Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кондрат сăмах пирĕн базăра пур.
Кондрат (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Сана хӑвна тата, вӑрлӑхлӑх икӗ пӑт кивҫен илнӗ виршӗн манран виҫӗ пӑт сӑптӑрма намӑс пулмарӗ-и? — ыйтрӗ Кондрат.

— А тебе не совестно было с меня за две меры проса, какие на семена брал, три меры взять? — спросил Кондрат.

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Мӗншӗн капла выртатӑн-ха эсӗ? — ыйтрӗ Кондрат, ҫунана унтан-кунтан пӑхкаласа.

— Как же это ты перевернулся? — рассматривая сани, спросил Кондрат.

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Йывӑр пулать, — типпӗн тавӑрчӗ Кондрат.

Трудно будет, — сухо отозвался Кондрат.

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Виҫҫӗшӗ урамалла тухрӗҫ, Разметнов, Кондрат ҫине пӑхкаласа, ҫапла ыйтрӗ:

Втроем вышли на улицу, Размётнов, поглядывая на Кондрата, спросил:

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кондрат!

— Акӑ, Кондрат Майданникова илсе кай.

— Вон Кондрата Майданникова.

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кондрат шӑнса хытнӑ ҫӗре чылайччен пешнепе таккарӗ, сырлӑх юписем лартма шӑтӑксем чаврӗ.

Кондрат долго долбил пешней смерзшуюся землю, рыл ямки для стоянов.

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑкӑрӗсем кил еннелле ҫаврӑнса утма тытӑнсан, юланутлӑ Кондрат вӑкӑрӗсен ҫулне пӳлчӗ, вӗсене ял Совет еннелле пӑрса ячӗ.

Быки повернули было домой, но Кондрат с закипевшей на сердце злобой, наезжая конем, преградил им дорогу, направил к сельсовету.

10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кондрат ӗнипе вӑкӑрӗсене картаран хӳтерсе кӑларчӗ, лашине ыталаса лӑпкарӗ, юханшыв хӗрринелле хӑваласа кайрӗ.

Кондрат выпустил с база корову и быков; обротав лошадь, погнал к речке.

10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ, Кондрат Христофоров Майданников, вӑтам хресчен, мана хамӑн мӑшӑрӑмпа тата ачам-пӑчампа, пурлӑхӑмпа та пӗтӗм выльӑх-чӗрлӗхӗмпе колхоза илме ыйтатӑп.

Я, Кондрат Христофоров Майданников, середняк, прошу принять меня в колхоз с моей супругой и детьми, и имуществом, и со всей живностью.

10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑкӑрӗ ҫине пӑхса тӑнӑ хушӑра Кондрат сасартӑк хайӗн пырне темле чӑмӑркка касса ыраттарнине, куҫӗ йӳҫӗтсе килнине туйса илчӗ.

Кондрат, глядя на быка, вдруг почувствовал острый комок в горле, резь в глазах.

10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Акӑ, хайхискер, хӑйӗн ҫурӑк чӗрнеллӗ урисемпе ҫулсем тӑрӑх та, суха касси тӑрӑх та питӗ нумай такӑрласа, плуг е вӑрӑм урапа сӗтӗрсе, ҫулла та, хӗллехи сивӗсенче те Кондрат ӗҫне лайӑх туса пынӑ вӑкӑр ӳссе ҫитӗнчӗ.

И вот вырос бык и добре работал на Кондрата, летом и в зимнюю стужу, бесчисленное количество раз переставляя свои клешнятые копыта по дорогам и пашням, волоча плуг или арбу.

10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кондрат, пӗр ырхан лашапа кӑна пурӑнса, нуша ӑшне мӑй таранах путса ларнӑччӗ.

А нужды с одной лошаденкой хватнул Кондрат по ноздри.

10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кондрат пӑрӑва алла илчӗ, ӑна хӑйӗн сывлӑшӗпе вӗрсе ӑшӑтрӗ, сӑхман арки ҫине хурса, пӳрте илсе кӗчӗ.

Кондрат схватил выпавший послед, чтобы корова его не съела, а потом поднял телка на руки и, отогревая его теплом своего дыхания, кутая в полу зипуна, на рыси понес в хату.

10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кондрат хывӑнмасӑр-тумасӑр, хунар сӳнтермесӗр, каҫах выртрӗ.

Кондрат прилег с вечера, не раздеваясь, не гася огня в фонаре.

10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Юлашки ҫӗрсене Кондрат ҫывӑрмасӑрах ирттерчӗ тесен те юрать.

Под исход поста Кондрат почти не спал.

10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ӗне пӑруламан-ши тесе, сивӗ ҫӗр варринче миҫе хутчен вӑрана-вӑрана кайман-ши Кондрат, урисене ҫӑматӑ тӑхӑнса, аялти йӗм вӗҫҫӗнех миҫе хутчен чупа-чупа тухман-ши вӑл ӑшӑ картана.

Сколько раз к концу филипповок, холодными ночами Кондрат просыпался, как от толчка, и, всунув ноги в валенки, в одних подштанниках бежал на теплый баз смотреть: не отелилась ли?

10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

«Хӗсӗрхаллӗнех тӑрса юлчӗ, ылханлӑскер!» — ӗни ҫине пӑха-пӑха ҫӳҫенсе илетчӗ Кондрат.

«Яловой осталась, проклятая!» — холодел Кондрат, поглядывая на корову.

10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ватӑ ӗне уй чухне вӑкӑрпа питӗ вӑрттӑн чупса юлнӑ пулнӑ, кӗтуҫӗ те, Кондрат та асӑрхайман.

Старая корова тогда приняла бугая так скрыто, что ни пастух, ни Кондрат не видели.

10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Килне ҫитсен Кондрат вӑкӑрӗсем патне картана кӗчӗ, вӗсене пӗр хулай пек улӑм хурса пачӗ; анчах выльӑхӗсене ыранах пӗрлештернӗ картишне илсе каймаллине аса илсен, ҫав тери пысӑк ҫӗклем утӑ йӑтса пычӗ те сасӑпах ҫапла каларӗ:

Дома Кондрат зашел на баз к быкам, подложил им в ясли скудную охапку сена; вспомнив, что завтра вести их на общий баз, набрал огромное беремя сена, вслух сказал:

10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех