Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ковычка (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пиллӗкмӗш класс пухӑвӗнче Ковычка хӑй сӑмахӗнче ҫав курайман «Мӑйӑха» бойкот евитлемелле тенӗ вӑхӑтсем тахҫанах иртнӗччӗ ӗнтӗ.

Давно уже миновали те времена, когда на собрании пятого класса Ковычка предлагал объявить ненавистным «Усам» бойкот.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Иртнӗ ҫулхине Ковычка хистенӗ пек, текех ӑна паюксӑр та хӑварма ҫукчӗ: ун урокӗсенче халь пилӗк ҫынтан та ытларах ҫӳретчӗҫ.

Однако теперь его уже нельзя было лишить пайка, как предлагал в прошлом году Ковычка: на его уроках было теперь больше пяти человек.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах Ковычка каллех калаҫма тытӑнчӗ те, Кораблев, урӑх ман ҫине пӑхмасӑр, Ковычка каланине тем пек тимлӗн итлеме тытӑнчӗ.

Но Ковычка снова заговорил, и Кораблев, отведя от меня лукавый взгляд, стал слушать его с необыкновенным вниманием.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Халӗ ҫапла пулать, юлташсем, — терӗ Ковычка малалла, калаҫӑва хӗрсе тытӑннӑ май пальто тӳммисене тӳмелеме хӑтланчӗ те, анчах унта пӗр тӳмме те юлманччӗ.

— Теперь так, товарищи, — продолжал Ковычка, пытаясь в ораторском пылу застегнуть пальто, на котором не было ни одной пуговицы.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Маттур, Ковычка!

— Браво, Ковычка!

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Лапсӑркка пестовец тем тусан та вӗренме ҫӳремелле мар тесе кӑшкӑратчӗ, ыттисем ӑна: «Маттур, Ковычка!» тесе мухтаса янрататчӗҫ, Ковычка каланӑ тӑрӑх, шкула ҫӳрес йӑла ирӗклӗнех пулмалла, имӗш, мӗнле вӗренсе пынине алӑ тӑратса сасӑланипе пӗлмелле пулать.

Лохматый пестовец, которому все кричали: «Браво, Ковычка!», доказывал, что ни в коем случае не заниматься. Посещение школы должно быть добровольное, а отметки выставлять большинством голосов.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех