Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Крыльца сăмах пирĕн базăра пур.
Крыльца (тĕпĕ: крыльца) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Иккӗмӗш хут пырсан, вӑл хуҫан иртсе ҫӳрекен пӳлӗмӗнче чарӑнса тӑнӑ, Давыдова малалла ирттерсе янӑ та, лешӗ ҫенӗхе тухсан, унтан чӗриклетекен крыльца картлашкисем тӑрӑх чупса ансан, Лушка хуҫа арӑмӗ умне чи таса чунлӑ ҫын пек ҫаврӑнса тӑнӑ.

Во второе свое посещение она на минутку задержалась в проходной хозяйской комнате, пропустив вперед Давыдова, и, когда тот вышел в сени, а затем сбежал по скрипучим ступенькам крыльца, Лушка с самым невинным видом повернулась лицом к хозяйке.

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Каярахпа хӑйӗн пӗчӗк Яшукӗ шкултан таврӑннӑ чух крыльца ҫине транк-транк сике-сике чупса хӑпарнине итленӗ вӑл.

Потом она слышала, как вприпрыжку, с пристуком, топочут по крыльцу ножки ее маленького Яшутки, возвращающегося из школы.

II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Крыльца умӗнчен пуҫласа кӗлет таранах ҫав тери пысӑк шыв кӳлленчӗкӗ сарӑлса выртать.

Огромнейшая лужа простиралась от крыльца до амбара.

29-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Давыдов кантӑкран пӑхрӗ: Молчун крыльца умӗнче пӗр хускалмасӑр тӑрать.

Давыдов выглянул в окно: Молчун неподвижно стоял около крыльца.

29-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех