Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Куратӑп (тĕпĕ: кур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анукпа ывӑлӑма ҫеҫ мар, хаклӑ тус-йышсене те куратӑп эппин!

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Анне, куратӑп, эсӗ мана ӗненместӗн, — терӗ те вӑл ассӑн сывласа, ҫӳпҫе хупӑлчине уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Витӗр куратӑп, йӑмӑкӑм, ҫав пысӑк ҫылах сан чунна пӑтрата пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Куратӑп, эсир те пуян ҫынсем мар, лашине те усрама илесшӗн.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Степан Иванович, куратӑп, санӑн пуҫ ыратать пулмалла.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— О, сударыня, сире эпӗ витӗр куратӑп!

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Пӳлӗхҫӗм ҫырлахтӑр, кунта камит ҫуккине хам та куратӑп.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑнтах: «Кама куратӑп эпӗ! Сывӑ-и, Василь Ваныч!» тенӗ еннелле пуҫне ҫӗклерӗ те ӗнер пӑрахут ҫинче курнӑ крючниксене палласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Куратӑп, аптрамасть ача эсӗ, кирлӗ-кирлӗ мар калаҫма юратмастӑн.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Лаша умӗнче малта утса пынӑ май куратӑп: ман умра ҫутӑсем сӳнсе пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

«Куратӑп эпӗ те. Вӑрӑмтуни хамӑр пекех иккен, хӑрах куҫлӑсхер», — хуравланӑ Петӗр.

Куҫарса пулӑш

Чӑрӑш тӑрринчи вӑрӑмтунасем // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37 с.

Ҫавна та куратӑп.

Куҫарса пулӑш

Чӑрӑш тӑрринчи вӑрӑмтунасем // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37 с.

Вӗсене ҫапла ҫак вырӑнта куратӑп тесе Раман нихӑҫан та шутламан пуль!

Куҫарса пулӑш

59 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Куратӑп, ҫип-ҫирӗпех.

Куҫарса пулӑш

47 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Иван Яковлевич «Тачанка» ҫине, унтан Раманпа Миша еннелле, каллех ӳкерчӗк ҫине пӑхса илчӗ те: — Сирте эпӗ хамӑрӑн ҫамрӑклӑх хӗрӳлӗхне куратӑп, ачсем, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

23 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Витӗр куратӑп иксӗре те: вӑл мӗнле кӑмӑллине те, хуна секретаре суйлама кам сӗннине те пӗлетӗн-иҫ!..

Куҫарса пулӑш

6 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Пӗрремӗш хут куратӑп.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сире часчасах тӗлӗкре куратӑп.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Куратӑп: халь пирӗн тавралӑх Пин тӗслӗ чечеклӗн ҫиҫет.

Куҫарса пулӑш

Фронтовик сӑмахӗ // Михаил Мерчен. Чӑваш литературин антологийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. [Т. 2]: Поэзи. — 2013. — 598 с. — 347 с.

Хӑйӗн тӗллевӗ патне ӑнтӑлакан ҫамрӑксене воспитани парас тесе вӑл ӗҫе мӗн чухлӗ вӑй-хал, чӑтӑмлӑх хывнине куратӑп эпӗ.

Я вижу, сколько труда и терпения вкладывает она в работу, чтобы воспитать вдумчивых, стремящихся к своей цели молодых людей.

Ман анне — учитель // Семен СЕРГЕЕВ. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... el-3463259

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех