Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Крыльца сăмах пирĕн базăра пур.
Крыльца (тĕпĕ: крыльца) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ сӗтеклӗ ҫырласем ҫине ӑмсанарах пӑхкаланӑ вӑхӑтра крыльца ҫинчен симӗс сумка ҫӗкленӗ хӗр чупса анчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Крыльца картлашки ҫинче тӑракан Изамбаев пирус чӗртсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Сана кӗтсе ывӑнтӑм эпӗ, — шӳтлерех каларӗ Тарас хӗрпе пӗрле крыльца ҫине хӑпарнӑ чух.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Тарас крыльца ҫине тухрӗ те симӗс пальто тӑхӑннӑ хӗре тата Кӗркури шӑллӗне Мишшӑна асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Ҫав вӑхӑтра крыльца умне Елюк тухрӗ:

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Крыльца умӗнче хулӑн туталлӑ лутра каччӑ пирус мӑкӑрлантарса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Испуханов малтанах клуб ҫурчӗ патне ҫитрӗ: крыльца алӑкӗ питӗрӗнчӗк.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Пӗр вӑхӑтра чиркӳ енчи крыльца патне пухӑнса юрлаттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Минюк // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Акӑ халь те чӳрече умӗнчен йывӑҫ урипе тӑк-тӑк тутарса иртсе кайрӗ те крыльца ҫине кӗмсӗрт-кӗмсӗрт хӑпарса алӑк патне ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрене пуҫӗ шӑтӑк // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эпӗ крыльца ҫине чупса тухрӑм.

Куҫарса пулӑш

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Кур-ха, — терӗ Евсей Антоныч, пӗр хушӑ крыльца ҫинчен анмасӑр, ҫак илемпе киленсе.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Унтан крыльца ҫине чупса хӑпарчӗ те, хӑйне хирӗҫ власть ҫыннисем кӗнине асӑрхасан, шӑннӑ пӑр пек хытса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӗркӗчленӗ алӑксем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫав хушӑра, ашшӗ сассине илтсе, Вова кайри пӳртрен чупса тухрӗ те хӑпӑл-хапӑл крыльца алӑкӗн сӑлӑпне туртса кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӗркӗчленӗ алӑксем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Озеров крыльца ҫинчен анса хапха патне пычӗ, ӑна та тӗртсе пӑхрӗ — сӑлӑп ярсах питӗрнӗ иккен, уҫӑлмасть.

Куҫарса пулӑш

Сӗркӗчленӗ алӑксем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Озеров васкамасӑр крыльца ҫине хӑпарчӗ, «чакак хӳри» ҫине пусса, алӑка шалалла тӗртрӗ — лешӗ тапранмарӗ те.

Куҫарса пулӑш

Сӗркӗчленӗ алӑксем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫынсем кирпӗч купи тавра пӑхса ҫаврӑнчӗҫ те крыльца умне ҫитсе чарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Сӗркӗчленӗ алӑксем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Хамран ыйтмасӑр ниҫта та ан тухӑр!» — хытарса хӑварчӗ те Тарье, хӑй ҫавӑнтах крыльца алӑкне шал енчен сӑлӑп ярса питӗрчӗ, картишне чупса анса, Чикана сӑнчӑртан вӗҫертсе ячӗ, хапха питӗрӗнчӗк тӑнине пырса тӗрӗслерӗ, хӑй кӗлет кӗтессине кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӗркӗчленӗ алӑксем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Те улӑхмалла крыльца ҫине, те ҫук: лавкка алӑкне икӗ ҫӗртен икӗ ҫӑрапа питӗрсе илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Алӑкӗ ҫинче икӗ ҫӑра ҫакӑнса тӑнине курсан, Тарье чутах лаплатса ӳкмерӗ — хӑрах аллипе крыльца карлӑкӗнчен тытма ӗлкӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Икӗ ҫӑра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Килне ҫитсен, вӑл ним тӑвиччен малтан сарлака крыльца ҫине хӑпарчӗ, ҫӑрине уҫса, лавккана кӗчӗ, нӳрлӗ ҫӗтӗкпе сентресене сӑтӑрса тасатрӗ, урайне шӑлса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех