та тухрӗ-ха диспетчер ҫӑварӗнчен, ҫапла ҫеҫ те ыйтмарӗ вӑл — ытти сӑмахсем ман хӑлха ҫуммипе иртсе кайрӗҫ, хӑлхана кӗмерӗҫ, мӗншӗн тесен хура сӑн-питлӗ арҫыннӑн тилмӗрсе пӑхакан куҫӗсене куратӑп та, ҫак самантра маншӑн та бетонран хакли нимӗн те ҫук пек, бетонсӑр пуҫне мана урӑх нимӗн те кирлӗ мар пек, кунта эпӗ хам та ҫавӑншӑнах килнӗ пек туйӑнса каять.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Куратӑп-ха, Анюк, куратӑп.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Анюка куратӑп мар-и?

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Усӑ курасса куратӑп эпӗ вӗсенчен, анчах этем картӗнчен тухмастӑп.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Эпӗ рис пиалине мар, шӑм-шак турилккине усӑ куратӑп ҫиме, мӗншӗн тесен вӑл пысӑкрах, тата эп рис ҫимесӗрех тӑранатӑп.

Куҫарса пулӑш

«Китайри ресторансенче питӗ тутлӑ ҫитереҫҫӗ…» // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/646

Юрӗ, эп кашни кун вӗсемпе усӑ куратӑп та, «ҫурла» августа, «юпа» октябре, «пуш» марта пӗлтернине лайӑх чухлатӑп.

Куҫарса пулӑш

Округа чӑвашлатмалла-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6313.html

Хамӑн ӗҫре эпӗ сахал куратӑп, салтакран пӑрӑнакан, салтакран таракан ачасене.

Куҫарса пулӑш

Пулас салтаксен сывлӑхне тӗрӗслеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60725

— Кулленхи ӗҫре — ваттисен ҫуртӗнче те, шкулта та И.Я.Яковлевӑн кашни ӑрӑва пырса тивекен пилӗсемпе тӑтӑшах усӑ куратӑп, — кӑмӑлне уҫать илемлӗхе чунтан парӑннӑ ертӳҫӗ, педагог.

Куҫарса пулӑш

«Ялан янра, чӑваш чӗлхи!» // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d1%8f%d0%b ... %85%d0%b8/

Эпӗ мӗнле те пулин кӑмӑла каякан ҫынна куратӑп та, манӑн ӑна тӳрех хамӑн юлташ тӑвас килет, унпа калаҫас килет.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех