Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Красные (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1970 ҫулсенче Агатеевсен ҫемйи Красные Липки хутора ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑк пулнӑ, ывӑннине туйман // Р. МАРТЬЯНОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/20/am ... ine-tujman

Хӗреснаннен ашшӗ Василий Михайлович тата унӑн шӑллӗ Иван Михайлович Красные Липки хутор патӗнче йывӑр аманнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑк пулнӑ, ывӑннине туйман // Р. МАРТЬЯНОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/20/am ... ine-tujman

Хӗрлӗчутайсем валли Телеграм-каналта «Красные Четаи Zа Победу!» ятпа ятарлӑ чат уҫнӑ – https://t.me/krchetaizapobedy.

Куҫарса пулӑш

"Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр" акцие кашниех хутшӑнма пултарать // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11801 ... a-pultarat

Унӑн текстне Етӗрнери уес Совечӗн ӗҫтӑвкомӗпе РКП(б) уес организацийӗн «Красные всходы» ятлӑ хаҫатӗнче 1918 ҫулхи декабрӗн 5-мӗшӗнче тухнӑ номерта пичетлесе кӑларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Мускав, Совнарком, В. И. Ленина // М. Румянцев. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 90 с.

Лефортовӑран тытӑнса Покровски, Елоховски, Ново-Басманнӑй урамсем тӑрӑх, Красные ворота витӗр Мясницки урампа, центр урлӑ, университет патӗнчен, Большой Никитски урампа — Ваганьковӑна ҫитиччен.

От Лефортова, по Покровской, Елоховской, Ново-Басманной, через Красные ворота по Мясницкой, через центр, мимо университета, по Большой Никитской — на Ваганьково.

XXXVII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Красные ворота енчен вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче ҫырнӑ юрӑ янӑрани илтӗнет, — унта салтаксем иртсе пыраҫҫӗ.

От Красных ворот неслась песня, рожденная войной, — там шли войска.

Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

«Красные дьяволята», «Чапаев», «Веселые ребята», «Новый Гулливер» картинӑсем ун асӗнче ӗмӗрлӗхех тӑрса юлчӗҫ.

И в списке появились: «Красные дьяволята», «Чапаев», «Веселые ребята», «Новый Гулливер».

Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Кунта чӑнах та хӗрлӗ хапха туса лартнӑ! — кӑшкӑрчӗ Шура, «Красные ворота» станцинчи стена ҫине тӗллесе.

Тут и правда красные ворота сделаны! — воскликнул Шура, указывая на ниши в стене станции «Красные ворота».

Тӗлӗнмелле ҫулҫӳрев // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Хӑш чухне ман хальхи регулировщик ача пулса тӑратчӗ, ырӑ та ҫутӑ куҫлӑ ачаччӗ, вӑл та пӗчӗк кантӑклӑ лутра пӳлӗмре хӑй вырӑнӗнчен ниҫта сикмесӗр мана пӑхса тӑратчӗ те хам пӗрре пулнӑ ҫӗрелле («Красные соколы» хаҫат кӑтартнӑ ҫӗрелле) ниепле майпа та ямастчӗ.

Иногда он превращался в мальчика с такими же удивительно светлыми глазами, и мальчик тоже твёрдо стоял на своём месте и держал меня здесь, в этой комнате с маленькими окнами и низким потолком, и ни за что не пускал туда, где (если верить газете «Красные соколы») я однажды уже успел побывать.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вырӑссен авалхи юрринче шӑпа ҫинчен юрлаҫҫӗ те, эпӗ хуть фаталист мар, ҫапах хам вилни ҫинчен «Красные соколы» хаҫатра хамах вуласа тухнӑ хыҫҫӑн, ҫав сӑмах ирӗксӗрех пуҫӑма килсе кӗчӗ.

В старинных русских песнях поётся о доле, и, хотя я совсем не фаталист, это слово невольно пришло мне в голову, когда в газете «Красные соколы» я прочёл заметку о собственной смерти.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ытти хутсемпе «Красные соколы» хаҫат та планшетрах пулнӑ та, вӗсем йӗпенсе пӗтнӗ, ҫухалнӑ — Ромашов хӑех каларӗ-ҫке: «Хаҫатран лӳчӗркенчӗк пулса тӑчӗ», тесе.

Другие бумаги и газета «Красные соколы» тоже были в планшете, но они размокли, пропали — ведь сам Ромашов сказал: «Газета превратилась в комочек».

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ун ҫинчен вӑл «Красные соколы» ятлӑ пӗчӗк хаҫатра ӑнсӑртран ҫеҫ пӗлнӗ иккен, хаҫатра Саня ҫинчен ҫырнӑ пулнӑ.

об этом Ромашов узнал совершенно случайно из многотиражки «Красные соколы», где была помещена заметка о Сане.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех